Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
В мужчину,которого любят все женщины,не влюбится ни одна из них.
(В.Ключевский)
 

Юрий Яковлев: «Айтӑр философи шайӗнче калаҫар»

Юрий Яковлев22.01.2021 23:304527 просмотров

(Геннадий Исаев художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май)

(«Чӑваш философийӗ. Чӑваш чунӗн философийӗ» кӗнекерен)

 

Г.И. Исаев (1925, раштав, 28 – 2007, чӳк, 15) философ пулнине туякансем, сӗмленекенсем, палӑртасшӑн ӑнтӑлакансем пулнӑ. Чӑваш ӳнер музейӗнче сӑрӑҫӑн куравне уҫнӑ чух (2005, раштав, 28) Александр Егоров Г.И. Исаева: «Вы великий философ», – терӗ. «Нашедший Будду» ятлӑ тӗрленчӗк пичетлерӗ (Ведомости Чувашской Республики, № 2 (98), 10–16 января 2006, с. 22). «Шалт тӗлӗнтерсе ярать: 80 ҫулхи ӑста чунӗпе иккен чӑн-чӑн… дзен-буддист» («К нашему потрясению, 80-летний мастер оказался в душе самым настоящим… дзен-буддистом»), – ҫырчӗ ӑслӑ та пултаруллӑ журналист. Атнер Петрович та хӑйӗн тӗрленчӗкне дзенпа ҫыхрӗ (Хусанкай А. Чувашский дзэн // ЛИК, 2007, № 1, с. 51–52.). «ЛИК» журналӑн ҫак номерӗнчех ман ӗҫ те кун ҫути курчӗ (Яковлев Ю. Тайновидец чувашской природы // ЛИК, 2007, № 1. с. 53–54.). Вулаканӑмӑр патне ман чӑвашла ҫырнисене ҫитерес килет: Яковлев Ю. «Кашни харпӑр хӑй ҫӗрӗ ҫинче туптӑр телей, пуянлӑх» // Хыпар, 1996, пуш, 5; «Чун вӗҫет…Чун…» (Геннадий Исаев художник Соломон патшапа тава кӗни пирки) // Ар, 2001, кӑрлач, 16, 3 (24) №; Сив ачи (Геннадий Исаев художникӑн чунӗнчи тата пултарӑвӗнчи сивлеклӗхӗн метафизикӑллӑ пӗлтерӗшӗ пирки) // Тӑван Атӑл – Ялав, 2006, 9 №, 143 – 146 с.; «Ман пуҫ тавра темиҫе ункӑ асамат кӗперӗ…» (Г.И.Исаева асӑнса) // Хыпар, 2008, кӑрлач, 10, 3 с.

Шухӑшлава, Геннадий Исаев художник шухӑшлавне философи тӑвакан, философи шайне ҫӗклекен вектора тупса палӑртасси епле пулнине асӑнса хӑварам. 1995 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Г.И. Исаевӑн куравӗ уҫӑлчӗ. 70 ҫул тултарнӑ художника мухтарӗҫ темелле… Ун ӗҫӗсене йышӑнманнисем сас памарӗҫ. Хӑйсемпе уйрӑм калаҫнӑ чухне вара кӑмӑлӗсене пытармарӗҫ: «Исаев теплый, душевный. Как художник слабоватый» (А.И. Мордвинова). «Цвет старого забора. Некрашенного забора. Смотря на некоторые вещи рука тянется к мокрой тряпке, чтобы стереть пыль. Чувствуется отсталость» (Олег Улангин). Вӑтӑр ҫул тӗлнелле эп «тусанлӑ» ӗҫсен пахалӑхне, тарӑнлӑхне ӑнланасси патне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Иван Юркинпа ӗҫлени мана пулӑшнӑ. Мускавра «Время и бытие» ятпа тухнӑ (1993) Мартин Хайдеггерӑн ӗҫӗсен пуххи (447 с.) нимӗҫ философӗпе чӑваш ҫыравҫи пӗр сывлӑшпа сывланине ӗнентерчӗ. Эп хам ҫула тупрӑм…

Курав уҫнӑ хыҫҫӑн И.А. Дмитриевпа эпир нумайччен чӑваш вӑрттӑне пирки калаҫса лартӑмӑр (ҫур ҫӗрччен ӗҫлеттӗмӗр эпир унпа институтра). Исаев пирки, Юркинпа Исаев пӗрпеклӗхӗ пирки вӑл ҫапла шухӑшларӗ:

«Геннадий Исаев куравӗнче художниксем мӗн калаҫнинчен пӗр япала ӑнланма пулчӗ. Хальхи художниксене Исаев пултарӑвӗнче чи илӗртӳлли вӑл – сӑрӑпа, тӗссемпе выляма пӗлни. Ҫав сӑрӑсен, тӗссен вылянӑвӗнче хӑйне евӗрле чӗлхе тупма пултарни, ҫав чӗлхепе чӑваш шухӑш-туйӑмне, унӑн чи шалта мӗн выртнине каласа пама пултарнине тупса художниксем, искусствоведсем савӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫавнашкал живопись, ҫавнашкал сӑрӑри, тӗсри кӗвӗлӗх хальлӗхе ҫухалнӑ шутланать. Мӗн ҫухалнӑ? Паллах, сӑрӑсем ҫухалман, тӗссем ҫухалман. Анчах та вӗсем пӗр-пӗринпе епле килӗшсе кӗвӗленсе тӑнине кӑтартасси хальхи ӳнер, живописьрен ҫухалса пынине палӑртрӗҫ. Исаев пултарӑвӗнче вара ҫирӗпленсе юлнӑ (кӑна чӑваш сӑрӑ ӳнерлӗхӗ тесе калама пулать). Мӗн вӑл шухӑш-туйӑм? – Вӑл тӗнчене епле ӑнланни, тӗнчене епле пӑхса тӑни. Апла пулсан чӑваш халӑхӗн, чӑваш чунӗн философийӗ, чӑваш хӑвачӗн шухӑшлавӗ палӑрать ҫав живопиҫре.

Эс Г.И. Исаева И.Н. Юркинпа танлаштаратӑн. Исаев сӑнран та та Юркин евӗрлӗрех терӗн. Хӑйӗн шухӑшлавӗнче те Юркин евӗрлӗрех терӗн. Чӑваш хӑйне тӗнчере мӗнле туйса тӑни – чӑваш шухӑшлавӗнче палӑрать. Чӑваш шухӑшлавӗ – чӑваша тӗнчере тата чӑваш чунӗнчи тӗнчене палӑртать. 18-19 ӗмӗрти философи проблемисене – «тело и дух, материя и дух» – татса памасть. Вӑл тӗнчепе этем хушшинчи ҫыхӑнусене тимлет – ҫакӑнта чӑваш шухӑшлавӗ, философийӗ. Ҫав ҫыхӑнусем тавра вӗҫӗмсӗр явӑнать.

Исаев, чӑнах та, Юркинпа ҫыхӑнать, мӗншӗн тесен хальхи чӑваш вӑл хӑйӗн тӗнчери вырӑнне ҫухатнӑ. Вӑл Юркин вӑхӑтӗнче ҫухатма тытӑннӑ хӑйӗн тенчери вырӑнне. Вӑл тӗнчене хӑйне евӗрлӗ ӑнлантарма, хӑйне евӗрлӗ тытса тӑма пултарассине ҫухатма тытӑннӑ. Юркин килет те чӑваша тӗнче варрине тӑратать. Чӑвашӑн тӗнче варринчи вырӑнне палӑртать. Ҫак тӗнче варринче тӑракан чӑвашӑн шухӑшлавӗнче тӗнчере мӗн пулса иртни чӑваш чунӗ витӗр тухса тепӗр хут тӗнчене кӗвӗленине катартса тӑрать вӑл Юркинра (чӑваш тӗнӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне те). Ҫавӑн пекех Исаев килет те илет ял ӳкерчӗкне, пейзажне – ҫак пейзаж сасартӑк хӑйпе килӗшуллӗ, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ, хӑйӗнпе хӑй хирӗҫлемен пейзаж пулса тӑрать (самодостаточность). Ҫак тӗнче (чӑваш куракан тӗнче) хӑйпе хӑй кӗвӗленсе, хӑйпе хӑй килешӳллӗхре пурӑнать. Унта ҫапӑҫу, кӗрлешӳ-темскер ҫук. Анчах ҫав ҫапӑҫу-хирӗҫӳлӗх Исаев художникпа вӑл ӳкерекен пейзаж хушшинче ҫук. Пейзажра хӑйенче вара тӗпре тенчере пулса иртекен хирӗҫӳлӗхсем пуррине калама пулать…

Юркин чӑваша тӗнчери хӑйӗн вырӑнне тупса панӑ, ҫавӑн пекех Исаев – чӑваш ҫут ҫанталӑкне (ҫак япала, ҫак пейзаж пулсан укерчӗкре – эп ӑна тӗнчери хӑйӗн вырӑнне тупса паратӑп, эп ӑна пур тӑватӑп. Юркин чӑваш тӗнне, чӑваш ҫыннине, чӑвашӑн тенчери вырӑнне, чӑваш тӗнчине вырӑн тупса панӑ этемлӗх тӗнчинче. Исаев та пур тӑвать ӳнерлехре, сан пуҫунта, куракан пуҫӗнче. Енчен те куракан ҫак пейзажсене чӑнласа йышанать пулсассӑн – вӗсем уншӑн пур пулаҫҫӗ. Пур пулсан – ҫухалмаҫҫӗ. Ҫын ҫак пейзажпа пӗрпекленет. Ҫыхӑнать. Ҫак пейзажра хӑйӗн вырӑнне тупать. Художник ӗҫӗнче хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне тупма пултарать.

Юркин философи шайӗнче, ӳнер шайӗнче, кашникун шайӗнче тӑванӗсем хушшинче хӑй епле пулнине туйса тарать пулсассӑн - Исаев та ҫавӑн пекех. Исаевпа Юркин – тӗнчене курса тӑракансем, весем философи шайенче тӗнчепе этем хушшинчи ҫыхӑнусене тӗпчекенсем. Чӑвашпа тӗнче, тӗнчепе этем хушшине, тӗнчепе выльӑх, выльӑхпа курӑк хушшине, ҫыхӑнӑвне тӗпчекенсем».

«Кашни харпӑр хӑй ҫӗрӗ ҫинче туптӑр телей, пуянлӑх»

Хыпар, 1996, пуш, 5

Ку шухӑша Геннадий Ильич Исаев сӑмах вӗҫҫӗн кӑна мар, хӑйӗн пурнӑҫӗпе те, пултару урлӑ та ҫирӗплетет. Вӑл таҫта аякра телей шыраман, «Наш адрес – не дом и не улица, наш адрес – Советский союз» тесе юрламан, ытти халӑх ывӑлӗ-хӗрӗпе пӗрле ГЭСсем ялкӑштарасшӑн, ҫӗн заводсем янӑратасшӑн, ҫеремсем уҫасшӑн тӗнче касса ҫӳремен…

«Хӑрушла кутӑн ҫын эп», – тенӗччӗ хӑй пирки вӑл ҫитмӗл ҫул тултарнӑ май ирттернӗ юбилей каҫӗнче. Коммунизм идеологийӗ (хулапа ял пурӑна-киле пӗрлешеҫҫӗ, халӑхсем хушшинче расналӑх-уйрӑмлӑх ҫухалать текенскер) ӑслӑраххисем, канӑҫсӑртараххисем валли мускавсене ҫул уҫса панӑ, анчах Исаев кутӑнӗ, чун туртни пурнӑҫ хумне хирӗҫ пыма хистенӗ.

«Хӑй вӑхӑтӗнче Иван Юркин чӑваш ҫыннине, чӑваш тӗнне тӗнчери хӑйӗн вырӑнне епле тупса панӑ, ҫавӑн пекех Исаев та чӑваш ҫут ҫанталӑкне тӗнче варрине тӑратать, – тет Иосиф Дмитриев. – Вара ял ӳкерчӗкӗ, пейзажӗ сасартӑк хӑйне килӗшӳллӗ, хӑйӗнпе хӑй хирӗҫлемен пейзаж пулса тӑрать. Енчен те куракан ҫак пейзажсене чӑнласа йышӑнать пулсан, вӗсем уншӑн пур пулаҫҫӗ. Пур пулсан – ҫухалмаҫҫӗ».

Чӑваш чӗлхи, чаваш халӑхӗ пурпӗрех пӗтет текенсем ялтан тухса кайнӑ, ялӗнче вара «тӗттӗм» хресченсем кӑна чӑвашлаха упраса пурӑннӑ. Ял интеллигенцийӗ чӑвашла таса калаҫма та манса пынӑ, ачисем те вӗсен «папа», «мама» тенӗ, вырӑсла перкелешнӗ, ачаранах чунӗпе хула пурнӑҫӗшӗн касӑлса пурӑннӑ… Ҫак «полуруссов» ачасем чӑн чӑваш Исаевӑн урокӗсене ӑнланнӑ-ши? Тупӑннӑ-ши рисованипе черчени учителӗ тӗлне 18 ҫул хушшинче (1955–1973) пӗр ӑнлануллӑ веренекен те пулсан? Пӗлместӗп. Ачасемшӗн кӑна мар, аслисемшӗн те вӗт ҫывӑхри мар – инҫетри илертӳллӗрех. «Живем здесь – и никто не обращает на тебя внимание, – тесе ҫырать Юрий Скворцов кун кӗнекинче (1973). – Почему-то нам всем кажется, что великое это не здесь, а где-то там – где нас нет. А он-то был рядом, с тобой: рос, жил, творил и говорил с тобой про что-то…»

Ҫапла, Скворцов пиркиех ак тепри: «Унпа туслӑ пулма эрех ӗҫмеллеччӗ-ҫке», – тенисӗр пуҫне нимех те калама пӗлмест. Геннадий Ильич вара ҫыравҫа пирки, ун хайлавӗсем пирки сехечӗ-сехечӗпе каласа пама пултарать. «Скворцов Хумма Ҫеменӗ хыҫҫӑн пӗртен-пӗр чӑннипех те пултаруллӑ прозаик», – тесе хаклать вӑл юлташӗн пултарулӑхне.

Исаев тӑван таврари ҫут ҫанталӑкӑн вӑрттӑн шухӑшне ҫеҫ мар, юнашар пурӑнакан е пурӑннӑ ҫынсен хевтине-чунне тарӑн туять.Талант-гение асӑрхасан вара пӗчӗк ача пек савӑнать. Унӑн «туррисем» – Иван Дмитриев, Юрий Зайцев, Анатолий Миттов – пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ ӗнтӗ, анчах Исаевшӑн вӗсем, тен, тата та ҫывӑхрах. «Тӗлӗк куртӑм, – каласа парать ватӑ. – Пӳрт пури пек. Пӗр кӗтессинче эпӗ, тепринче – Миттов. «Толя, сан картинусем чӑваш иконӗсем пулса юлаҫҫӗ!» – тетӗп».

Ӳнерҫӗсем (искусство ҫыннисем) – чунӗпе хӑватлӑ, анчах пурнӑҫра телейсӗр, чун тӗпӗнче вӗсен пӑтрав (хаос) пытарӑнать. «Кантӑкран сикес килет. Никама та эп кирлӗ мар», – тенӗ иккен, ав, пурнӑҫ вӗҫӗнче Ю. Зайцев. Чунра ҫил-тӑман чухне Исаев пек ҫирӗп ҫынсем вӗсемшӗн ҫул айккинчи маяксем пек, йӑнаш ҫулпа чуптарасран асӑрхатараҫҫӗ.

«Чӑваш чӑваша ҫиет, кӗвӗҫет», – лӑшсӑр паврать интеллигенци. Исаев ҫак суя сӑмаха, мифа аркатать.

«Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр!», «Чӑвашшӑн чӑваш – тӑван-хурӑнташ!» – тесе кӑшкӑрса ҫӳрекенсен «тӗсӗ пур та, ӗҫӗ ҫук» (В. Станьял). Мӗн вал пуш сӑмах?!. Пӗр хӑлхинчен кӗрет те, тепринчен тухать.

Тӑванлӑх, пӗрлӗх туйӑмне вӑратмалли мелсем Геннадий Ильичӑн шанчӑклӑрах, витӗмлӗрех. Ак вӑл, сӑмахран, чӑвашшӑн тӑрӑшакансене хӑйӗн укерчӗкӗсене парнелет. (Ку ӗнтӗ Виктор Аванмартӑн «Ӑнӑҫу» премийӗ евӗрлерех, анчах шавсӑр-мӗнсӗр.). Е шӑрттан ҫитерет…

Чӑваш чӗлхи Шупашкарта ҫухала пуҫланӑ тапхӑрти самант. Исаев аса илет: «Тӗттӗм пулсан хулара ҫӳреме юрататтӑм. Пӗррехинче таҫта инҫетре илтӗнет чӑвашла юрлани. Арҫын сасси. Ҫав юрра хирӗҫ кайрӑм-кайрӑм. Таҫта Чапаев поселокне ҫитиччен. Тӗл пултӑм ҫав ҫынна. Илсе кӗтӗм буфета. Эрех ӗҫтертӗм тав туса».

Тӑван халӑх юррине юрлакан ӗмӗрлӗхех астуса юлчӗ пулӗ тетӗп чӑвашшан чӑваш кам пулнине…

Наци шӑпишӗн пӑшӑрханакансем чӑмӑртанма кирли пирки халӑха аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Анчах пӗрлӗхе туптассине мӗнрен пуҫламаллине тавҫараймаҫҫӗ-ха. «Люди объединяются по принципу комплиментарности, – ӑс парать пире Лев Гумилев «Конец и вновь начало» кӗнекере (Мускав, 1994). – Комплиментарность – это неосознанная симпатия к одним людям и антипатия к другим, т.е. положительная и отрицательная комплиментарность. Когда создается первоначальный этнос, то инициаторы этого возникающего движения подбирают себе активных людей именно по этому комплиментарному признаку – выбирают тех, кто им просто симпатичен».

«Исаев – один из наших крупных мыслителей, который к сожалению, не печатается», – тет Праски Витти. Ун шухӑш хавалӗ, чӑнах та, Л.Н. Гумилев, Л.П. Карсавин шайне ҫӗкленме пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл: «Айтӑр философилле калаҫар», – тет, калаҫу ҫӑмхи сӳтӗлсе кайсан…

 

«Чун вӗҫет…Чун…»

(Геннадий Исаев художник Соломон патшапа тава кӗни пирки)

Ар, 2001, кӑрлач, 16, 3 (24) №

Ҫитӗ! Шӑпӑр шӑтӑкӗнчен

Ҫутӑ тӗнчене тухӑр!

Этем чунне –выльӑх чунӗ

Вырӑнне ан хурӑр.

Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш арӑмне.

 

Мӗн тума этем ҫӗр ҫине килет?.. Ма Чӑваш ҫӗрӗ ҫине килет?.. Ҫак ыйтусем маншӑн тупмалли юмахран та тупмалли юмах. Паллах, Экклесиаст пек те калама пулать: «Этем ывалӗсем пирки чӗререн каларӑм эп, вӗсене Турӑ тӗрӗслетӗр тесе, вара вӗсем хӑйсем выльӑх пулнине курччӑр, мӗншӗн тесен этем ывӑлӗсене те, выльӑхсене те пӗр шӑпа пӳрнӗ: мӗнле пӗрисем вилеҫҫӗ, ҫаплах теприсем те вилеҫҫӗ, пурин те тата сывлани пӗрре, этем выльӑхран нимпе те аслӑ мар; мӗншен тесен пӗтӗмпех – хӗвӗшӳ. Петӗмпех пер йӗркепе пырать: этем ывалӗсен чӗмӗ (духӗ) ҫӳлелле хӑпарать-и, тата чӗр чунсен чӗмӗ аялалла анать-и Ҫӗр ӑшне?» (Эккл. 3:18–21).

Соломонӑн (Экклесиаста вӑл ҫырнӑ) пурнӑҫ вӗҫӗнчи хӗрхӳ ыйтӑвӗсене хуравлама, Израиль патшипе тава кӗме килнӗ тейӗн Илле ачи Геннадий.

– Пӗр выльӑх та курӑнмасть, – терӗ Г.И. Исаев выставкине (1995) пӑхса ҫаврӑннӑ май чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан Тимофеев, оставкӑри капитан. – Пӑру та пулсан ӳкермелле пулнӑ.

«Ҫӗр улми кӑларни» ӳкерчӗк умӗнче эпир (Г.И. Федоров, А.С. Розов тата эпӗ) пӗр шухӑшлӑ пултӑмӑр: «Ҫӗр улми кӑларни сасси те ҫук, идейи те ҫук».

Халӗ, ҫак йӗркесене ҫырнӑ май, эпӗ Исаев художникӑн чӑн пӗлтерӗшне, вӑл мӗншӗн хӑйӗн ӗҫӗсене «атом бомби хыҫҫӑнхи пек выльӑхсӑр-ҫынсӑр, кайӑк-кӗшӗксӗр, сас-чӗвсӗр, шӑв-шавсӑр» (А.С. Розов сӑмахӗсем) ӳкернин вӑрттӑнне, сӑрӑҫ сӑмахӗсен тарӑнӑшне ӑнланатӑп пек: «Выльӑх-чӗрлӗх, ҫын кӳлепине кӗртсен, ҫут ҫанталӑкӑн урӑх шухӑш пулать. Ӳкернӗ чух ҫын пырса тӑрсан та эпӗ ӗҫлейместӗп. В.Л. Немцовшӑн ку ав, ним те мар. Ман вара пӗччен пулмалла. Ӑнланатӑн-и, эс, мӗнле телей вӑл ҫут ҫанталӑкпа куҫа куҫӑн пуласси. Ҫырмапа пыратӑн – никам та ҫук, шӑплӑх. Эс пӗччен, ҫук: ҫут ҫанталӑк тата эсӗ. Темле интимлӑ ҫыхӑнӑва кӗретӗн ҫут ҫанталӑкпа. Ҫут ҫанталӑк сана ярса илет пек хӑй ытамне. Вара чуну сан вӗҫет пек, сывлӑшра вӗҫсе пырать пек. Хӗрачасемпе пулать теҫҫӗ ҫавӑн пек… Ҫитӗнсе ҫитсен… Юратса пӑрахсан е юратӑва кӗтнӗ чух. Темле юмахри ҫӗршыв ҫине пӑхнӑ пек ҫут ҫанталӑк ҫине пӑхаҫҫӗ вӗсем… Ҫынпа утса пынӑ чухне, хуйхӑ е савӑнӑҫ чухне ҫут ҫанталӑка питех асӑрхамастӑн, пӗччен чухне вара вӑл хӑй кӑтартма пултарать сӑн-сӑпатне. Ҫыхӑну тупать чун-чӗрепе. Яланах мар, паллах. Тепӗр чухне туймастӑн. Нумайччен сӑнаса тӑрсан вӑл уҫӑлать мана. Ҫут ҫанталӑк санпа калаҫтӑр тесен чунпа яланах унпа пулмалла. Ку вӑл биотоксемпе ҫыхӑнна япала. Йытӑсен урисем сисеҫҫӗ-ҫке кил тӗлне, кайӑксем инҫе ҫула вӗҫсе килеҫҫӗ… Май уйӑхӗнче каятӑп яла: чун вӗҫсе пырать тейӗн. Чун вӗҫет… Чун. Ҫут ҫанталӑк ярса илет хӑй ытамне. Эпӗ мӗн ӳкерни вӑл – ҫав туйӑма палӑртас тени, ҫав туйӑмшӑн тав туни. Хула хавхалантармасть мана, чуна ним те памасть. Хулара пурӑнни – сӳтӗлни анчах. Ялта пӳртрен тухан кӑна – ҫут ҫанталӑк хӑйех чӗнет, йыхӑрать, чуна ыраттарать: «Ма ахаль ларан?» – тет. Вара ӳкерес килет, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрес килет… Ҫук, хулана эп йышӑнмастӑп. Хула вӑл ыйӑхласа, ҫывӑрса пурӑнма анчах».

«Ҫут ҫанталӑка курнипе тӗленсе хытса кайма пултаракан сан чунна Турӑ ӳтре вӑрахччен упратӑрччӗ», – тенӗччӗ А.К. Брындин, вырӑс художникӗ. («Зачарованная душа» тенине тӗресех куҫартӑм-ши?).

Г.И. Исаевӑн чунӗ вӗҫнине куракансем туяҫҫӗ.

Д.Ш. Гайнутдинов: «Миттовӑн тӳпе ҫӗр ӑшне кӗрет пулсан, Исаевӑн ҫӗрӗ ҫӳлелле ҫӗкленет».

В.П. Борисов: «Вӑл ӳкерекен ҫырмасем темле сывлӑша вӗҫсе ҫӗкленнине туйма май параҫҫӗ».

И.А. Дмитриев: «Исаевӑн кашни картини – тӗнчене тытса тӑракан хӑват ҫути ялтраса илнӗ самант. Телей тӗнче ҫине ҫуса тӑнӑ вӑхӑт саманчӗ. Кӑвак хуппи уҫӑлсан – ҫын пуҫӗ ҫине телей ҫӑвать. Ҫын ыйтса илме ӗлкӗрсен – ӑна телей пулать, ыйтса илме ӗлкӗреймесен – телей пулмасть. Художник кашни картинине ҫав кӑвак хуппи уҫӑлнӑ саманта ярса илнӗ пек ярса илет. Уншӑн тӗнче чӑнах та килӗшӳллӗ, илемлӗ. Уншӑн тӗнчене тытса тӑракан пӗр хӑват чӑнах та пур. Тӗнчен арканманлӑхӗ Исаев художник картинисенче ҫирӗпленет».

* * *

«Исааки соборне кӗтӗм те – шутлатӑп: «Кӑна ҫын туман. Ӑна ҫут ҫанталӑк тунӑ ҫавӑн пек. Ӳкерчӗкӗн хаклӑ йышши чул пек пулмалла. Ҫын алли тунӑ пек курӑнмалла мар», – тет Геннадий Ильич.

Ҫак сӑнар – тем пысӑкӑш пушӑ чиркӳ – ун пултару вӑрттӑнӗн уҫҫи. Служба пымасть. Эс тата сӑваплӑ пушӑлӑх, сан чуну тата Турӑ. Турра мухтакан, ҫав вӑхӑтрах тӳперен килекен хӑлхана илтӗнмен кӗвӗ янӑрать. Ҫак кӗвӗ ӗнерӗвӗнче тӗлӗнтермӗш чӑвашӑн чун тӗпӗнчи шухӑшсен таппине тимлеме пуҫлатӑн: «Ман чун пур. Чӑваш чунӗ. Эп хамӑн чуна ӳкерчӗксене паратӑп. Кам та кам чӑвашлӑха чунпала туять – ӑна вӑл курать. Енчен те туймасть пулсан, эп ӳкерни уншӑн пуш япала кӑна… Чун туртни вӑл – чи вӑйли, чи пахи. Эпир чун турнипе ӗҫлетпӗр пулсан, халӑхшӑн вӑл яланах ырлӑх пулать… Ман ӗҫсене шӑв-шав кирлӗ мар. Кам ӑнланать – ҫавна тав… Чӑн япала вӑл эсир ҫырнисемсӗрех пурӑнать. Ӑна халӑх, вӑхӑт йышӑнать…

Сив ачи

(Геннадий Исаев художникӑн чунӗнчи тата пултарӑвӗнчи

сивлеклӗхӗн метафизикӑллӑ пӗлтерӗшӗ пирки)

Тӑван Атӑл – Ялав, 2006, 9 №, 143 – 146 с.

Сӑртсен тӑррисем сивлеккӗн пӑхса,

Ҫиллес улӑпсем пек тӑраҫҫӗ хытса.

Н.И.Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки

Ҫӳлӗ ту ҫинче пӗр ҫын ҫӳрет-ҫке,

Антарар-и мерчен суйлама?

Мерчен пухассисем суя пулччӑр,

Эпир ырӑ курасси чӑн пултӑр.

Халӑх юрри

Хӗл чечекӗ ӳсет кӗре хирӗҫ.

Анчах кӗр чечекшӗн мар тейӗҫ.

Мӗнех, ячӗ те урӑх ун пулӗ:

Ӑнсартран ӳкнӗ шанӑҫ куҫҫулӗ.

Елена Имель

 

«Вӑрттӑнлӑх, куҫа курӑнман илем, – ҫапла хак панӑччӗ Атнер Хусанкай Г.И.Исаев пултарулӑхне (1995, раштав, 28), – ӑна курма пӗлмелле. Вӑрттӑн кӗвӗ пур ун ӗҫӗсенче. Чун ӑшши».

Кам мӗн шырать, ҫавна тупать. Маншӑн вара Геннадий Исаев феноменӗн, вӑрттӑнӗн тупсӑмӗ сивӗре.

Пӗчченлӗх сывлӑшӗ

Сивӗ пӗчченлӗхпе символла ҫыхӑннӑ.

Гастон Башляр

Уй варринче лаштра юман,

Атте тесе эп пытӑм та

«Килех, ывӑлӑм», ай, темерӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та.

Халӑх юрри

 

«Уйрӑм пурӑнни сисӗнет, – тенӗччӗ Хветӗр Уяр художникӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулнӑ куравра (1995, раштав, 28). – Тӗркӗшсе пурӑнсан пӗр сӑн ҫапать. Мана та пӗр 30-35 ҫул хӗсӗрлерӗҫ «массӑна» кӗртесшӗн. «Не высовывайся», «Будь как все» тесе тинкене илчӗҫ».

Геннадий Ильичӑн званисем-мӗнсем ҫук. «Звани, – тет вӑл, – тоталитарлӑ системӑн атрибучӗ. Вӑл творчествӑна арпаштаракан япала кӑна. Системӑна кӑмӑл туса чыссем илни». Ҫак шухӑша вӑл художниксен анлӑ пухӑвӗнче (1992, авӑн, 23) тухса калать. Хисеплӗ ятсем илме тӑратнине хирӗҫ пӗр-пӗччен сасӑлать.

«Ӑслӑ, вӗреннӗ ҫын, ҫак пурнӑҫра пурнӑҫ ырлӑхӗсене ярса илес тесе пӗр ҫулпа утать, – тет Иосиф Дмитриев И.Н. Юркинпа Г.И. Исаев хушшинчи пӗр пеклӗх пирки шухӑшланӑ май. – Пӗр вырӑнта ларса тӗнчен мӗнпур ырлӑхне курса тӑмасть. Вӑл тӗнчен пӗр ырлӑхне те пулин ҫӑтса хыпса ярасшӑн пӗр ҫулпа малтан та мала тапаланать. Вӑл паянхи вӗреннӗ ҫын. Юркин та вӗреннӗ ҫын. Исаев та вӗреннӗ ҫын. Анчах вӗсем – тӗнчене курса тӑракансем, вӗсем философи шайӗнче тӗнчепе этем хушшинчи ҫыхӑнусене тӗпчекенсем. Чӑвашпа тӗнче, тӗнчепе этем хушшине, тӗнчепе выльӑх, йывӑҫ-курӑк хушшине, ҫыхӑнӑвне тӗпчекенсем».

«Мана питӗ килӗшет вӑл ҫын, – терӗ Петӗр Пупин скульптор Исаевӑн Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ уяв кӗрекинче (2005, раштав, 28). – Мӗнле калаҫса татӑлнӑ, мӗнле тӗллев лартнӑ – ӑна нимӗнле йӑлтӑркка япала та, ултавлӑ сӑмах та вӑл ҫул ҫинчен пӑрса ярайман, яраймасть те. Аслӑ ӑрури ҫавӑн пек шанчӑклӑ ҫынсем вӗрентсе пыни пире вӑй-хӑват парса малалла чӑвашлӑха упраса пурӑнма хистесе тӑрать. Тинӗсре карапсем ишсе ҫӳренӗ чух маяка шыраҫҫӗ. Эсир те пирӗншӗн ҫавӑн пек маяк. Ҫавӑншӑн питӗ хӗпӗртетӗп. Сирӗн пире нумай вӑхӑт хушши ҫул кӑтартса тӑмалла пултӑр».

«Хӗллехи урам» (1979) ӳкерчӗкре пӗр чӗрӗ чун кӑна – чакак. «Хӗл илемӗ», – тет ун пирки Исаев. Шартлама сивӗре сас паркан пӗччен кайӑксем мана паттӑрсем пек туйӑнаҫҫӗ, чунри пӗчченлӗхпе килӗшӳ тупма пулӑшаҫҫӗ.

- Пӗччен, яланах пӗччен, – тет хӑй пирки Геннадий Ильич.

Сивӗ тата шӑплӑх

Сивве пула ҫиле тӑвӑлла хӑват, чӗм (дух) тата шелсӗрле вӑй кӗрет.

Сивӗ сывлӑшра Ницше кӑмӑлланӑ тепӗр пахалӑх пур: шӑплӑх.

Гастон Башляр

 

– Ман ӗҫсене шав кирлӗ мар, кам ӑнланать – тав, – тет Исаев. – Япала пур-тӑк – ҫырнисӗрех пурӑнать, ӑна халӑх, вӑхӑт йышӑнать.

Хӗл тата пултару

- Хӗл ман лайӑхрах тухать, – тет художник, – пуҫтаруллӑ. Сивӗре ӳкернӗ чух пӗтӗм ӳт-пӳ, ӑс-тӑн, чун-туйӑм хӗсӗнет – ҫут ҫанталӑк ҫине кӑна пӑхатӑн. Хӗлле тӗссем уҫӑмлӑрах. Пултарура хӗлӗн курӑмне ытти вӑхӑтсенчен тарӑнрах туятӑп. Юрӑн анлӑшне, вӑрттӑн асамне ҫивӗч туятӑп. Ҫуллахи ҫут ҫанталӑка ун пек туяймастӑп. Хӗл пуҫтарӑнчӑклӑ япала, «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пек. Хӗллере темле пӗтӗмлетӳ, пӗрпӗтӗмлӗх пур. Хӗллехи ҫут ҫанталӑк тӗсӗсем ҫывӑхрах мана. Хӗллехи ҫанталӑк ҫуллахи пек аташтармасть тӗссене. Хӗлле тӗссем ҫуллахи пек кӑткӑс мар. Ҫулла ӑнланма йывӑртарах ҫут ҫанталӑка – хӗллехипе танлаштарсан. Ҫулла тата шӑнасем-мӗнсем чӑрмантараҫҫӗ анчах. Хӗлле алсиш, ҫӑматӑ тӑхӑнатӑн та ӗҫлемелле анчах… Хӗл пӑчӑртать мана. Хӑй сиввипе пӑчӑртаса тӑрать мана…

 

«Ман пуҫ тавра темиҫе ункӑ асамат кӗперӗ…»

(Г.И.Исаева асӑнса)

(Хыпар, 2008, кӑрлач, 10, 3 с.)

Эй, Ҫӳлти Аттем, сан патшалӑхунта пурӑнакан Аннемӗр. Эсир мана пӗрмаях асӑрхаттарса тӑратӑр. Эпӗ вара эсир асӑрхаттарса тӑнисене пӗлсе тӑркачах хамӑн ҫирӗплӗх ҫукки пирки хама хам чарма пултараймарӑм (чарӑнма пултараймарӑм). Пӗтӗмпех пӗлсе тӑратӑп, хам вара пурнӑҫ вӗҫне сиккипе ҫывхаратӑп…

Г.И. Исаев. Кун кӗнеки. 2003, нарӑс, 22.

2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Г.И.Исаев пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайрӗ. «Эпӗ тӗлӗк пит нумай курап, – тетчӗ вӑл. – Тӗлӗксенче малалла мӗн пулассине курап. Мӗн чухлӗ асӑрхап эп: тӗлӗкре курни пулать».

«Тӗлӗкре мана «83» хисеп кӑтартрӗҫ», – тенӗччӗ вӑл вун ҫул каялла. Кӑҫал, раштавӑн 28-мӗшӗнче, 82 тултаратчӗ. Тепӗр ҫулталӑк та пулин пурӑнасса шанатчӗ. Вӑл хӑй сывлӑхне епле упранине кура-тӑра (диета, кун режимӗ, физкультура…) ун ӗмӗрӗ пире татах та вӑрӑмрах пулассӑн туйӑнатчӗ. Анчах Геннадий Ильич пӗтӗмлетӳсем тӑвасшӑн пулни те сисӗнетчӗ. Ҫапла юлашки вӑхӑтра вӑл, тӗслӗхрен, вӗрентме пуҫланӑччӗ: мӗнле пурӑнмалла, ӳнерӗн (искусствӑн) епле пулмалла, чӑваш ертӳҫисен епле пулмалла, политикӑн епле пулмалла… «Пӗррехинче ман пата кӗрсе тухрӗ, – аса илчӗ Владимир Енилин Геннадий Ильичӑн тӑхӑр кунне паллӑ тунӑ чух. – Кӗчӗ, хамӑн ӳкерчӗксене кӑтартма ыйтрӗ. Эп кӑтартрӑм. Искусствӑн мӗнле пулмалли пирки вӑл мана тӗплӗн каласа хӑварчӗ… Ман ӗҫсем пирки те тишкерсе каларӗ... Ман шутпа, питӗ пысӑк философ кайрӗ».

Тӗлӗк те ӑна систернӗ. «Лайӑх мар тӗлӗк куртӑм, – тенӗ вӑл хӗрне кӗскен. – Халӑх нумай».

Инкек куҫа курӑнса килмест… Машин пырса ҫапнипе вилни – ыр вилӗм мар, паллах… Анчах кунта та темле вӑрттӑн пӗлтерӗш пур пек. Геннадий Ильич ялан ҫул ҫинче пулнӑ. Пурнӑҫра та, пултарура та… Ҫул ҫинчи инкек ӳнер музейӗ (вӑл унта ҫитесшӗн пулнӑ) тӗлӗнчи урам урлӑ каҫнӑ чух пулать. «Сӑнӗнче темскер асаплӑх, йывӑр ыратни курӑнмасть, – каласа парать ывӑлӗ Георгий. – Ҫӑварӗ кӑшт уҫӑлнӑ. «Айтуру! мӗн пулчӗ?» тесе тӗлӗннӗ пек. Пӗрре ҫапсах вилнӗ пулӗ... Атте машин капочӗ ҫине ӳкет. Машинӑн малти чӳречи ҫӗмрӗлнӗ. Тормозланӑ хыҫҫӑн та вӑл 50 метр каять. Каять-каять те – ҫаврӑнса ларать. Атте машин ҫинчен кайса ӳкет».

«Символическое явление в моей судьбе» – ҫавӑн пек ӑнлав пур Г.И.Исаевӑн автобиографййӗнче (1986 ҫулта вырӑсла тухнӑ каталог). Машин урапи айӗнче мар, капочӗ ҫинче вилни те, тен, символах…

Геннадий Ильич пирки шухӑша каятӑн та унӑн пурнӑҫӗпе пултарӑвӗ пӗр тӗвве ҫыхӑннине, вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑрхама пуҫлатӑн. «Чӑн-чӑн искусство вӑл – вӑрттӑнлӑх, яр уҫҫӑн курӑнмасть», – тетчӗ ватӑ. Исаев ахаль ҫын пулман. Ҫавӑнпа унӑн шӑпа тӗрри тӗтрепе витӗннӗ, таҫтан чун тӗпӗнчен тухакан кӗвӗпе шӑварӑннӑ. «Хӑвӑн чунупа ӳкер, – тетчӗ вӑл юлташне, А.С. Розова, – ҫын чунӗпе мар. Ман хамӑн пур чун, эп хамӑн чуна паратӑп».

Ӑҫталла туртнӑ-ха чунӗ Исаева? Тӑнлар ӑстана, шухӑшлавҫа.

1997 ҫулта мана каласа панинчен: «Ноябрь уйӑхӗнче, ирхине, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра эп хальччен ӳкернӗ вырӑна кайса пӑхас тесе кайрӑм. Ман пахча хыҫӗнчен тухса каймалла та пӗр ҫухрӑм ҫурӑ пек утмалла. Унта ӗлӗк пулнӑ пирӗн малти вӑрман, выртмана ҫӳренӗ эпир унта. Эп астӑвасса катасем юлнӑччӗ, халь ним те ҫук унта. Ҫап-ҫара. Тӗрлӗрен сӑрсен улшӑнӑвӗсем ҫав тери хитре. Темиҫе хутчен ӳкерсе ӑна. Ҫавна ӳкерес тесе, ирхине мӗнле курӑнать тесе пӑхма кайрӑм та: пӑхап – мана хирӗҫ шап-шурӑ тӗтре килет. Ҫав тӗтре витӗр ҫитрӗм ҫав вырӑна, тӑтӑм ҫаврӑнса: хӗвел хӑпарать анчах, ҫӗр ҫумӗнче ҫаплах. Пӑхап хӗвел ҫине – вӑт коридор, шӑп хӗвел патнелле коридор каять. Шап-шурӑ йӗри-тавра, ав ҫавӑнта уҫӑ – хӗвеле хирӗҫле тӗтре ҫинче. Ох, тӗлӗнеп, мӗнле ку? Хамран хам хӑрап: «Темле асамлӑ япала мар-ши ку?» – теп. Шикленеп хам, темскер инкек ан пултӑр манпа теп. Ҫаврӑнса тӑтӑм та хам ӳкернӑ вырӑна пӑхап. Хальхи пӑхап – ман ура айӗнчен хӑпарать асамат кӗперӗ. А пӗлӗтрен ҫӳлте кӑвак тӳпе курӑнать. Кӑвак тӳпере ҫухалса каять вара ҫав асамат кӗперӗ. Унтан пӑхап та ман мӗлке инҫе-инҫе ӳкнӗ. Лере инҫетре сӑрт ҫамки. Ҫавӑнта ӳкнӗ курӑнать (сӑрчӗ курӑнмасть, шап-шурӑ анчах умра). Пӑхап – ман пуҫ тавра ореол, темиҫе ункӑ асамат кӗперӗ. Аяла анса утса пӑхап. Хам ура айӗнчен асамат кӗперӗ тухать те – асамат кӗперӗнчен тухса ӳкес тесе. Ҫавӑн чухне шутларӑм: «Мӗне пӗлтерчӗ ку япала, мӗне пӗлтерчӗ? Хӑрамалла япала пулчӗ-ши ку?» – тесе. Анне ун чухне чирлӗ, вилес умӗн выртать-ха. Аннене каласа кӑтартрӑм вилес умӗн ҫавна… Темиҫе те ӳкерме пӑхнӑ тӗтрене. Шап-шур тӗтре – ҫӳлте вара кӑвакрах курӑнать. Ӑста ӳкерме пултараймарӑм ҫавна – ӳкерме тытӑннисем темиҫе те пур. Вӑхӑт пулсассӑн, вӑхӑт ҫитсессӗн ҫавна тата ӳкерес кӑмӑл пур… Тӗлӗнмелле япала. Пурнӑҫра пӗрре куртӑм ҫавна. Атмосферӑн-и, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗ пулчӗ-ши?..»

Геннадий Ильич кун кӗнекисенче те ун чун туртӑмӗ аван палӑрать. Тӗслӗхрен:

«Сывӑ-и тӑван ҫуралнӑ ҫӗршыв? Мӗнле-мӗнле ҫырса парас-ха, мӗн сӑмахпа ҫырса парас ман чун-чӗре сар ҫу пек ирӗлсе, чечек пек сарӑлса тухнӑ вӑхӑта, чаплӑ куна, тӑван ҫӗршыв сана курсан?!.» (1950, ака, 11).

«Инҫе, инҫе Раща сӑртне куратӑп.

Ҫав сӑрт ҫине чунӑм туртать.

Эп ҫавӑнта утатӑп» (1966, раштав, 28).

«Егор пиччен Петӗрӗ Ю.А. Зайцевпа иксӗмӗре мотоциклпа Атӑл хӗррине Звениговӑна хирӗҫ ҫыран хӗррине илсе кайрӗ. Ку вырӑнтан Атӑл тӑвалла питӗ инҫе курӑнать. Вырӑссен чиркӳллӗ ялӗ те курӑнать. Юрий Антонович пӗр пӗчӗк ӳкерчӗк-эскиз турӗ. Ку 69 – 70 ҫулсенче пулнӑччӗ».

«Эпӗ сӑрта хӑпарса ҫырма леш енчи инҫете курас терӗм» (1993).

Автобиографиллӗ тӗрленчӗкрен (1986): «Ун чухне эп ачаччӗ. 3-4 ҫулта. Пӗр ӳкерчӗк асра юлмаллипех юлнӑччӗ. Темле чӗрчун йӗрӗ хыҫҫӑн эп хуралтӑ тӑрне хӑпартӑм. Хуралтӑна ҫурри таран юрпа витнӗччӗ. Чӗрчун йӗрӗ хуралтӑ урлӑ каҫса уялла кайнӑччӗ. Ман ҫав йӗр хыҫҫӑн тем пек каяс килетчӗ, анчах эп ун чухне пӗчӗкҫӗ пулнӑ. Ҫав ачалӑхран килекен йӗр мана халӗ те илӗртет, эп ҫав йӗрпе юрлӑ вӗҫсӗрлӗхе утатӑп».

* * *

Геннадий Ильич кайрӗ... Эпир текех вӑл кӑштӑртатса утнине курас ҫук, «тавай философилле шухӑшсемпе калаҫар» тенине те илтеес ҫук… Вӑл кайнӑ. Ун ӗҫӗсем юлнӑ. Тен, вӑл ҫын пек пирӗн асран кайса пынӑ май, ун ӗҫӗсем пире ҫывӑхрах пулса пырӗҫ...

«Исаев чӑваш ҫут ҫанталӑкне пур тӑвать ӳнерлӗхре, сан пуҫунта, куракан пуҫӗнче. Енчен куракан ун пейзажӗсене чӑнласа йышӑнать пулсассӑн – вӗсем уншӑн пур пулаҫҫӗ. Пур пулсан – ҫухалмаҫҫӗ. Ҫын ҫак пейзажпа пӗрпекленет, ҫыхӑнать. Ҫак пейзажра хӑйӗн вырӑнне тупать. Ҫак художник ӗҫӗнче хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне тупма пултарать» (И.А.Дмитриевпа 1995 ҫулта калаҫнинчен).

«Кашни ӳкерчӗк хыҫӗнче ун пур малашлӑх. Пурнӑҫ пӗр татӑкпа чарӑнмасть, эпир пӗр сыпӑк ҫеҫ. Ун ӗҫӗсенче яланах пысӑк тӗмеске. Сӑрт. Ун хулпуҫҫине тӗксе тӑракан пысӑк тӗнче. Кӑна пӗтернӗ – хыҫалта пур. Талккӑш вӑл. Чӑваш ӑнланнӑ паянхине ҫеҫ мар. Хыҫалта пуррине те. Ҫакӑ кӑна мар – пирӗн хыҫалта тата пур. Яланах хыҫалта тӗрек пур» (А.В.Изоркинпа 1995 ҫулта калаҫнинчен).

Геннадий Исаев ӳкерчӗкӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики