Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Посещать и слушать злых людей-это есть уже начало злого дела.
(Конфуций)
 

Аçтахар Плотников: Округа чӑвашлатмалла-и?

Аçтахар Плотников22.05.2023 02:215630 просмотров

Чӑваш чӗлхинчи пысӑк йывӑрлӑхӗ тесе орфографине калаҫҫӗ. Анчах, ман шутпа, унтан йывӑртарах вырӑн та пур — ку вӑл терминологи. Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ. Анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗ. «Пиҫсех» те ҫитейменччӗ пуль вӑл. Нумай пулмасть «Чӑваш ТВ-ра» «округ» термина асӑнчӗҫ те ҫырмаллах пуль терӗм вара. Ыйтӑма хутшӑннӑ 870 ытларах ҫынран 70% ытла «округа» чӑвашлатмалла тесе сасӑланине кура ман шухӑш хӑшӗ-пӗрне, тен, чылайӑшне те, кӑмӑла каймӗ пуль. Апла пулин те ӑна сирӗн пата ҫитересех тетӗп. Ытлашши ан ятлӑр.

Терминсен йывӑрлӑхӗ

Вӑл е ку япалана мӗнле ятпа каласси ҫынсене яланах пӑшӑрхантарнӑ. Ӗлӗк ку ӗҫ калаҫу урлӑ пулса пынӑ пулсан, халь вара ытларах енӗпе интернет, телекурав е ытти хатӗрсем витӗм кӳреҫҫӗ.

Пӗр енчен, терминсене чӑвашлатни кирлӗ ӗнтӗ. Ку вӑл чӑвашсем ытти халӑхсенчен нимпе те кая мар теме май парать. Анчах чӑвашлатнӑ чухне те «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен ваттисен сӑмахӗ пирки манса каймалла мар ман шутпа. Чӗлхене кӑшт пӗлнипех кашни хӑйне чӗлхеҫӗ вырӑнне хурать. Ҫапла май вара терминсем шутласа кӑларма пуҫлаҫҫӗ. Анчах терминсене ӑсталасси вӑл — хӑйне евӗр ӑсталӑх. Кунта чӑваш чӗлхинче ҫӗнӗ сӑмахсем мӗнле йӗркеленни пирки кӑшт та пулин чухлас пулать. Тӗслӗх пек «сивӗтмӗше» илме пулать. Лайӑх пулса тухнӑ пек те, анчах та «-мӑш/-мӗш» аффикс хушса тунӑ сӑмахсем негативлӑ пулнине шута илмен. Тепӗр чухне саккунсене пӑхӑнса туман терминсем те чӗлхене пит аван вырнаҫаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗслӗх пек «вулавӑша» илме пулать. Питӗ ӑнӑҫсӑр пулсан та чӗлхене пит аван вырнаҫрӗ. Тепӗр енчен, «сивӗтмӗш» те хӑйне япӑх мар туять-ха, унпа та усӑ куркалаҫҫӗ.

Хама илес пулсан эп ытларах чӑвашлатма тӑрӑшакансен йышне кӗретӗп пуль ӗнтӗ. Чӑн та, вӑл е ку термина хамӑн чӗлхепех калас килет. «Интернет» мар, «тӗнче тетелӗ». «Предложени» мар, «пуплевӗш». «Социальная сеть» вырӑнне «халӑх тетелӗ», «блог» вырӑнне «кун кӗнеки», ҫавӑн пекех «сӑмахсар», «канашлу» тата ытти терминсене пурнӑҫа кӗртес килет. Анчах юлашки вӑхӑтра ман иккӗленӳ ҫуралма пуҫларӗ: кашни термина чӑвашлатни кирлех-ши? Ав, калӑпӑр, «округ» вырӑнне «тӑрӑх» теме кирлӗ-и?

Чӑвашлатнӑ чухне эпир ырӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шутлатпӑр. Хамӑр чӗлхене аталантаратпӑр мар-и? Юлашки вӑхӑтра вара мана ҫак ӗҫӗн сиенӗ те курӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах ӗнтӗ Википедин чӑвашла уйрӑмӗ шухӑша ячӗ. Йӑлт чӑвашлатни аван-ха ӗнтӗ, анчах вулама пит йывӑр-ҫке. Кашни сӑмаха словарьпе тӗрӗслеме тивет. Кашни вырӑнтах «авторӗ ҫак терминпа мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?» тесе пуҫ ватмалла. Камӑн пуҫ ватас килет? Никамӑн та. Ҫавна май вӑл чӑвашлине вулас вырӑнне вырӑслине кайса вулӗ. Ырӑ ӗҫ пулас вырӑнне сиенӗ ытларах пулни ҫак пӗр тӗслӗхрех палӑрать. Е, калӑпӑр, «Контактра» халӑх тетелӗнчи чӑвашла интерфейсӑн куҫарӑвне илес. Чӑвашла куҫарнӑ, пур вӑл. Анчах… Анчах никам та унпа усӑ курмасть. Усӑсӑр ӗҫ. Е эпӗ йӑнӑшатӑп?

Терминсен, ак, тепӗр йывӑрлӑхӗ. Калӑпӑр, «интернет» вырӑнне «тӗнче тетелӗ» тупрӑмӑр. Япӑх мар термин теме пулать. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» те тӑтӑшах унпа усӑ куратпӑр темелле. Анчах… халӑх унпа ниепле те усӑ курасшӑн мар, тем тесен те уншӑн «интернет» теме меллӗрех. Юрӗ, ку ҫӗнӗ термин тейӗпӗр, йывӑр тейӗпӗр. Анчах чӑн чӑвашлисене те халӑха хӑнӑхма йывӑр-ҫке. Кунта, ман шутпа, питӗ курӑмлӑ тӗслӗх вӑл: чӑвашла уйӑх ячӗсем. Юрӗ, эп кашни кун вӗсемпе усӑ куратӑп та, «ҫурла» августа, «юпа» октябре, «пуш» марта пӗлтернине лайӑх чухлатӑп. Ман пекки пӗр вӑтӑр ҫын пуҫтарӑнӗ-и? Тӑтӑшах «Хыпар» хаҫата вулакансем те чӑвашла уйӑх ячӗсене пӑтраштараҫҫӗ. Чӑвашла уйӑх ячӗсемпе усӑ курма пуҫланӑранпа вӑтӑр ҫул та иртрӗ пулин те халӑха ҫавах январьсемпе февральсем ҫывӑхрах. Чӑвашла календарьсем сахал мар кӑларатпӑр пулин те халӑх ноябрьсемпе декабрьсене пӗлет, чӳксемпе раштавсене вара — ҫук. Эпир вара, терминсене чӑвашлатас текенсем, машина вырӑнне «урапа» теме, двигатель валли чӑвашла термин тупма хӑтланатпӑр... Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр. Тен, эп суятӑп… Чӑнлӑх вырӑнне суя япала калатӑп?

Ҫак шухӑшсем хыҫҫӑн эпӗ чӑн та вырӑссем тӗрӗс тӑваҫҫӗ тесе шутлама пуҫларӑм. Вӗсем вӗт-ха, смартфон вырӑнне темле ҫӗнӗ термин, йӑлт вырӑс сӑмахӗсенчен калӑпланӑскерне, ӑсталамаҫҫӗ. Унашкал терминпа халӑха минретмеҫҫӗ. Смартфон тенине йышӑннӑ та ӗҫӗ пӗтнӗ. Юрӗ, смартфонӗ ют вырӑнта ӑсталанӑ хатӗр тейӗпӗр. Ун вырӑнне вырӑслатнӑ термин хута кӗртме йывӑр тейӗпӗр. Анчах шухӑшлӑх-ха, маркетологсене те вӗт-ха ҫаплах калаҫҫӗ. Ку — техника япали мар. Тавара е пӗр-пӗр пулӑшӑва еплерех халӑх патне ҫитермеллине тӗпчекен специалистсем унччен те пулнӑ. Вырӑслатса вӗсене «продвигатель товара», е «товаропродвигатель» теме те пултарӗччӗҫ пулӗ, анчах та вӑл ҫула суйласа илмен-ҫке, «маркетолог» тенине йышӑннӑ та ним хуйхӑсӑр пурӑнаҫҫӗ…

Терминсене чӑвашлатма тепӗр сӑлтав та хистет ӗнтӗ. Вырӑс чӗлхи пирӗн чӗлхене мӗнлерех «таптанине», вӑл мӗнле вӑйлӑ витӗм кӳнине, эпир пит аван чухлатпӑр. Ҫавна май пирӗн ӑсра ирӗксӗрех ҫак пулӑма «хирӗҫ тӑрас» кӑмӑл ҫуралать. Тен, вырӑс чӗлхине пула пирӗн чӗлхе ҫав териех йывӑрлӑха лекмен пулсан эпир терминсене вӑйпах чӑвашлатма тӑрӑшман та пулӑттӑмӑр пуль... Мӗн тӑвӑн, ҫакӑн пек саманара пурӑнатпӑр. Асӑрхӑр, ытларах чухне, шӑп та лӑп вырӑсла терминсене эпир чӑвашлатасшӑн. Интернационаллӑ терминсем чӑвашлатакансене ытлашши «чӑрмантармаҫҫӗ». «Смартфонӗ», «маркетологӗ» хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Вырӑслисене вара, тем тесен те чӑвашлатма тӑрӑшаҫҫӗ. «Мороженӑй», «двигатель», «общество» (тата ытти ҫавӑн йышшисем) — ҫак сӑмахсем терминсене чӑвашлатакансен канӑҫне ҫав тери пӑсаҫҫӗ... Ҫав вӑхӑтрах, тахҫан авал пирӗн чӗлхене арап чӗлхинчен, ҫавӑн пекех мари, иран, тутар чӗлхисенчен лекнисем пӗрре те канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ. «Киремет», «ӑрат», «пӳрт», «кӗрепле» — ку сӑмахсене никам та чӑвашлатасшӑн мар вӗт. Ытларах енӗпе чӑвашлатакансене шӑп та лӑп вырӑсла терминсем куҫа тӑрӑнаҫҫӗ…

Ҫук, эп терминсене пачах та чӑвашлатмалла мар тесе каласшӑн мар. Калӑпӑр, «Верховнӑй Совет» вырӑнне «Аслӑ Канаш» теме пуҫланине, е «ответле» вырӑнне «хуравла» ҫине куҫнишӗн эп икӗ алӑпа та килӗшетӗп! Чӑвашла варианчӗ пур ҫинчех вырӑслипе усӑ курмалла мар ӗнтӗ. Уйрӑмах, чӑвашли чӗлхене пит аван вырнаҫать пулсан. «Ответле» пирки калас пулсан — ара, юлтӑрин! Синонимсен йышӗ ӳсни чӗлхешӗн питӗ аван! Ҫавна май «тӗнче тетелӗ» чӗлхере ҫирӗпленейменшӗн те эпӗ ытлашши кулянмастӑп. Пултӑр! Синоним пек усӑ курма меллӗ пулӗ! Пӗр ҫӗнӗ термин хушӑнни те чӗлхене пуянлатать-ҫке. Капла чӗлхере ҫӗр пин сӑмах мар, сӗр пин те пӗр сӑмах пулать, мар-и? Ку тӗлӗшпе терминсене чӑвашлатни — кирлӗ ӗҫ.

Апла пулин те, ман шутпа, терминсене ӑсталанӑ чухне «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» принципа манмалла мар тесе шутлатӑп. Пуҫа пырса кӗнӗ пӗрремӗш терминпах усӑ курма кирлӗ мар. Унсӑр пуҫне, тем тесен те, ҫӗнӗ терминсемпе халӑха ытлашши йӑлӑхтармалла мар. Текст вуланмалла пулмалла. Енчен те пуплевӗшри 10 сӑмахран ҫурри ытла ӑнланмалла марри пулсан — ӑна кам вулӗ? Халь кӑна чӑвашла вӗренекене илес пулсан — уншӑн ҫав-ҫавах. Уншӑн хӑть ҫӗнӗ термина ӑша хыв, хӑть унччен куллен усӑ курма хӑнӑхнӑскере. Ыттисен вара мӗн тумалла? Пуҫа вата-вата куллен усӑ курма хӑнӑхнӑ термин вырӑнне ҫӗнни ҫине куҫмалла-и? Ҫук, вӗсем апла тумӗҫ. Вӗсем вулама меллӗ, ӑнланма йывӑрлӑх кӳмен вырӑсла текстпа усӑ курӗҫ. Ҫавна май ку ӗҫре тем тесен те баланс кирлӗ. Чӑвашлатас тесен те пурин валли те тӳрех чӑвашла вариантсене туса хумалла мар, ку ӗҫе майӗпен туса пымалла. Тивӗҫлӗ термин тӑваймасан — ҫаплипех хӑвармалла. Мӗн тӑвӑн, «двигатель» хӑлхана ҫурать пулин те, ун валли халӑх хапӑл йышӑнма пултаракан чӑвашла вариант тупма тем тесен те питӗ хӗн.

«Округ» ҫуратакан тепӗр ыйту

Статья пуҫламӑшӗнче Константин Доброхотовӑн каналӗнче ҫӗкленӗ ыйтӑма асӑнтӑмӑр. «Округа» хӑш-пӗрисем «тӑрӑх» тесе куҫарма пуҫларӗҫ пулин те, ман шутпа, ку куҫару ӑнӑҫлӑ мар. Ҫавна май кунта «округах» хӑвармалла пуль тетӗп. Ман шутпа. Мӗншӗн? «Район» тени пысӑк ыйту ҫуратмасть пулсан, «округне» те ма «йышӑнас» мар? Тепӗр тесен, «тӑрӑх» сӑмахпа мӗн кӑна куҫарса пӑхмарӗҫ пуль. «Сельское поселение» валли те унпах усӑ курнӑччӗ. Халь, ак тата, «округ» валли те ӑнах «чышасшӑн». Сӑмахӑн универсаллӑхӗнчен тӗлӗнме те пулать. Тепӗр тесен, «тӑрӑх» тени «округ» термина, ман шутпа, туллин уҫса памасть. Ку термин вӗт-ха, ытларах енӗпе политикӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫӳлтен мӗнле «антарнӑ», ӑна ҫапла йышӑннӑ. «Округ» вырӑнӗнче ҫавӑн пекех урӑх термин та пулма пултарнӑ: «местность», «объединение», е пачах та пӗр-пӗр «экзархат» е «дистрикт». Пӗлсех тӑратӑп, «дистрикт» тесе ят парсан нихӑшӗн те ҫак территори единицине чӑвашлатас шухӑш пулмӗччӗ... Ку хутӗнче «район» мар, «округ» теме хушнӑ…

Юрӗ, «округӗ» хӑямата-ха вӑл. Ҫӳлтисем ӑна пурнӑҫа кӗртес тенӗ те пирӗн унпа нушаланас пулать... «Чӑваш ТВ»-ри ыйтӑм вара урӑх ыйту ҫуратрӗ. Ҫак блогер хӑйӗн район хаҫатӗнче вырӑсла термин асӑрханӑ тейӗпӗр. Анчах ҫав хушӑрах вӑл темшӗн «Елчӗк Ен» хаҫатӑн сайчӗ тӗпрен илсен вырӑсла пулнине мӗншӗн курмасть-ха? Уншӑн «округ» терминпа усӑ курни чӑвашла хаҫатӑн сайчӗ вырӑсла пулнинчен ҫивӗчрех. Пачах вырӑсла мар-ха, чӑвашла материалсем те пур, анчах скриншота пӑхӑр-ха: сӑнасарах тимлемесен ҫак сайт чӑвашла хаҫатӑн тесе калаймӑн.

Пирӗн тем тесен те хамӑр приоритетсене тӗрӗс лартма хӑнӑхмалла. Лавккара чӑвашла ҫырнӑ вывескӑра йӑнӑш шырамалла мар — чӑвашла ҫырман лаввкасенчи вывескӑсене асӑрхама хӑнӑхмалла. Е тепӗр тӗслӗх: пӗр-пӗр учреждени ятне чӑвашла ҫырсанах «чӑвашла пӗлекенсем» ӑна сӳтсе явма пуҫлаҫҫӗ. Чӑвашла ҫыриччен ячӗ вӗсене пӗрре те кӑсӑклантармасть. Чӑвашлатсан вара — эх, пуҫлаҫҫӗ тавлашма… Ак, нумай пулмасть «Ҫеҫпӗл» чарӑну пирки шавларӗҫ... Чӑвашлинче «йӑнӑш» иккен… Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ «А.С. Пушкин ячӗллӗ вулавӑш» ятне вырӑсла кӑна ҫырни никама та пӑшӑрхантармасть. Ҫак вывескӑна пӗрре мар улӑштарчӗҫ пулин те, нихӑҫан та унта чӑвашла ҫырасси пирки шухӑш пулман пулас. Чӑвашла ҫырнисенче мар йӑнӑш шырамалла, вырӑсла кӑна ҫырса хунисенче «йӑнӑша» курма хӑнӑхмалла пирӗн.

Паллах, чӑваш чӗлхинчи йывӑрлӑхсем пирки вырӑсла ҫырнинчен те пирӗн тахҫанах хӑпмалла. Сӑмахӗ кунта «Чӑваш ТВ»-на мар лекет ӗнтӗ. Эп урӑххисем пирки сӑмахлатӑп... Унашкал ҫынсем сахал мар пулнӑран ячӗсене асӑнса тӑмӑп. Енчен те эсӗ «пурне те ӑнланмалла» вырӑсла ҫыратӑн пулсан, чӑваш чӗлхи пирки мӗнле майпа ыйту тӑратма пултартӑн? Вырӑсла ҫырма хӑнӑхнӑ пулсан — тархасшӑн, йывӑрлӑхсене ҫав чӗлхере шыра. Чӑвашла ҫырма именетӗн пулсан, вӑл чӗлхепе ҫырсан ыйтӑва пурте ӑнланмаҫҫӗ тесе шутлатӑн пулсан — апла вӑл сана кирлех мар, эсӗ чӑннипех ун шӑпишӗн пӑшӑрханмастӑн.

Пӗтӗмлетнӗ май тепӗр хут каласшӑн: приоритетсене ҫавах та тӗрӗс палӑрмалла. Хӑш-чухне вак-тӗвек япала та, паллах, пӗлтерӗшлӗ, анчах вак-тӗвекпе кӗрешнӗ май пысӑк йывӑрлӑхсене те асӑрхамасӑр иртмелле мар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 1486.73.7875
2023.05.22 07:07
Тĕрĕс калан, Микулай.Пĕтĕмпех тĕрĕс.
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 07:12
Agabazar
Пуплевĕш тени предложени пулма пултарайманни аналогирен те курăнмалла. Акă, вулавăш тетпĕр. Вулав+Ăш. Вуламалли пÿлĕме (читальный зал) пĕлтерет. Вуламалли вырăн.

Çавна кура пуплевĕш тени пуплемелли вырăн пулма кирлĕ. Беседка.

Предложение пуплерĕш темелле. Аналог: каларăш (поговорка). Анчах та вăл кăна та мар: тыткаларăш, хăтланкаларăш. Чăн та, кунашкал моделĕн продуктивлăхĕ 100% патнех çиеймест. Анчах та чĕлхе пĕлĕвĕ продуктивлах мар аффикссене те йышăнать.

Калас пулать, предложени тенине ниепле те, ĕлĕкхи пек, çав халлĕн хăварма юрамасть. Район, округ тенисем — варваризмсем мар. Преждложени тени вара, хыçĕнчи элемента кăларса пăрахнă пулин те, варваризмах шутланать.
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 07:42
Agabazar
Цитата. Тӗслӗх пек «сивӗтмӗше» илме пулать. Лайӑх пулса тухнӑ пек те, анчах та «-мӑш/-мӗш» аффикс хушса тунӑ сӑмахсем негативлӑ пулнине шута илмен. Цитата вĕçĕ.

Кунта эпĕ тепĕр тунтер ене кăтартасшăн. Сăмах варринчи -м-, негативлăхсăр пуçне, хăйĕн асĕнче пачах хирĕçле пĕлтерĕше те усрать (вулать — вуламасть, сивĕтет — сивĕтмест).

Анчах та ку тĕслĕхре проблема пит аван татăлать — сивĕтĕш темелле те ĕçĕ те пĕтнĕ. «Мĕшлетсе» тăма нимле нуша та çук.

Аçтахар Хоспочын терминсем ăсталанă чухне пысăк пĕлÿ тата хăнăху кирлине тĕрĕсех асăрхаттарать. Çав чи кирлĕ пĕлÿсенчен пĕри — этимологи текенни.
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 08:18
Agabazar
Холодильнике епле каланă-ши тесе чăвашла Википедие пăхса илтĕм: халлĕхе тивĕçлĕ статья çук-ха. Анчах ытти тĕрĕк чĕлхисенче пур. Тутарла тата пушкăртала — суыткыч, чăвашла сивĕткĕч тенипе тÿр килет. Казахсен те çав манерлерех. Турккăсем «пăр» тенипе çыхăнтарнă. Сивĕтĕш тенипе чи çывăхра тăраканни вара — азербайджансен. Soyuducu теççĕ.
чи кирлĕ пĕлÿсенчен пĕри — этимологи текенни.
Еткер тенине темшĕн пурте эткер теме ăнтăлаççĕ. Мĕншĕн? Юхма Мишши «Еткер» роман кăларчĕ, Геннадий Юмарт чаплă сăвă çырчĕ, Ашмарин сăмахсарĕнче те малта йот тăрать. Сăмахăн этимологине пăхса илĕр-ха эппин, иçмасса! Фарсизм вăл. Унта вăл Яткар тенĕ пекрех илтĕнет. Эппин умĕнче каллех йот.
2023.05.22 12:28
Аçтахар Плотников
Пуплевĕш тени предложени пулма пултарайманни аналогирен те курăнмалла.

Пуплевӗше «пуплев» япала ятӗнчен тунӑ-ха. Тата, унсӑр пуҫне, никамах та беседкӑна «пуплевӗш» тесе калас ҫук пуль. Ытла кӑткӑс, ытла йывӑр унашкал калама.
Эп хам та терминсене аван ӑсталакан ӑстаҫӑ мар. Ку тӗлӗшпе пӗлӳ илмен. Диссертаци таврашӗ хайламан. Ҫавӑнпа та «пуплевӗш»-ре те йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Апла-и, капла-и — хальлӗхе усӑ курса пӑхасшӑн-ха, тен, халӑх кӑмӑлне кайӗ. Каймасан, мӗн тӑвӑн, «предложени» патне таврӑнма тивӗ.
Чукал ачи // 2489.35.2614
2023.05.22 12:56
" Округ " самах , тем тесен те , чавашла хитре мар янарать. Ман шутпа , "ЕН " темелле : Патарьел ен администрацийе , Елчек ен администрацийен культура пайе тата ытти те . Библиотекана "вулаваш " тени--хамартан култарни кана . Хумма Семене пер савас калхуса " перхус " тесе сырнине курна та , сапла калана : " Перхус " тесе сыратпар калхуса , чаваш сынни , хасан керен аса ? Тен калан кулака " чышка " тесе ? Челхем йерет , сире халь итлесе " ( Константин Петров сыравса архивенчен ).
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 13:02
Agabazar
Пуплевӗше «пуплев» япала ятӗнчен тунӑ-ха.
Мĕнех, çапла пултăр. Анчах кунта ытти аналогсене кăтартмалла. Вулав => Вулавăш. Ытти аналогсем пур-и? Вĕсенче малтанхи тата кайранхи пĕлтерĕшсем (семантикăсем, семăсем) пĕр-пĕринпе еплерех çыхăннă?
беседкӑна «пуплевӗш» тесе калас ҫук пуль.
Калас çук тесе ларсан, вапше ним те тумалла мар, ним те калаçмалла мар, сÿтсе те явмалла мар, пурне те хăй еккипе ямалла та ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах та «читальный зал» вырăнне «вулавăш» теесси такамăн пуçне (ахăртнех, Станьялăнне) пырса кĕнĕ те халь çапла йĕрпе пымашкăн тапаçланать ав.
Эп хам та терминсене аван ӑсталакан ӑстаҫӑ мар. Ку тӗлӗшпе пӗлӳ илмен. Диссертаци таврашӗ хайламан.
Аçтахар, сан филологи пĕлĕвĕ пур. Хаçатра ĕçлесе курнă. Гуманитари институтенче шăпах лексикологи енĕпе тĕрмешнĕ. Чăвашла Википедире статьясем çырнă. Халь вара чăвашла сайта тытса пыран. Çавăнпа та никам та сана пĕлÿ çук е опыт çук тесе кутран тапса сирпĕтме хăяс çук.
Станьял // 2625.9.8575
2023.05.22 13:51
Ятармӑксем (терминсем) пирки тӗплӗ ӑнлантарнисем ҫителӗклех. Тавлвшмалли вара чӗлхере ӗмӗрне те пӗтмест.
Чӗлхе "январьсемпе округсем, поселенисемпе селосем" Поплянӑ Пак аталанмасть. Чиререх ШУПАШКАР ТАВРИ, ШӐМӐРШӐ ХУТЛӑХӖ теҫҫӗ, нимле кантон та, район та, округ та мар. Чӑвашсем НОРМАЛЬНӑ ӑнланаҫҫӗ. А лешсене хӑть китайла кала! - вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ, СШАна кайма шутлаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине упрасси тата ун кирлӗлӗхӗ пирки вирлӗрех калаҫасчӗ!
2023.05.22 14:23
Аçтахар Плотников
Чиререх ШУПАШКАР ТАВРИ, ШӐМӐРШӐ ХУТЛӑХӖ

Станьял мучи, эпир тем те калама пултаратпӑр. Анчах та официаллӑ йышӑнмасӑр мӗнле хутлӑх, тӑрӑх, укрӑк (Телеграмра пӗри ҫапла чӑвашлатма сӗнчӗ) теме пултаратпӑр? Официаллӑ стиль пур. Вырӑссем те вӗт-ха темле те калама пултарнӑ: округ та, район та, даруга та, ытти тӗрлӗ термина та — анчах саккунпа «округ» йышӑннӑ та вӗсем ни унталла ни кунталла кайма пултараймаҫҫӗ.
Шел те, пирӗн чӗлхе патшалӑх чӗлхи шутланать пулин те, нимӗнле саккунпа та чӑвашла варианта йышӑнман. Кун пирки влаҫрисен пуҫра та ҫук пулас. Ав, педагогпа наставник ҫулталӑкнех мӗнле кӑна чӑвашла куҫармаҫҫӗ. Официаллӑ ятне ҫирӗплетмен те — кам мӗнле пӗлет, ҫапла хӑтланать. Те «Хыпара» пӑхмалла, те chuv.cap.ru сайтра мӗнле куҫарни ҫине… Те пӗр-пӗр Иван Иванч куҫарнӑ вариант ҫине…
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 14:56
Agabazar
Термин вăл — термин. Унта мĕн килнĕ çавна персе яраймастăн.

«Официаллă» майпа çирĕплетессе те кĕтсе тăраймастăн. Хальхи чăваш парламенчĕ çапса пăрахсан та унашкал ыйтусемпе ĕçлес çук. Комиссисемпе айкомиссисем çине те шанса тăраймастăн.

Ытларах сиплĕ курăм çине таянма тивет.

Ульяновск хулине никам та каялла ята тавăрман. Апла пулин те эпир ăна, авă, ним хăрамасăрах Чĕмпĕр тетпĕр.

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики