К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем ҫинчен тӗрӗссине ҫыратӑп — вуламанҫи тӑваҫҫӗ, тӗрӗссине калатӑп — илтмӗше переҫҫӗ, тӗрӗссине халӑх патне ҫитерме тӑрӑшатӑп — манах вӑрҫаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Пӗрех каламасӑр чун чӑтмасть.
Октябрӗн 21-мӗшӗнче эпӗ театрта пултӑм. «Инкеклӗ телей» спектакль курма билет туянасшӑнччӗ, анчах РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева чирленӗ пирки асӑннӑ спектакле октябрӗн 29-мӗшӗнче сцена ҫинчен кӑтартмаҫҫӗ терӗҫ. Ун вырӑнне СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ «Куккуклӑ сехет» спектакль пулать терӗҫ. Ҫав кун театрта куракансен шучӗ ҫукпа пӗрехчӗ. Юлашки ҫулсенче В.Н. Яковлев режиссер лартнӑ спектакльсен шайӗ пӗчӗкленсе пынине пӗрре мар курса ӗненнӗ-ха, анчах та хальхинче кураканпа режиссер хушшинчи ҫыхӑну пач татӑлни мана тӗлӗнтерсех ячӗ.
Каларӑм ӗнтӗ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче — театрта пулнӑ май — Н. Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль курса каяс терӗм. «Куракан ҫуккипе спектакль пулмасть», — терӗҫ. Юрӗ-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсем ҫинчен кӑтартакан спектакле, ахӑртнех, куракан килӗштермест, паянхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ — октябрӗн 22-мӗшӗнче пулакан «Кӗтӳҫ» спектакле — килсе курма шут тытрӑм. «Куракан ҫуккипе спектакль те пулать, те пулмасть. Паллӑ мар», — хуравларӗҫ мана.
Октябрӗн 22-мӗшӗнче нумай вӑхӑт хушши чирленӗ хыҫҫӑн СССР халӑх артистки, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр). Тӗплӗнрех пӗлес тесе Чӑваш Ен телерадиокомпанийӗн каҫхи хыпарсен кӑларӑмне пӑхас терӗм. Сенкер экрана ятӑм та хам хӑлхапа хам илтрӗм, диктор ҫапларах пӗлтерчӗ: «В Чувашском драматическом театре — траур. Вечернего спектакля не будет. В афише — постановка «Ялта», в которой Вера Кузьмина должна была выйти на сцену». (Ӗненмесен — вулӑр. Интернетра пур). Пӗр вӑхӑт аптраса лартӑм. Ӗнер мана «Кӗтӳҫ» спектакль куракан ҫуккипе пулмасть терӗҫ, паян вара театрта куракан ҫуккине театр пуҫлӑхӗсем СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан вилӗмӗпе ҫыхӑнтарчӗҫ. Ӗненмесӗр театр сайтне кӗтӗм. Афиша ҫине пӑхрӑм. Мӗн куратӑп-ха? «Ялта» спектакль октябрӗн 26-мӗшӗнче пулать. Апла мӗншӗн куракана ҫавӑн пек суймалла пулнӑ? Мӗншӗн театр пуҫлӑхӗсен Вера Кузьминан сӑваплӑ ячӗпе витӗнмеллеччӗ-ши? Вӑл та мар-ха. Тепӗр кунне — Чӑваш наци конгресӗн пухӑвӗнче — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев ертсе пыракан театр труппи конгреса хутшӑннӑ ҫынсен умӗнче каҫса кайсах юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗ. Ҫакӑ, ман шутпа, питӗ хитре мар пулчӗ. Хӑйсем сенкер экранпа «театрта — траур» тесе пӗлтерчӗҫ, хӑйсем чӑваш халӑхӗн чи юратнӑ, чи сӑваплӑ, чи сумлӑ артисткин ӳчӗ ҫӗре кӗмесӗрех артистсене сцена ҫине ертсе тухрӗҫ, курнӑҫланса тӑчӗҫ. Ҫакӑ, чӑн та, вырӑнлӑ-и? Конгресс членӗсене савӑнтарма урӑх коллектив чӗнме май пулман-им-ха?
Турра шыракан чиркӗве ҫӳрет, илемлӗх шыракан театра ҫӳрет. Иккӗшӗ те — ҫутӑ, таса, сӑваплӑ вырӑнсем. Унта та чуна тасатаҫҫӗ, кунта та. Пӗринче сана итлеҫҫӗ, пулӑшма хӑтланаҫҫӗ пулсан, тепринче — Чӑваш театрӗнче — сана сӑмса шӑтӑкӗ таран путарса лартма пултараҫҫӗ. Унта — театрта — пытармасӑр калатӑп: сахал мар ҫын куҫҫулӗ тӑкӑннӑ, сахал мар ҫын шӑпи хуҫӑлнӑ, сахал мар чун аманнӑ. Ҫук, сцена ҫинче кӑна мар, пурнӑҫра та.
Ман шутпа, Чӑваш театрӗ — чӑваш тӗнчи. Унта чӑвашӑн таса чунӗ, ҫутӑ сӑнарӗ, илемлӗхӗ, сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, тӑрӑшуллӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ, хастарлӑхӗ пулмалла, анчах та пурнӑҫра пач урӑхла — вуншар ҫул театрта ултав, суя, икӗпитлӗх, мӑнкӑмӑллӑх, йӑпӑлтату, чапраслӑх, тӗттӗмлӗх, намӑса ҫухатни, професси шайӗ чакни аталанса пырать. Ҫакӑ ҫулсерен тар пек ӳте касса кӗрет, нумайӑшӗ ӑна туйми, сисми пулать.
Иртнӗ уйӑхра паллакан артиста тӗл пултӑм. «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакльте вӑтӑр икӗ ҫын ларатчӗ, антракт хыҫҫӑн сакӑр ҫын кӑна юлчӗ», — пӑшӑрханса калаҫрӗ вӑл манпа. Ун чухне QR-кодпа кӗртме пуҫламанччӗ-ха. Эпӗ унран ыйтатӑп: «Эсир, хисеплӗ артистсем, куракансӑр мӗнле вылятӑр?» Унӑн хуравӗ мана тӗлӗнтерсех ячӗ: «Эпир ӗнтӗ хӑнӑхнӑ. Чи кирли — курав залне пӑхмалла мар». Чим-ха, чим!.. Вара спектакль вӑхӑтӗнче кураканпа артист хушшинчи ҫыхӑну пулмасан — мӗнле пултарулӑх пирки сӑмах пырать? Спектакль — кинофильм мар, театр — кинозал мар. Кунта чӗрӗлӗх, чунлӑх, туйӑм кирлӗ. Курав залӗнчи ҫемҫе пукана хӑвӑн чунна уҫса параймастӑн. «Паян пӗрех куракан ҫук, лӑпӑр-лапӑр вылясан та юрать», — тени пӗрре кӑна пулнӑ-им? Нумай пулнӑ. Тен, ҫавӑнпах спектакльсенчи чылай артистӑн ӗҫӗ мана пачах тыткӑнлами пулчӗ: хӑшӗ-пӗри чӑвашла тӗрӗс мар калаҫать, теприн пуплевне ӑнланма йывӑр, виҫҫӗмӗшӗ культура институтӗнче артист ӑсталӑхне вӗренмен те тейӗн. Кунта, ман шутпа, артистӑн айӑп ҫук. Ара, вӗсенчен ыйтаканӗ ҫук. Пӗтӗм инкек — театр режиссерӗсем артистсемпе ӗҫлеменнинче.
Нумаях пулмасть Надежда Кириллова критик Чӑваш театрӗнче профессионализм ҫитменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. «Режиссерсем Чӑваш театрӗнче ҫукпа пӗрех. Вӗсене хатӗрлемеҫҫӗ те. 1967-мӗш ҫулта Чӑваш театрӗ валли ГИТИСри режиссер уйрӑмӗнче юлашки хут Валерий Яковлева вӗрентсе кӑларнӑ. Унтанпа кӗҫех 55 ҫул (!) ҫитет. Куҫӑмлӑ никам та вӗренмен», — терӗ вӑл «Никита Бичурин. Кам вӑл?» статйинче.
Пӗр ҫич-сакӑр ҫул каялла эпӗ хамӑн пьесӑна М. Гафури ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх академи драма театрне ярса патӑм. Кӗтетӗп, кӗтетӗп — хурав ҫук. Ирӗксӗрех театрӑн литературӑпа драма пайне шӑнкӑравларӑм. Пушкӑрт хӗрарӑмӗ манпа кӑмӑллӑн калаҫрӗ: «Ҫапла. Ҫитрӗ. Тавах. Анчах пулӑшма пултараймастӑп», — терӗ вӑл. «Мӗншӗн?» — тетӗп. «Пирӗн пата тепӗр чухне кунне вуншар пьеса килсе выртать. Вӗсене вулама вӑхӑчӗ те, майӗ те ҫук, — сӑмахне малалла тӑсрӗ литература пайӗн ертӳҫи. — Театра режиссерсем хӑйсем суйласа илнӗ пьесӑсемпе килеҫҫӗ. Сирӗн ҫавсемпе ҫыхӑну тытмалла». «Хӑшӗнпе-ши?» — тӗпчетӗп эпӗ. «Пирӗн кунта вӑтӑра яхӑн режиссер. Тахӑшне сӗнмелле? Хӑвӑр суйлӑр», — терӗ. Эпӗ, паллах, вӗсен ятне-шывне пӗлменскер, пӗринпе те ҫыхӑну йӗркелеймерӗм. Ӗҫӗ унта мар. Пушкӑртсен вӑтӑра яхӑн режиссер пур пулсан, эпир — чӑвашсем — алӑри пӳрнесене ӗхлете-мӗхлете хуҫлатсан та чӑвашла пӗлекен виҫӗ режисер тупаймӑпӑр. Тупсан та, пурте куҫӑмсӑр вӗреннӗскерсем. Акӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче тахҫантанпах Мускавран чӗнсе илнӗ режиссерсем спектакльсем лартаҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах юлашки ҫулсенче асӑннӑ коллектив конкурссенче, фестивальсенче пӗрре мар ҫӗнтерчӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе килчӗҫ артистсем, тав сӑмахӗ сахал мар илтрӗҫ. Профессионаллӑ режиссер профессионаллӑ спектакль лартать. Чӑваш театрӗнче — эпӗ астӑвасса — нихӑҫан та Мускав режиссерне спектакль ларттарман. ГИТИСра та ятарласа режиссера вӗрентмен. Сӑлтавӗ паллӑ: нумай режиссер пулсан — чапа тухма йывӑр.
Эпӗ ятарласа Раҫҫейри театрсен сайчӗсене уҫса пӑхрӑм. «Академи» ята тивӗҫнӗ театрсенче икшер, виҫшер режиссер ӗҫлет. Акӑ, тӗслӗхрен Мускаври Е. Вахтангов ячӗллӗ Патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи — Римас Туминас, театрӑн тӗп режиссерӗ — Юрий Бутусов, тата тепӗр режиссер пур. Манӑн Культура министерствинчен, театр пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтас килет: Чӑваш театрӗнче тӗп режиссер штачӗ пур-и е ҫук-и? Пур пулсассӑн — ӑҫта вӑл? Ҫук пулсассӑн — мӗншӗн ҫук? Е ӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи хӑйӗн айне пӗтӗрсе чикнӗ? Мӗншӗн Чӑваш театрӗнче штатпа пӗр режиссер кӑна ӗҫлет? Тӗп режиссер штачӗ ӑҫта кайса кӗчӗ? Тахҫан кивӗ афишӑра вуланӑ пек те астӑватӑп: «Театрӑн художество руководителӗ тата тӗп режиссерӗ ... » тенӗччӗ унта. Эппин, театрӑн тӗп режиссерӗ пулнӑ. Ман шутпа, илемлӗх ертӳҫи пулас текен ҫыннӑн чи малтанах тӗп режиссерта ӗҫлесе паха опыт пухмалла. Апла-тӑк, театрӗн тӗп режиссерӑн штатне туртса кӑлармаллах. Кайран каллех ҫурӑк валак кутӗнче тӑрса юлӑпӑр, акӑ.
«ХХI-мӗш ӗмӗрте Чӑваш театрӗнче режиссер искусстви В. Н. Яковлев тӑрӑшнипе пӗтсе ларчӗ. Чӑваш театрӗсене профессионал-режиссерсем, профессионал-актерсем, профессионал-сценографсем, профессионал-дрмататургсем кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсене пурне те аталантарма тӑрӑшмалла. Эпир вара ҫул парас, аталантарас вырӑнне вӗсен ҫулӗсене хупса пыратпӑр», — тесе пӗтӗмлетет хӑйӗн калаҫӑвне Надежда Кириллова критик. Эпӗ ӗҫтӗшӗмӗн сумлӑ сӑмахӗсен ҫумне нимӗн те хушса калаймӑп. Вӑл пӗтӗмпех тӗрӗссине калать.
Театр — пьесӑсӑр — театр мар, Чӑваш театрӗ — чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсӑр — Чӑваш театрӗ мар. Чӑвашла пьеса кам ҫырать-ха? Паллах, чӑваш драматургӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче — Раҫҫей патшалӑхӗ вӑй илнӗ тапхӑрта — эпӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи патне икӗ ыйтупа ҫитрӗм. Пӗрремӗшӗ: Раҫҫейри РАО (авторсен пӗрлешӗвӗ) пьеса авторӗсенчен питӗ нумай укҫа сӑптарса илнӗрен (сӑмахран: 15 процент — комисси пуҫтарӑвӗшӗн, 10 процент — укҫа куҫарса панӑшӑн, 13 процент — налукшӑн, пӗтӗмӗшле автор гонорарӗнчен 38 процент укҫа тытса юлатчӗҫ) авторсене театр кассинчен тӳрремӗнех тӳлеме ҫук-ши, ҫакӑ чӑвашла ҫыракан пьеса авторӗсене питӗ хавхалантарнӑ пулӗччӗ терӗм. Манӑн вӑл вӑхӑтри заявленисем, договор хучӗсем халӗ те пур. Сыхланса юлнӑ. Иккӗмӗшӗ: Чӑваш театрӗнчех чӑваш драматургӗсемпе ӗҫлекен лабаратори уҫсан аванччӗ терӗм. Мӗн тетӗр? СССР халӑх артисчӗ В. Н. Яковлев хирӗҫ пулчӗ. Пӗр ыйтӑвне те татса партармарӗ. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, шутлӑр! Тутарсем тепӗр виҫӗ ҫултан авторсемпе ӗҫлекен пӗрлешӳ йӗркелерӗҫ, тутар авторӗсене Хусантах автор гонорарӗ тӳлеме пуҫларӗҫ. Манӑн ӗмӗт Чӑвашра мар, Тутарта пурнӑҫланчӗ.
Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсен вӗҫӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис Чиндыков мана Чӑваш драматургӗсен ассоциацийне йӗркелеме сӗнчӗ. «Пӗрлешсен кӑна театр пуҫлӑхӗсемпе кӗрешме пулать», — терӗ вӑл. Эпӗ вӑл вӑхӑтри драматургсемпе калаҫса пӑхрӑм. Пӗри те килӗшмерӗ. Вӗсене ӑнланма пулать: театрӑн илемлӗх ертӳҫине хирӗҫ кайсан — хӑвӑн пьесуна нихӑҫан та сцена ҫинче кураймӑн. Борис Чиндыков хирӗҫ тӑрса пӑхрӗ те — унӑн пьесисене театрта лартма пӑрахрӗҫ. Эпӗ те театр пуҫлӑхӗсене хирӗҫ пултӑм та — манӑн пьесӑсене В.Н. Яковлев вун ултӑ ҫул Чӑваш театрӗн сцени ҫинче ларттармасть. Халӗ шутлӑр, эпир иккӗн кӑна вун ултӑ ҫул хушшинче Чӑваш театрне мӗн чухлӗ пьеса ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр!..
Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чӑваш театрӗнче Арсений Тарасов драматург палӑрчӗ. Вӑл театр валли «Инҫет телей ҫути», «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» (тепӗр авторпа пӗрле), «Мунча кунӗ», «Туя туй пек тӑвар-и?» пьесӑсем ҫырса пачӗ. Чӑваш театрӗ «Инҫет телей ҫути» спектакльшӗн Раҫҫей Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулчӗ. Мӗн тетӗр? Преми илнӗ ҫынсен хушшинче Арсений Тарасов ячӗ пачах ҫук. Автор ятне театрӑн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев списокран кӑларса пӑрахнӑ. Пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ асӑннӑ пьесӑна ҫырман та тейӗн. Тепӗр паллӑ драматург Владислав Николаев театр валли «Пихампар чунӗ манра» ятлӑ пьеса ҫырса пачӗ. Ӑна сцена ҫинче СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартрӗ, вӑлах ӑна Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратрӗ. Мӗн тетӗр? Каллех преми илме тӑратнӑ списокра автор ятне курмарӑм. Унӑн та ячӗ ҫук. Ҫакӑн хыҫҫӑн чӑваш авторӗсен мӗнле-ха ҫанӑ тавӑрса ӗҫлес килтӗр? Ирӗксӗрех ҫапла шутлатӑн: режиссерне — вӑкӑр пуҫӗ, авторне — пулӑ пуҫӗ.
Юрий Петрович Матросов — Чӑваш театрӗнчи сцена, театр искусствине ӑнланакан ӑста, сумлӑ художник — тивӗҫлӗ канӑва кайрӗ те — театр чӑвашла пӗлекен сценографсӑр тӑрса юлчӗ. Халӗ нумай спектакле театрӑн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев илемлетет. Ӳкерме пӗлмест пулин те. Эпӗ тахҫан унӑн пӗр ӳкерчӗкне алла тытса курнӑччӗ. Режиссер шур хут ҫине пӗр ҫынна ӳкернӗччӗ: пуҫӗ — пӗчӗкрех ҫаврашка, кӗлетки — пысӑкрах ҫаврашка, алли-ури — тӑватӑ патак. Ача пахчинчи виҫ-тӑватӑ ҫулхи ача ҫапларах ӳкерет. Тӗрӗссипе, ӳкерме пӗлни мӗн тума кирлӗ? Театрта художниксен цехӗ ӗҫлет-ҫке. Калатӑн та — ӳкерсе параҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ҫапла майпа пилӗк-ултӑ спектакль художникӗ пулчӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи. Пӗр эскиз, пӗр костюм ӳкермесӗр!.. Эпӗ ятарласа Раҫейри театрсен сайтне кӗтӗм, спектакль режиссерӗсен ячӗсене, ӗҫӗсене тӗпчерӗм. Нихӑш режиссер та спектакль художникӗ пулнине курмарӑм. Чӑваш театрӗнче вара ун пек майпа укҫа ӗҫлесе илме юрать. Пирӗн республикӑра паллӑ, сумлӑ, талантлӑ сценографсем ҫук мар. Акӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗн Валентин Федоровӑн ӗҫӗсӗне Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейра та аван пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн ӑна чӑваш спектаклӗсене илемлетме чӗнмелле мар? Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче те художниксем хатӗрлекен уйрӑм пур, студентсене ҫак ӗҫе явӑҫтарсан питӗ паха пулмалла та...
Театр ӗнерхи кунпа мар, паянхи кунпа пурӑнать. Хисеплӗ ятсене сцена ҫине ҫакса хума ҫук. Куракана ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ, илемлӗ, чуна, ӑс-кӑмӑла хускатан спектакльсем кирлӗ. Ӑна пӗрмай «Ялта» спектакль кӑтартмалла мар, сцена ҫинче ҫӗнӗ сӑнар шырамалла. Театра тахҫанах ҫӗнӗ ӑру, ҫӗнӗ куракан килнӗ. Апла-тӑк, нумай япала ҫине ҫӗнӗ куҫпа пӑхмалла, ҫӗнӗ шухӑш, ҫӗнӗ тӗллев, ҫӗнӗ меслет тупмалла. Пирӗн Чӑваш театрӗ вара ҫулӗпе кӑна мар, чунӗпе те ватӑлса ларчӗ. Юлашки ҫулсенче чуна тыткӑнлакан, шухӑшлаттаракан, хумхантаракан спектакльсем пачах курӑнми пулчӗҫ. Чӑваш театрӗ ҫав-ҫавах премьерӑра пӗрре пӑхмалӑх спектакльсем кӑларать, иккӗмӗш хут каятӑн та — зал пуш-пушӑ. Вӑл та мар. Нумай чухне куракан — уйрӑмах антракт хыҫҫӑн — спектакльсенчен туха-туха каять. Унӑн сцена ҫинчи илемсӗрлӗхе, тӗрӗсмарлӑха пӑхса ларма вӑйӗ те, вӑхӑчӗ те, кӑмӑлӗ те ҫук.
Ман шутпа, Чӑваш театрӗн инкекӗ — Чӑваш театрӗнчех. Культура министерстви ку ыйтупа пачах кӑсӑкланасшӑн мар. Эппин, тулаш енчен нимӗнле улшӑну та, пулӑшу та пулмӗ. Вырӑссен каларӑш пур: «Спасение утопащих — дело рук самих утопающих». Нимӗн те тумасан кӗрсе ӳкнӗ шурлӑхран нихӑҫан та тапаҫланса тухаймӑпӑр. Эпӗ Чӑваш театрӗн артисчӗсене ҫапларах каласшӑн: куҫа уҫма вӑхӑт мар-и? Хӑвӑрӑн ҫине тӑмалла пулӗ. Мӗншӗн Чӑваш театрне куракан ҫӳремест? Мӗншӗн спектакльсен пултарулӑх шайӗ ытла пӗчӗк? Мӗншӗн пьесӑсене пӗтӗм коллектив умӗнче вулама ирӗк памаҫҫӗ? Халӑхпа суйласа илнӗ пьеса халӑха килӗшмеллех. Мӗншӗн?.. Мӗншӗн?.. Ҫӗр тӗрлӗ ыйту. Ман шутпа, ҫак ыйтусене татса памаллах. Е эсир, хисеплӗ артистсем, ҫаплах чӗлхесӗр янавар пек пурӑнасшӑн?
Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр пирки ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Пирӗн паянхи халӑх поэчӗсенчен хӑшӗ те пуллин, кӗрекене чӗнсен, калама пултарӗ " Шупашкарта тӑван (чӑваш) чӗлхипе ӳстермелли ача сачӗсем кирлӗ" тесе ?
Варык // 1144.2.4005
2021.11.07 17:46
Никам та кирлĕ мар темест.Анчах та санăн ачу садика киличченех тап таса тăван чĕлхепе калаçмалла.Ку санăн тивĕçÿ.Мишустинпа Акапасарăн мар.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.08 20:57
Дорогой, "Читатель" (Вулакан)! П.Хусангай, Я.Ухсай они ведь от сердца идущее писали... Особенно этим отличался, как мне кажется, К.Иванов. У них, в их творчестве и светлое, и ЧĔРЕ СУРАНĔСЕМ... Это просто так нашими словами неописуемо... Нужно жить и страдать, доходить до того, что не писать не можешь. А у этих, народных наших частая логоарея - недержание... Поэтому В.Воробьев "ман сысас килеть",- теть... Тут уже, коль недержание, ничего не сделаешь. Вот и дышим этим "ароматом"...
Цитата: Варык // 1144.2.4005
2021-11-07 17:46
Никамта кирлĕ мар темест.Анчах та санăн ачу садика киличченех тап таса тăван чĕлхепе калаçмалла.Ку санăн тивĕçÿ.Мишустинпа Акапасарăн мар.
Эсĕ тивĕç, тивĕç, тивĕç тенипе пулмасть вăл. Вăл шутра — санăн та пулмасть.
Пит унашкал тивĕçшĕн тăратăн пулсан, хăвăн партин (едрос-и унта е урăххи...) программине çырса хур çавна. Конституцие кĕртме тăрăш.
Валери ТУРКАЙ // 2491.10.9618
2021.11.09 09:13
Евразиец: "А у этих, народных наших частая логоарея - недержание... Поэтому В.Воробьев "ман сысас килеть",- теть... Тут уже, коль недержание, ничего не сделаешь. Вот и дышим этим "ароматом"...
Вот и дыши, дорогуша, вот и дыши! Для кого я тогда так так старался? Для тебя! Для тебя персонально, дорогой мой, переполненный ненавистью и завистью! Дыши, дыши! Приятного аппетита!..
Ҫамрӑксене пӗлме: 1979 ҫулта эп, 1-мӗш курс студенчӗ, "Сурас килет мӗнпур тӗнче ҫине, Унтан вара сысса хурас килет!.. Мӗн шуйтанне эп килнӗ тӗнчене? Мӗн шуйттанне ман чунӑм кисренет?.." йӗркесемпе пуҫланакан сӑвӑ ҫырнӑччӗ. Перестройка пуҫлансан, эпир Арс. Тарасовпа ӑна "А-у" ятлӑ хаҫатра пичетлерӗмӗр. 42 ҫул ман юратнӑ тӑшманӑмсем, ним тӑвайман енне, ман ҫак сӑвӑри йӗркесемпе питлеҫҫӗ мана! 42 ҪУЛ!!! Ку мӗне пӗлтерет? Ку эпӗ, 18-ти Валерий Воробьев, ун чухне ГЕНИЛЛӖ, ВИЛӖМӖСӖР СӐВӐ ҫырнине пӗлтерет!..
Эс вара, евраҫийчӑ, шӑрла, тавай, шӑршла! Приятного аппетита!
Валери ВОРОБЬЕВ-ТУРГАЙ
Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.09 11:14
Тургай - "Соловей"! Я вас за врага не принимал и не принимаю. Слишком много будет... Так, я сочувствую, ибо вон со скольки лет у вас душа сотрясена шуйттанами, гений вы наш. Поэтому завидовать, ненавидеть вас не за что. Давайте, шăршлантарăр, шăршлантарăр, бессмертный вы наш. Только чем же перед вами Вселенная провинилась?
Тӑванӑмсем! Темӑран ан пӑрӑнӑр! Евразиец-па тавлашма та кирлӗ мар — ку уншӑн савӑнӑҫ кӑна. Туркайӗ юрӗ-ха, сӑввине ҫамрӑкла ҫырнӑ… Анчах ҫак ҫын (асӑрхӑр: чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кашни ҫынна тапӑнать вӑл!), чӑваш халӑхне кӑмӑлламанскер (хӑй чӑваш пулин те!) ман шутпа, ҫакна хӑй асӑрхамасть пулин те, питӗ «шӑршлӑскер».
Ватӑ ҫынсене ӑслӑ-тӑнлӑ теҫҫӗ, анчах ҫакна пурин пирки те калама май ҫук. Мӗн тӑвӑн… Енчен те ӗлӗк ватлӑхра кӑмака ҫинче ӑшӑнса ларнӑ пулсан, халь хӑшпӗр ватӑ ҫынсем валли интернет уҫса панӑ.
Малалла темӑпа ҫыхӑннӑ шухӑшсене ҫеҫ курӑмлатӑп.
Камшăн савăнăç, камшăн хурлăх иккенне хамăр пĕлетпĕр. Ку енĕпе «тĕрĕс çул çине» кăтартакансем питех кирлĕ мар.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.09 17:24
В.Воробьев, Н.Плотников, я вас не осуждаю и не осуждал. Я отвечал на вопрос, поставленный "Читателем"(Вулакан). Значит вы одни стараетесь за чувашский народ? Что же, продолжайте, продолжайте... Но мне кажется вы даже в Армии не служили, но я вас не осуждаю, ибо "всякий человек - ложь". А вы привыкли, как мама сказала... Не знаю, возможно вы результат женского воспитания, у чувашей всегда в семье женщина доминировала. Но я вас не осуждаю, вы можете спокойно своё дело делать. Однако, всё же, Истина она в противоречиях изыскивается. Извините, я не привык толпе угождать, люблю правду рубить.