Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур. Шӑп та лӑп 5-мӗш пунктра 2025 ҫул вӗҫӗччен (2021–2025 ҫулсем валли хатӗрленӗ-ха та…) патшалӑх кӑларакан Чӑваш Республикинче чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70 процентпа танлашмалли тӗллеве кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, ку хисепе нимӗнле тӗпчев тумасӑр, мӗнле цифра лартас тенӗ ҫавнашкал ҫырса тухнӑ. Ун чухнех ӗнтӗ вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫлама вӑй хурас темен пулас. Хуть унта 70 ҫыр, хуть 80, хуть 50... Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн программӑна чӑннипе шавлама кӑна хатӗрлени палӑрса пырать. Ҫулталӑк ытла иртнӗ хыҫҫӑн унашкал программа пурри пирки тӳре-шара манса кайнӑ пулас.
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» патне таврӑнар. «Хыпар» издательство ҫуртне, паллах, ӑнланма пулать. Вулакансен йышӗ чакса пынӑ вӑхӑтра хаҫата кӑларса тӑма пит йывӑр. Тӑкаксем ӳсеҫҫӗ, тупӑшӗ вара сахалланать. Хаҫат алӑ сулнипе ҫеҫ тухмасть-ҫке: ӑна кӑларас тесен штат кирлӗ, хучӗ кирлӗ тата ытти те. Штачӗ те кӑранташ тытса ҫеҫ ӗҫлеймест — компьютерсем илмелле, вӗсен юсавлӑхне тӗрӗслесе тӑма ятарлӑ ҫынна тытса тӑмалла.
Пӗри пирӗн сайтра «Тавай пулӑшар чӑваш хаҫатне. Ҫырӑнар тата тӑвансене ҫырӑнса парар. Эпир нумайӑн», — тет. Шел те, ваттисем тахҫанах каланӑ: «Йӳнӗ япала йӳнеҫтерет», тенӗ. Инҫе кайма та кирлӗ мар: iPhone йӳнӗ смартфон пулнӑ пулсан вӑл никамшӑн та кӑсӑклӑ пулмӗччӗ. Ӑна темле чаплӑ туса кӑларсан та, енчен те хакӗ виҫӗ пус кӑна тӑрас пулсан, чапӗ Китайри телефонсенчен те пӗчӗкрех пулӗччӗ. Кунта та ҫаплах: кама та пулин парнелле ҫырӑнтарса парас пулсан хаҫата ҫавах никам та пахаламӗ. Паллах, тӳлевсӗр саланакан хаҫатсем те пур. Калӑпӑр, ман почта ешчӗкне уйӑхсерен «Секреты здоровья» текен хаҫат килсе хураҫҫӗ. Хуларисене «Про город» хаҫат валеҫсе параҫҫӗ. Анчах вӗсен тӗллевӗ урӑхла. Ку хаҫатсем пурте рекламӑллисем. Рекламӑшӑн тӳленӗ, ҫавна май ҫавӑн чухлӗ макулатура ҫынсен салатса пама вӗсемшӗн пӗрре те йывӑр мар. Эп, калӑпӑр, вӑл хаҫатсене кӑмака чӗртме усӑ куратӑп.
Тен, чӑн та «Чӑваш хӗрарӑмне» пулӑшма май ҫук? Питех те кирлӗ пулсан майне тупма пулать. Ав, «Атӑл» батальона ҫырӑнакан ҫынсене уйӑхсерен 300 пин (малтан 200 пинпе илӗртнӗччӗ…) тӳлеме укҫа тупнӑ-ҫке. Уйӑхне 300 пин тӑкакласан пӗр пысӑк редакци (хаҫата кӑларакан штата пӗр икӗ хут ӳстерме май тупӑнӗччех пуль!) тытма май пур! Хулара темиҫе вырӑнта рекламӑллӑ баннерсем ҫакса тухма пулӗччӗ! Ҫав укҫапа, тен, хаҫатне те шурӑ-хуралла мар, тӗрлӗ тӗслӗ кӑларма пулӗччӗ... Шел те, республика ертӳҫисене кирлӗ мар ҫав чӑвашла хаҫат. Вӗсем мускаврисем мӗн хушнине ҫеҫ пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Ытти — хӑямата!
Юрӗ, укҫи пирки калаҫмӑпӑр. Анчах та чӑн та хаҫата сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшас пулсан укҫа-тенкӗ уйӑрмасӑр та пулӑшма майсем пур-ҫке. «Советская Чувашия» хаҫата, ав, епле тимлӗх уйӑраҫҫӗ! «Хыпарпа» танлаштарма та май ҫук. Укҫа сахал пулсан, хаҫата аталантарма Мускавран специалистсене чӗнсе илме пулать (пӗр-икӗ кунлӑх хӑнана чӗнме укҫа тупма пулатех ӗнтӗ...), вӗсем мастер-классем ирттерсе хаҫата мӗнле аталантармаллине каласа пама пултарӗччӗҫ. Сӗнӳсем парӗччӗҫ. Ҫук вӗт, чӑвашла хаҫатсене пулӑшас кӑмӑл ҫӳлтисен пачах та курӑнмасть. Мӗнпур ыйтӑва вӗсем хупнипе ҫеҫ татса пама хатӗр.
«Чӑваш хӗрарӑмне» хупни, тен, пире, «Чӑваш халӑх сайтне», пулӑшу парӗ? Ҫук, ним енчен те ҫакӑ пире савӑнтармасть. Хаҫат хупӑнӗ, ҫыракансен йышӗ тата та чакӗ. Акӑ, калӑпӑр, «Капкӑна» хупрӗҫ. Уйӑхсерен миҫе ҫын ҫав журнал валли калавсем ҫыратчӗ. Халь ӑҫта вӗсем? Ҫук. Чӑвашла ҫырнӑ текстсен йышӗ сахалланса та сахалланса пырать. Чӑваш чӗлхи никама та кирлӗ мар текен шухӑш вӑйланса та вӑйланса пырать.
Олег Алексеевич республикӑна ертсе пыма пуҫласан халӑхӑн ун тӗлӗшпе шанӑҫ пысӑкччӗ. Вӑл, апла-и, капла-и, чӑваш халӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшӗ текен шанӑҫ пурччӗ. Чӑн та малтанах япӑх мар пуҫларӗ. Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли тата аталантармалли ҫумпрограмма йышӑнчӗҫ, чӑвашлӑха пропагандӑлакан телекӑларӑмсем тухрӗҫ, тата ытти те. Шел те ҫак хастарлӑх вӑраха пыраймарӗ пулас. Сӑнатӑп та вӑхӑт иртсе пынӑҫемӗн вӑл ытларах та ытларах Михаил Васильевич евӗр пулса пырать. Игнатьев та малтанах, республика ертӳҫин пуканне йышӑннӑ хыҫҫӑн, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшрӗ. Калӑпӑр, официаллӑ влаҫ порталӗн чӑвашла варианчӗ ӗҫлесе кайрӗ. Каярах вара хевти пӗтрӗ, мускаврисем мӗн хушнине ҫеҫ пурнӑҫлама пуҫларӗ, ахаль чиновник (уйрӑмлӑхӗ ӗнтӗ, ҫӳллӗрех пукан йышӑннинче кӑна) пулса тӑчӗ. Олег Алексеевич та ҫав ҫулпах пырать. Ав, чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑра палӑртнӑ тӗллевсем пирки те маннӑ...
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Наци культурин пахалӑхӗ тиражра кӑна мар. Чӑваш тӑнӗ сӳнсе ларни пирӗн халӑхӑн интеллигенцине тӗнтсе лартнинчен те килчӗ.
ЧНК, ЧНАНИ,.Советсен (ветерансен, .хӗрарӑмсен твтв ыт) ячӗ те пӗтет.
Халӑх сутёнчӑк пулсан Элтерерӗн. мӗн тӑвасси юлать? Эпӗ Эльтерер Россияна та, чӑваша та сутмасса шанатӑп-ха..
Украина хыҫҫӑн ҫӗршывра улшӑну пулатех!