Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Печально не то, что надвигается старость, а что уходит молодость.
(А. Дюма-сын)
 

Николай Сидоров: Икӗпитлӗх

Николай Сидоров25.09.2021 17:118594 просмотров

Хальхи вӑхӑтра, хисеплӗ вулаканӑм, анӑҫри политиксен икӗпитлӗхӗ пирки хаҫат-журналра нумай ҫыраҫҫӗ, сенкер экран ҫинче вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫаҫҫӗ. Вӑл пулӑм пирӗн хушӑмӑрта та – чӑвашра та – пур, анчах эпир ун пирки шарламан, каламан, курмӑш пулнӑ.

Иртнӗ сезонта эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне тӑватӑ пьеса патӑм: иккӗшӗ – историллӗ трагеди, иккӗшӗ – социаллӑ драма. Пӗр трагедийӗ Культура министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗччӗ, тепри – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ конкурсра. Чӑваш историйӗн темипе ҫырнӑ хайлавсене Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем уҫса та пӑхмарӗҫ, каялла тавӑрса пачӗҫ. Икӗ драмине театрӑн Художество (илемлӗх) канашӗ пӑхса тухнӑ, анчах лартма йышӑнман терӗҫ. Театр пуҫлӑхӗсенчен мӗн сӑлтавпа лартманнине ыйтрӑм та: «Эпир мар, Художество канашӗ ҫапла йышӑннӑ», — терӗҫ. Пуҫлӑхсем хӑйсен йышӑнӑвне Художество канашӗ ҫине йӑвантарса тӳрре тухни йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. «Апла пулсан, мана Художество канашӗн протоколне парӑр-ха. Хамӑн пьесӑсем пирки мӗн каланине питӗ пӗлессӗм килет», — тетӗп. Ара, кашни амӑшех (ҫыравҫӑ) хӑйӗн ачин (хайлавӗн) чирӗ пирки пӗлесшӗн, ӑна сыватасшӑн. Тен, ӑна (пьесӑна) юсама, тӳрлетме, сыватма май пур? Памарӗҫ. Ахӑртнех, ҫӑра айне пытарса хунӑ. Ун пек те ыйтатӑп, кун пек те – хӑнк! та тумаҫҫӗ. Тимӗр шапа тейӗн ҫав, шаккасан та илтмеҫҫӗ. Ирӗксӗрех Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин Японири Олимп вӑййисенчи илемлӗ гимнастикӑн тӳрисем (вӗсем Раҫҫей гимнасткине иккӗмӗш вырӑна хӑварнӑччӗ) пирки калани аса килчӗ: «Ним тусан та тӳресем хӑйсен протоколне кӑтартмаҫҫӗ. Вӑл – вӑрҫӑ вӑрттӑнлӑхӗ-им? Мӗншӗн халӑхран пытармалла?» — терӗ. Пирӗн — Чӑваш театрӗнчи тӳресем – Тӗнче тӳрисенчен ҫур ҫул маларах ҫавӑн пек хӑтланчӗҫ. Вӑрттӑн ӗҫ тӑвассипе пӗрремӗш ӗрӗхтерсе пыраҫҫӗ. Сирӗн – пуҫлӑхсем — спектакль курма халӑх пуҫтарнӑ ҫӗрте пӗрремӗш пуласчӗ. Республикӑри театрсем хушшинче чи юлашки ҫапкаланса пыратӑр. Иртнӗ сезон пуш-пушӑ залра иртрӗ.

Эпӗ чӑвашсен хӑш-пӗр драматургӗсемпе, писателӗсемпе калаҫатӑп, хутшӑнатӑп. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем пур. Пурнӑҫ пирки, театр пирки калаҫатпӑр. Хӑшӗ-пӗри пьеса ҫырма йывӑррине пӗр пытармасӑр калать. Тепӗр чухне пӑшӑрханать. «Театртан пьесӑна тавӑрса пачӗҫ-ха, халь ҫавӑнпа ӗҫлетӗп», — теҫҫӗ. Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук. Паллӑ, чаплӑ писательсене те режиссерсем тавӑрса параҫҫӗ. Вӑл кулленхи ӗҫ. Мана «Сан ятупа» трагеди авторӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ ҫапларах калани аса килчӗ: «Тӳрлете-тӳрлете тӑн тухрӗ. Тек нихӑҫан та театра пьеса ҫырса памастӑп», — терӗ. Ӗнер кӑна сенкер экран ҫинче вырӑссен паллӑ драматургӑн Эдвард Радзинскийӑн «Ман театр» кӑларӑмне пӑхса лартӑм. «Анатолий Эфрос мана кашни кун пьеса тӳрлеттеретчӗ. Театртах пурӑнаттӑм», — терӗ. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, шутлӑр-ха. Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем хӑшпӗр автора пьесине тӳрлетме виҫ-тӑватӑ хут тавӑрса параҫҫӗ, мана ни пьесине, ни протоколне памаҫҫӗ. Шыва путнӑ пек пач ҫухалаҫҫӗ. Ҫакӑ икӗпитлӗх мар-и? Паллах, икӗпитлӗх.

Чӑваш театрӗнче ман пьесӑсене мӗншӗн лартманнине ҫаплах (пултарулӑх енчен) пӗлместӗп-ха. Театр – вӑрттӑн, хупӑ, харпӑрлӑх организацийӗ тейӗн. Е разведчиксен шкулӗ? Мӗншӗн вӑл протоколсене автортан пытармалла? Е пытармалли мӗн те пулин пур? Сире, вулаканӑм, шантаратӑп: ҫав протоколсем манӑн алла лексен, эпир вӗсене пӗрле ларса вулӑпӑр. Манӑн халӑхран нимӗн те пытармалли ҫук. Шутлатӑп: тен, Художество канашӗн членӗсем ман пьеса пирки пит хурласах та калаҫман? Пӗр сӑлтавне пӗлетӗп-ха: автор прависене хӳтӗлеме суда кайнӑшӑн театрӑн илемлӗх ертӳҫи манӑн пьесӑсене 15 ҫул сцена ҫине кӑларма ирӗк памасть. Чӑваш театрӗн сцени ҫинчен вӑл тӗрӗслӗх, илемлӗх, чунлӑх ҫинчен калаҫать, пурнӑҫра театрӑн илемлӗх ертӳҫи тӗрӗслӗх шыранӑ ҫынна таптаса, путарса, тавӑрса ларать. Ҫакӑ, хисеплӗ вулаканӑм, икӗпитлӗх мар-и? Икӗпитлӗх, паллах.

Эпӗ ҫакӑн пек пуласса малтанах пӗлнӗ те, хамӑн пьесӑсене театр коллективне вуласа пама темиҫе хут театр пуҫлӑхӗсенчен ҫырупа ыйтса ҫыртӑм. Труппӑра – 50 яхӑн артист. Хӑшӗ те пулин манӑн пьесӑсем пирки тӗрӗс сӑмах калатех пуль терӗм. Ҫук, вулама ирӗк памарӗҫ. Мӗншӗн тетӗр-и? Тӗрӗслӗхрен хӑраҫҫӗ. Эхер те ман пьесӑсем пирки артистсем тӗрӗс сӑмах каласан театр пуҫлӑхӗсен ултавӗ, суйи, чеелӗхе ҫиеле тухать-ҫке-ха.

Халӗ пӗтӗмлетӳ тӑвар: театрти Художество канашӗ ирӗк памасӑр пьесӑсене сцена ҫине кӑлармаҫҫӗ. Ҫапларах ӑнлантарса парать мана театрӑн илемлӗх ертӳҫи. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем – театр пуҫлӑхӗсем – драматурги енчен вӑйсӑр, истори чӑнлӑхӗ енчен тӗрӗс мар ҫырнӑ М. Сунталӑн «Хура тум» ятлӑ пьесине (ӑна театрта «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» ятпа лартрӗҫ) Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне (!) илес тесе театрти Художество канашӗ пӑхса тухмасӑрах конкурса тӑратнӑ, Художество канашӗ ирӗк памасӑрах сцена ҫине кӑларнӑ. «Ара, укҫа-тенкӗ кӗсьене кӗнӗ чух мӗншӗн такамран, темскер ыйтса лармалла? Эпир хамӑр хуҫа: кирлӗ пулсан – лартатпӑр, кирлӗ мар-тӑк – тапатпӑр!» — тенӗнех туйӑнать мана театр пуҫлӑхӗсем. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, куртӑн-и? Кама – пулӑ пуҫӗ, кама – тӑм пуҫӗ. Ҫакӑ икӗпитлӗх мар-и-ха? Икӗпитлӗх, паллах.

Манӑн Культура министерствинче ӗҫлекенсенчен ҫапларах ыйтас килет: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне илме тӑратнӑ пьесӑсем (сценарисем) мӗнле те пулин конкурс витӗр тухаҫҫӗ-и? Мӗншӗн вӗсен пултарулӑх шайӗ питӗ пӗчӗк? Кам та пулин вӑл хайлавсене уҫса пӑхать-и? Пӑхсан – вӑл ҫитменлӗхсем курӑнмалла-ҫке. Мӗншӗн кашни ҫулах Чӑваш театрӗн сцени ҫине шӗвӗ, пиҫсе ҫитмен, халӑха килӗшмен хайлавсем тухаҫҫӗ? Вӗсене мӗнле куҫпа хаклаҫҫӗ? Е заявкине кӑна пӑхса тухаҫҫӗ? Вара патшалӑхӑн 3, 5 мл. укҫине «чипер куҫшӑн, хисеплӗ ятшӑн» параҫҫӗ-им?

Иртнӗ эрнере Надежда Кириллова критик «Никита Бичурин. Кам вӑл?» статйинче Чӑваш театрӗнче профессионализм ҫитменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Унта вӑл «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакле тишкернӗ. Эпӗ театрӑн урӑх ӗҫӗ пирки кӑшт чарӑнса тӑрасшӑн. Вӑл — СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев А. П. Чехов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакль.

Вырӑс классикӗн А. П. Чеховӑн пьесине сцене ҫинче лартма йывӑр. Ахальтен мар хӑй вӑхӑтӗнче Л. Н. Толстой А. П. Чеховпа хытӑ вӑрҫӑнса кайнӑ. Пӗтӗмпех кунта Чехов драматургийӗ айӑплӑ. Ӑна Лев Николаевич чӑтма пултарайман. Кунта, ман шутпа, чи паха критик – куракан. Кураканӗ вара театрта ҫук. Эпӗ кӗскен акӑ мӗн каланӑ пулӑттӑм: асӑннӑ спектакльте инопланетянинсем чупса ҫӳренисӗр пуҫне ҫӗнни, тӗлӗнмелли нимӗн те курӑнмарӗ. Режиссер спектакль шухӑшне тӗплӗн уҫса пама гениллӗ меслет тупрӑм тенӗ пулӗ те, анчах ҫав «тискер чӗрчунсем» пьесӑри вырӑс классикӗн илемлӗхне, ҫепӗҫлӗхне, сумне, туйӑмне пачах пӗтерсе лартнӑ. Кун пирки тӗнчипе паллӑ режиссер, Мускаври Е. Вахтангов ячӗллӗ Патшалӑх академи драма театрӗн Художество руководителӗ Р. В. Туминас «Культура» каналри «Шурӑ студире» Дарья Спиридонова ертӳҫӗне (интернетра пур, уҫса вулӑр) акӑ мӗнлерех каларӗ: «... ҫынсем (сӑмах режиссерсем пирки пырать) тӳрккеслӗхе, намӑса, чыса ҫухатнине пула тата тӗттӗм пулнӑран Чехов, Шекспир классиксем ҫырнӑ хайлавсене ватаҫҫӗ, ҫӗмӗреҫҫӗ, хӑйсен сӑмахӗсене кӗртеҫҫӗ, ҫӗнӗлле лартатпӑр тесе пьесӑсенчи сӑнарсене камуфляжсем (ун пекки «Пилӗк пӑтлӑ юрату» спектакльте сахал мар. Авт.) тӑхӑнтартаҫҫӗ. Кунта ҫыннӑн е пур, е ҫук. Е мӗнле ҫырнӑ — ҫавӑн пек йышӑн, е хӑв ҫыр. Е искусствӑран тухса кай». Эпӗ тӗнчипе паллӑ режиссер сӑмахӗсем ҫумне урӑх нимӗн те хушса калаймӑп. А. П. Чехов хӑйӗн «Чайка» ятлӑ пьесине ним тусан та «Пять пудов любви» ятлӑ паман пулӗччӗ, пирӗн сывӑ «классик» вара вилнӗ классикӑн пьеса ятне урӑх ят пама хӑю ҫитернӗ, авӑ.

Асӑннӑ спектакле театр Чӑваш Енри Театр пӗрлешӗвӗпе Культура министерстви йӗркеленӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса тӑратнӑччӗ. Жюри председателӗ, Раҫҫейри паллӑ театровед, критик, педагог, Раҫҫей тата Израиль режиссерӗ – Виктор Шрайман — хӑйӗн ӗмӗрӗнче тӗнчери театрсем А. П. Чехов пьеси тӑрӑх лартнӑ ҫӗршер спектакль курнӑскер, пирӗн режиссерӑн ӗҫне ӑнӑҫсӑррисен шутне кӗртрӗ, питӗ пӗчӗк хак пачӗ. Пӗрех театр пуҫлӑхӗсем асӑннӑ спектакле мухтаҫҫӗ, алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ икӗпитлӗх мар-и-ха?

Иртнинче университет пӗтернӗренпе 35 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвас терӗмӗр. Аса илмелли, калаҫмалли нумай-ҫке. Чӑваш театрӗ умӗнче тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Хӗрарӑмсем хӑвӑрт пуҫтарӑнаймарӗҫ. Икӗ сехет кӗтме тиврӗ. Уткаласа ҫӳретӗп. Унталла пӑхатӑп, кунталла. Тӑрук театр фасачӗ ҫинчен ман ҫине икӗ питлӗ ҫын пӑхнине курах кайрӑм: пӗр енӗ – кулать, тепӗр енӗ – макӑрать. Эпӗ вӑл ӳкерчӗке пин хут курнӑ, ӑша хывман. Вӑл-ҫке – театр символӗ. Эппин, пирӗн пуҫлӑхсем театр саккунне ҫирӗп пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Театрта икӗ питлӗ пулмасан, урӑх кам пулӑн?

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр пирки ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3040.78.6054
2021.09.25 19:55
Agabazar
Статья авторĕ Чăваш театрĕн ертÿçисем Илемлĕх Канашĕ хыçне пытаннишĕн ÿпкелешет.

Юрĕ, тейĕпĕр. Ара, ахăртнех, çав Илемлĕх Канашĕ текенни çав ертÿçĕсенченех тăмасть-и-ха?

Анчах та Сидоров хăй те ыттисен сарлака çурăмĕ хыçне пытанма тăрашни сисĕнет.

Статья еплерех пуçланннинех курăр-ха! Вăл «икĕпитлĕ» «Анăç» «политикĕсене» «питленинчен» пуçланать.

Пĕлет, шеремет ачи, кама питлемеллине! Чăн та, пĕр-пĕр акапасар пеккине ĕнсерен ярса тытнипех кунта никамах та тĕлĕнтерейместĕн!

Тата В. В. Путин ятне асăнни те кунта ним тума та кирлĕ марччĕ.
Agabazar // 3040.78.6054
2021.09.25 20:03
Agabazar
Илемлĕх Канашĕ текенни, тем тесен те, çав ерÿçĕсенченех тăрать. Вăл Канаш пайташĕ пулма тĕрлĕрен акапасарсене чĕнмеççĕ пулĕ.
Вĕрентекен // 4159.70.1556
2021.09.25 21:41
Ĕлĕксенчен пьесăна вуланă чух драматургне хăйне чĕннĕ Художество канашĕн ларăвне, чылай чухне пьесине те хăйне сасăпа вулаттарнă, ыйтусем, сĕнÿсем панă. Халь вара Сидорова хăйне ма чĕнмен ларăва?
Agabazar // 3040.78.6054
2021.09.26 08:12
Agabazar
Мĕн тĕллевпе çырнă статьяна?

Тĕлллевсенчен пĕри, ахăртнех, пиртен, вулакансенчен, хÿтлĕх тупасси.

Вăт халĕ вулатăп та, йĕрлесе пыратăп. Автор «Художество канашĕ» тет. Мĕншĕн «Илемлĕх канашĕ» мар? Мĕнрен вăтанать апла калама?

Çавнашкал япаласене куратăп та, пит хÿтĕлесех те килмест.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.09.26 18:15
Н.Сидоров своё сочинение хочет продвинуть на сцену Чувашского театра через обвинения администрации, художественного совета в двуличности. Однако, сама статья автора вскрывает и двуличность самого автора. Он хочет видеть своё лицо и видит в лице народа, а народа лицо - в своем лице, в самом себе. Словом, хочет сказать "Я"- это народ", а "Народ" - это "Я". Сочинил - жди, придет время и ваше сочинение будет на сцене... Нет... значит нет. Величайшие композиторы Бах, Моцарт... не такое терпели десятилетиями, веками... А вы, вам давай вот сейчас, когда вы сами хотите... Потому что вы великий? Вы самый лучший? А художественный совет для вас не авторитет, ибо вы сами - единственный и для самого себя авторитет. Имейте совесть и терпите. Всё и вся под вашу диктовку должны работать? Вы проявили большую нескромность.
Agabazar // 3040.78.6054
2021.09.26 22:12
Agabazar
Ма мара шутсăрах вырăсла калассишĕн хĕренетĕн? Вырăсла каланипе Сидоровăн сехри хăпать пулĕ тетĕн-им?
Микула // 1077.37.9691
2021.09.27 09:58
Театр пирки эппин кунта ? Акапасарӗ "мӗнле патшалӑхра эпир пурӑнатпӑр" ҫинчен тӗплӗнрех каласа парсан халӑх историне мӗншӗн тата кам чарса пыни пирки те асӑнсан ӑнланмалларах пулмалла ? Пьеса лартма ирӗк панӑ- аван ,памасан икӗ питлӗ? Пуҫлӑхсене те ӑнланмалла пулӗ ? Пысӑк шалу ,блат тени тата ытти те урамра йӑваланса выртмаҫ. Вырӑнсемшӗн яланах кӗрешӳ. Истори ҫинчен халӑха калани паян пурне те килӗшмеҫ. Театрти пӑлӑмсене Европӑри "икӗпитлӗхпе" ҫыхӑнтарма хӑтланнии чӑннипех те вырӑнсӑр. Ун пек "япалакки" пирӗн те сахал мар. Калӑпӑр паян кунччен те пирӗн тӗрлӗрен "ЕРТСЕ ПЫРАНСЕМ" ПУЛАС ҪЫРАВ пирки пӗлмен пек лараҫҫӗ. Те медаль кансӗрлет вӗсене те заслуженный ят ? Хӑвӑр шутлӑр. Ҫырмалла вӗт театр пирки анчах мар тата тӗрлӗрен мемуарсем. Паян халӑх пуласлӑхӗпирки ыйту ҫивӗч тӑрать.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.27 10:30
Кто объяснит народу действительный порядок вещей ? Кто скажет чувашскому народу о том в каком состоянии оказались? Где все эти многочисленные "народные" и "заслуженные" ,где их голоса ? Как в пустыне ,не видно их когда действительно народу нужна поддержка ? Появляются они только во время вручения наград ,на праздниках и на юбилеях?
Микула // 1077.37.9691
2021.09.27 10:35
По результатам переписи 2010 года ученые из Института демографии «Высшей школы экономики» выделили 6 типов демографической динамики народов России: «эмигранты», «угасающие», «сокращающиеся», «умеренно растущие», «быстро растущие». Где чуваши угадайте ?! «Угасающие».В эту группу входят 5 народов, удельный вес которых в численности населения России сокращался быстрыми темпами. Это удмурты, чуваши, мордва, марийцы и молдаване. Совокупная численность народов этой группы с 1989 по 2010 г. снизилась на 939 тыс. чел – с 4,4 до 3,4 млн. чел., или на 21,5%. Их общий удельный вес в населении страны сократился на 0,6 п.п. – с 3,0% до 2,4%, а средняя скорость снижения их численности в 2002-10 гг. составила 1,6% в год., И в это время нам пытаются внушить что "учите язык дома" ? Пытаются доказать что "добровольность" это благо ? Не врите хоть самому себя. Может об этом надо бить во все колокола.Говорить о причинах ,о механизмах ассимиляции ? Нет,не хотите ? Мешает заслуженность или мечты о ней ?
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.27 11:19
Пĕлме: икĕпитлĕх сăмаха Виноградов уйрăм çыртатать. Çакăнтан пуçланмасть-и чĕлхери (искусствори) нуша?

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики