Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Смерть в одном столетии дарует вечную жизнь в грядущих веках.
(Д. Бруно)
 

Тимӗр Акташ: Манӑн тӑван чӗлхи ҫинчен

Тимӗр Акташ06.01.2021 18:5711364 просмотров

Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).

«...70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», — ҫырать Юрий Яковлев «Ҫиелтинчен тарӑнӑша»... хӑйӗн статьяра Чӑваш халӑх сайтӗнче 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗнче.

Ку масӑллӑ информаци хатӗрӗнче каланӑ шухӑш — тӗрӗс мар! Ку суя. Эпӗ тӑван чӗлхене пӗлекен ҫын!

Ачалӑх

Эпӗ 1950 ҫулта Тутарстанри Чистай районӗнчи Ишельел (Ишэле, Ишалькино) чӑвашсемпе крешӗн тутар ялӗнче Эрнепи (Эра) Долгова (Акташева) чӑваш вӗрентекен ҫемьере ҫуралтӑм. Паллах, манӑн тӑван чӗлхе — аннен чӑваш чӗлхи!

1952-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье кӳршӗ Аксу районӗнчи аннен Хӗрлӗ Шур чӑваш яла куҫса кайнӑ. Унта манӑн кукамай Пинерпи Акташева пурӑннӑ. Манӑн асанне — Елизавета Иванова (Долгова) та ҫак ялтан качча кайнӑ.

Аннепе атте кӳршӗ Саврӑш (Савруши) ялти шкулта ӗҫленӗ.

Астӑватӑп: хӗллехи каҫхине анне вӗренекенсен тетрадьсене тӗрӗслет.

Тӑватӑ чӑваш саспалли пур тесе кӑтартать.

Ҫак чух эпӗ вырӑсла пачах пӗлменччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал пурӑннӑ. Нумайӑшӗ 40 ҫухрӑм яхӑн вырнаҫнӑ Чистай (Чистополь) хулинче пурӑннӑ.

...Эпир Женя шӑллӑмпа кӑмака ҫинче ҫывӑрнӑ. Анне мана пӗрремӗш вырӑс сӑмаха вӗрентнӗ: «Печка» (печь).

Шупашкарта вырӑсла вӗрентни

1957-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье Шупашкара куҫнӑ.

Эпир Грязевская стрелка, Белинский урамӗнче, 17-мӗш ҫуртӗнче(?) пӗчӗк кӗтес тара тытса, пурӑнма пуҫларӑмӑр. Урамӗн икӗ енчен тарӑн ҫырмасем вырнаҫнӑ. Ӗҫмелли шыв хӗрарӑмсем унтан витрисемпе, йӑтса, илсе килнӗ. Кӗпе-йӗм те ҫак ҫырмасенче валашкасенче ҫунӑ.

Ку урамра уйрӑм, йывӑҫран тунӑ пӳртсем вырнаҫнӑ. Ӗлӗк кунта, е юнашар, икӗ вырӑс ялӗ пулнӑ: Будайка тата Кнутиха. Вӗсем Шупашкара кӗнӗ.

Паллах, кунта ытларах вырӑссем пурӑннӑ. Вӗсем чувашсене хисеплемен, картман, юратман.

Уйрӑмах, вырӑсла калаҫман, пӗлмен, чӑвашла калаҫакан ҫынсене юратман. Тата чӑваш акценчӗпе калаҫакансене юратман. Тата сӑн-пит вырӑс маррине юратман.

— Эй, ты, чувашин! — кӑшкӑрнӑ пире урамра кӳршӗ вырӑс арҫын ачисем, тантӑшсем. Ку самай «ӑшӑ» сӑмахсенчен пӗри. Нумайӑшӗ тата тӳрккес, кӑнтамран кӑшкӑрса, пире вӑрҫнӑ. Кунта та, кайран шкулта та пире ҫак вырӑс тантӑшсем кӳрентерме, хӗнеме те хӑтланнӑ.

Ҫапла пире Шупашкар ачисем вырӑсла «вӗрентме» пуҫларӗҫ.

Ҫапла эпир шӑллӑмпа ӑнланса пуҫларӑмӑр: Шупашкарта халӑх чувашсене юратмасть. Апла чӑвашла калаҫма, чӑваш пулма — япӑх.

Анне те вырӑсла кӑлтӑксемпе, чӑваш акценчӗпе калаҫнӑ пирки, 6-мӗш Шупашкарти «чӑваш» шкулта воспитатель группы продленного дня пулса кӑна ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак шкулта та, тен, вырӑс вӗренекенсем чӑвашсенчен ытларах вӗреннӗ.

1958-мӗш ҫулта эпӗ ҫак шкулта вырӑс класра вӗренме пуҫларӑм.

Пирӗн вӗрентекенеӗ Людмила Алексеевнӑн сӑн-пичӗ чӑваш хӗрарӑм евӗрлӗ пулнӑ. Анчах, унран нихӑҫан та пӗр чӑваш сӑмахне илтмен. Тен, унӑн упӑшки парти ӗҫӗпе ӗҫлекен пулнӑччӗ.

Тата. Манӑн аннене-аттене пирӗн шкулта хушнӑ: «Дома с детьми разговаривайте только по-русски. Чтобы у них не было чувашского акцента. Чтобы им потом лучше поступить в вуз».

Манан анне-атте ҫакӑнпа килӗшеҫрӗҫ. Вӗсем пире, тӑван ачисене, лайӑхрах пултар тесе шутларӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн анне-атте пире хушрӗҫ: «Теперь называйте нас мама-папа».

Шупашкарти чӑваш чӗлхи

1950-мӗш ҫулсенче, Шупашкарта, тен, чӑвашсем вырӑссенчен сахалтарах пулнӑ. Официаллӑ Шупашкар — Чӑваш АССРӗн тӗп хули шутланнӑ. Анчах, ку ячӗшӗн кӑна пулнӑ.

Паллах, парти членӗсенче, чӑвашсем те ӗҫленӗ. Тата чӑваш радио те калаҫнӑ, чӑваш театр та ӗҫленӗччӗ. Анчах, тен, унталла чӑвашсене ялсенчен автобуссемпе, автофургонсемпе илсе килнӗ.

Астӑватӑп: пӗр хут аннепе-аттепе эпир Чӑваш пединститутӗнче пӗр чӑваш театрӗн комедине, те, унан сыпӑкне пӑхрӑмӑр. Финаллӑ сценӑра унта пӗр старик ӑнсӑртран такам умӗнче ҫурӑма ҫаврӑннӑ та, пӗшкӗнсе, кут вырӑна кӑтартнӑ. Куракансем ахӑлтатса кулчӗҫ. Анчах, мана ку «юмор» пачах килӗшменччӗ. «Ҫакӑн пек чӑваш спектаклӗсене мӗншӗн пӑхмалла?» — шухӑшларӑм.

Ун хыҫҫӑн темиҫе нумай ҫул чӑваш театрне пачах ҫӳременччӗ. Чӑваш телеспектакльсене те ӑнсӑртран курсан, унта ялан нумай шавлӑ вӑрҫаҫҫӗ, астӑватӑп. Пӑхас та килместчӗ.

Ҫак чух чунра чӑваш комплекс неполноценности пулса кайнӑ. 1950–1980 ҫулсенче эпӗ шутларӑм: Шупашкарта чӑваш пулма аван мар (неприлично).

1963-мӗш ҫулта пирӗн ҫемьене Ленин проспекчӗн вӗҫӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне, «хрущевкӑна» пачӗҫ. Чапаев ячӗллӗ сквера хирӗс, Вокзалсен ҫумӗнчи Привокзальный микрорайонӗнче, ҫӗнӗ заводсем инҫе мар. Унта тӗрлӗ ҫынсем, анчах рабочисем ытларах, пурӑннӑ.

Кӳршӗ тантӑшсем каллех ытла вырӑссем те вырӑсланнӑ чӑвашсем пулчӗҫ. Вӗсемпе туслӑ хутшӑнтӑм. Хӑш-пӗр чух кӑштах ҫапӑҫма та тиврӗ.

Кӗрешме, бокспа аппалантӑмӑр.

Эпӗ хулана, Крупская ячӗллӗ тӗп хула парка, ташлама площадкӑна ҫӳрерӗм. Хӗлле ЧГПИ, ЧЭАЗ, Хусанкай ячӗллӗ культура керменсене ташлама, хӗрсемпе паллашма ҫӳрерӗм.

Ҫӗнӗ поп-рок музыкӑна магнитофонсенче ҫыртӑмӑр. Хӗрсене те пӑхрӑмӑар. Ниҫта та чӑвашла пӗр сӑмах ҫак чух илтмен. Пурте вырӑсла кӑна калаҫрӗҫ.

Ҫакӑн пек эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. Ҫакӑн пек самана пулчӗ. Манӑн пек Шупашкарти чӑваш ӑру йӑлт вырӑсланса кайнӑ. Эпӗ те ҫурри манкурт пулса кайрӑм. Вырӑс пулас тесе ӗмӗтлентӗм.

Чун тӗпӗнче кӑна тӑван чӗлхи сӑмахсем сыхласа юлнӑ.

Тен, манӑн атте-анне чӑваш радио итленӗ. Тен, мана та итлеме тивнӗ. Хӑш-пӗр ҫулсенче ҫулла анне-аттепе пӗрле ҫимӗке ҫуралнӑ ҫӗршыва, Тутарстанри чӑвашсем патне хӑнана кайса ҫӳрерӗмӗр. Унта анне-атте тӑван чӑваш чӗлхепе калаҫрӗҫ. Хамӑр тӑван ялсенче чӑваш чӗлхе ирӗклӗн янӑрарӗ. Унта чун уҫӑлнӑ. Эпир тӑван ҫӗршывӗнче савӑнтӑмӑр. Унта авалхи Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӑн сывлӑш та асамлӑ!

Шупашкарта, тата ҫул ҫӳревсенче, сайра-хутра чӑвашсемпе хутшӑнса, чӑвашла ӑнсӑртран хӑш-пӗр шӳтлӗ сӑмахсем те манӑн чунтан-ӑшчикрен тухрӗҫ. Эпӗ тӗлӗнтӗм. Апла, эпӗ тӑван чӗлхене пачах манман ҫав...

Перестройка тата наци чӗрӗлни

1985 ҫулта КПСС генсек пулма Михаил Горбачева лартрӗҫ. Вӑл СССР ҫӗршывӗнче демократизаци тата гласность тапхӑрӗ уҫнӑ.

1987–1988 ҫулсенче Чӑваш АССРӗнче те наци чӗрӗлни тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Виталий Иванов, Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев (Трер), Борис Чиндыков, Валери Туркай, Георгий Фомиряков тата ытти хастарсем хамӑр чӑваш Перестройкӑна пуҫланӑ.

1990-мӗш ҫулта Шупашкарта Республикӑлла вулавӑшра чӑваш чӗлхи тӳлевлӗ курссем уҫрӗҫ. Эпӗ унта ҫырӑнма килтӗм, анчах кая юлса.

— Тепӗр ҫулта килӗр, — каларӗҫ мана унта.

Эпӗ пысӑк Чӑвашла-вырӑсла словарь туянтӑм. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн хыпарсене, статьисене куҫарма пуҫларӗм. Ӗҫтешсемпе, журналистсемпе, ҫыравҫӑсемпе чӑвашла калаҫма хӑтланса пуҫларӑм.

Паллах, кӑлтӑксемпе, вырӑс акцентпа.

1991-мӗш ҫулта Чӑваш чӗлхи курссене вӗренме пуҫларӑм. Ятарласа чӑваш радио, телевидени итлеме, пӑхма пуҫларӑм.

Валери Туркайӑн «Шурӑ фарфар чашӑк» сӑввисен пуххине, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑна вуласа тухрӑм.

Ҫакӑн пек ятарласа чӑвашла вӗренме пуҫларӑм. Паллах, эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман пирки мана вӗренме ҫӑмӑл пулман. Тата манӑн арӑмӗ те вырӑс пулнӑ. Килте те вырӑсла кӑна калаҫма тиврӗ. Анчах, Чӑваш Турри пулӑшса, майӗпен калаҫма та ҫыркалама та вӗренетӗп.

2017–2018 ҫулсенче Гурий Комиссаровӑн (Вантеран) «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» публицистикӑлла очеркне вырӑсла куҫартӑм. 2020-мӗш ҫул вӗсенче ӑна Г.Комиссаровӑн ҫырнисен пуххинче иккӗмӗш томра пичетлерӗҫ, пӗлтерчӗҫ мана. Хам курман-ха.

Ҫакӑнпа, Тимер Акташ тӑван чӗлхене вӗренмен тесе, суя.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар, 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3170.1.8322
2021.01.06 19:23
Agabazar
Пирĕн Юрий Яковлев, Улăппа тан çын шутланаканскер, Тимĕр Акташ пирки 70 çула çитсе те тăван чĕлхене вĕренеймен теме пăхрĕ.

Анчах та хăй статйи хыçне форум ĕлкине лартса хума хăрарĕ.

Паллах, чăн малтанах Акапасартан сехри хăпнă унăн.
2021.01.06 20:20
Аçтахар Плотников
Акапасар, ара эс кунта кашкӑр пекех, пурне те хӑрататӑн. Хӑраманнисем ҫеҫ юлаҫҫӗ. //темӑпа ҫыхӑнмасӑр срсан, темӑран пӑрса яма хӑтланнӑшӑн ак чӑн та ҫырма чарса хуратӑп.
Agabazar // 3170.1.8322
2021.01.06 21:22
Agabazar
Тен, Юрий Яковлев Акапасартан пачах хăрамасть пуль?

Тен, эп çапла калани хам ахаль каппайланни çеç?

Чăннипе Юрий Яковлева хăратаканни урăххи те пулма пултарать.

Çавăнпа та эп палăртнине халлĕхе гипотеза тесе шутлăпăр.
Базиль Кириллов // 1242.95.8513
2021.01.07 00:15
Маттур, Тимӗр Акташ! Чӑваша мӗнле йӑваласа-унаса урӑх ҫын тунине лайӑх уҫса панӑ. Ун пекки, чӑвашран пач уйрӑлса кайса темӗнле ҫын пулса кайни мӗн чухлӗ!
Евразиец // 1977.69.9930
2021.01.07 10:09
Не совсем понятно в заглавии... "Манăн тăван чĕлхи çинчен" или должно быть "Манăн тăван чĕлхе çинчен"? Мне кажнтся, что чуваши зачастую на своё родном языке логически неправильно разговаривают. Объясните о данной ситуации, как правильно?
2021.01.07 11:47
Аçтахар Плотников
Евразиец, заголовок оставлен в стилистике автора. Правильнее: «Манӑн тӑван чӗлхе ҫинчен», но не исправлено, чтобы показать, что человек хотя и не знает на отлично сам язык, но не боится им пользоваться.
//еще правильней (и лаконичней, как требует и сам язык) сказать «Тӑван чӗлхем пирки», где «чӗлхем» уже подразумевает, что речь о своем родном языке, и посему уточнение «ман(ӑн)» не требуется.
2021.01.07 11:51
Аçтахар Плотников
Сӑмах май, ку статьяна тӳрлетнӗ май унта пит нумай хӑйне еверлӗ конструкцисем асӑрхарӑм. Паллах, хӑшӗ-пӗри вырӑс чӗлхипе ӳснӗрен аталаннӑ, теприсенче вара вӑл витӗм пӗрре те курӑнмасть. Ҫавах питӗ кӑсӑклӑ.
Agabazar // 2946.16.5816
2021.01.07 11:55
Agabazar
Евразиец // 1977.69.9930 2021-01-07 10:09
Не совсем понятно в заглавии... "Манăн тăван чĕлхи çинчен" или должно быть "Манăн тăван чĕлхе çинчен"? Мне кажнтся, что чуваши зачастую на своё родном языке логически неправильно разговаривают. Объясните о данной ситуации, как правильно?
Чăвашла калаç.

Микула // 9259.3.8429
2021.01.07 12:52
Сӑлтавӗсем ӗнте пурин валли те пӗрех ӗнте. Ӑҫта чӑваш чылай пулнӑ унта тӑван чӗлхе сыхланса юлнӑ. Ялсенче. Хулари чӑвашсем паян ыттисенчен чылайрах ,анчах та хулари пурнӑҫра кашни уйрӑм. Шкулӗ пӗр енчен хӗсет ,тепӗр енчен ятарласа лартнисен ултавӗ . Чӑваш чӗлхине хуласенче сыхлакан пачах пулман ,паян та ҫук. Хуласем халӑха тӑван чӗлхерен пистерекен лагерсем пек пулса тӑнӑ. Чӑвашла театр, унтан кунтан чӑвашла ят вӑл халӑхран тухнӑ чӑваш интеллигенцине лӑплантарса улталамалли меслет кӑна. Мӗн чул хӑйне чӑваш текеннисем чакса пыраҫҫӗ ҫавӑн пекех медальсен тоннашӗ те ӳсет теҫҫӗ халӑхра. Шкулсенче чӑваш чӗлхи предмечӗ чакни те заслуженныйсемпе народныйсен шутне хӑпартрӗ кӑна. Мораль кунта мӗнле пулмалла ? Сӑлтавӗсем пирки хӑраса тӑмасӑрах калас пулать халӑха. Ҫитӗ пулӗ йӗри тавра ташлама. Эрипен ташлама вӑхӑт ҫук тет пӗр чаплӑ юрӑҫ.
володя Черлаков // 3698.40.6970
2021.01.07 13:20
Акташ статйи питӗ килӗшрӗ. Юрий Яковлев вӑл пурин ҫумне те ҫыпӑҫать.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики