Agabazar // 3690.78.8996
2021.01.15 17:37 | |
Эх, манăн та çакнашкал хăватлă статьясем çырас килет те, темĕн, ĕç тухсах каймасть. )) | |
ЛЕШКУКША // 2625.92.3249
2021.01.15 18:35 | |
;Олег Мустаев хăй салтакёсене чăвашлв юрлаттарнă та юрлаттарнă, Уйрăм тёслёхпе çанталăка улăштараймастăн. Шкулта, ачасенче чёлхе шанчăкё. | |
Алексей Алексукан // 3495.76.5921
2021.01.15 18:39 | |
Я предлагаю чувашские фамилии дополнить окончаниями -акан, -ахан
Потому что это окончание содержит гору, ух, ан Этому человеку явно повезёт в карьере. В странах СНГ точно. Будут Алексукан Александрукан Сергукан Михайлукан Павлукан Петрухан Павлухан Сергухан Алексухан Иванухан Николухан глава Задумайтесь, как красиво по чувашские звучит. И как солидно Я Алексухан вас требую обдумать вопрос | |
Agabazar // 3620.44.4060
2021.01.15 19:24 | |
Мĕн каланине шанчăклă çăлкуçпа çирĕплетмелле. Унсăрăн халлап çапнă пек пулать. | |
Микула // 9259.3.8429
2021.01.15 20:11 | |
Европа хыпарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ирланди чӗлхи (гельский язык) хӑйӗн статусне хӑпартнӑ. https://ru.euronews.com/2021/01/14/eu-ecj-irish-language Акапасар ҫарта пулман пулас ? Чылай застава отрядра чӑвашсем ҫинче "тытӑнса тӑнӑ". Сӑмахран, Чӑвашран эпир сакӑрвуннӑран та ытларахчӗ отрядра . Чӑвашла калаҫнишӗн пӗр салтак та пӗр офицер та хирӗҫ каламан. Ӑнланас пулать, СССР вӑхӑтӗнче вырӑс мар халӑх ҫарта ытларах пулнӑ. Чӑннипех "дружба народов" . Канашра 300 ҫынран та ытларахчӗ командӑра. Малтанах кам "городской" кам ялтан пӗр сӑмах та пулман, анчах та эшолона Чӗмпӗртен призывниксем ларсан "тупӑнчӗҫ" пирӗн Улатӑр,Порецкий тата Шупашкарти "крутойсем". Лӑплантарнӑ хӑвӑрт ,отряда ҫитсен пури ҫуки вӗсем пачах асӑрхаман. Мӗн каласшӑн, катари вырӑс ачисем чылай ҫывӑхрах пулнӑ.вырӑнтисенчен. Лешсен ялан хӑйсене пиртен,чӑвашсенчен,мӗнле те пуллин лайӑхрах курӑнас килес йӑла пурччӗ,ытти салтаксем темле наци пулсан та ун пек "япалана" пӗртте ырламан. | |
Микула // 9259.3.8429
2021.01.15 20:43 | |
Микула хӑй вӑхӑтӗнче салтаксем "илекен" пулса Гомель (Беларусь) хулине те ҫитсе курнӑ пулнӑ. Унти халӑх кӑмӑлӗпе чӑвашсемпе пӗрех. Шанчӑклӑ туссем . Украинӑран вара тӗрлӗрен. Чӑвашсем хушшинче "дедовщина" ан сарӑлтӑр тесе ҫулталӑк сиктерсе кӑна отряда Чӑвашран партисем пулнӑ. Йӑваш тенине сисмен. Чӑвашсем салтакара хӑйсене тӑван ялти пекех туйнӑ. Чикӗри чӑвашсем пирки калатӑп. Афганистанра пулнӑ юлташ каласа панӑччӗ чӑвашсемпе тӗл пулни ҫинчен. Колонна чарӑннӑ чух, "точкӑра", чӑвашсем пури тесе ыйтрӑм тет унти салтаксенчен. "Есть ,когда только уволятся,всех задолбали" тесе мӑкӑртатрӗҫ тет. Палаткине кӑтартсан кайса тупрӑм,лараҫҫӗ тет иккӗн, чӑвашсем. Хыҫҫӑн офицер кӗрсе тем каласан хӑваласа ячӗҫ тет лешне. Ма апла тата тесен "наркоман" теҫҫӗ тет. Ҫапла,Акапасар, ҫапла ,ҫарти чӑвашсем чӑваш ята ҫӗртмен,ҫӗртмеҫҫӗ тата ҫӗртмӗҫ те. Ҫӗртекеннисем ытларах кабинетсенче пулмалла ? |