Лена лайӑх вӗренсе пычӗ. Тӑрӑшуллӑ ӳсрӗ. Вӑтам шкулта чухнех ӑна вулавӑшра ӗҫ хушма пуҫларӗҫ. Техникум пӗтерчӗ, унтан Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухрӗ. Вара ӗмӗрӗпех Кӳкеҫри тӗп вулавӑшра, Шупашкар районӗнчи вулавӑшсен тытӑмне ертсе пычӗ.
Район вулавӑшне таврапӗлӳҫӗсемпе е вулакансемпе тӗл пулма темиҫе те ҫитме тӳр килнӗччӗ. Хутлӑх энциклопедине библиотекӑра калӑпларӗҫ. Ун чухне калаҫмалли нумай тупӑнатчӗ вара.
Килйышлӑ пулчӗ Елена Сергеевна, хӗрӗсемпе, кӗрӳшӗсемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса курчӗ. Тавах мӑшӑрне, Юрий Александрович Васильев адвоката. Шанчӑклӑ ҫын пулчӗ вӑл. Килйыш хӑчӗ кил пуҫӗнчен нумай килет ҫав!
Кӑҫал Елена Сергеевна пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Ӑна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӑнар енче, Чӑрӑш Туса (Вторые Тойси) масарӗнче хуньама-пӑянам (свекровь) тата хуньаҫа-пӑятампа (свекорпа) юнашар пытарчӗҫ. Туҫа ҫыннисем Елена Сергеевнӑшӑн ют марччӗ ҫав. Кунтах вӑл лайӑх пӗлнӗ учительница, фольклорҫӑ, юрӑҫ Ираида Вдовина выртать. Патшалӑх ӗҫтешӗсен Ефимпа Прокопий Семенов фронтовиксен, Григорий Савгай писатель кенотафийӗ пур. Яштак хырсемпе ешӗл чӑрӑшсем масар канӑҫне хурал тӑраҫҫӗ.
Этем пурнӑҫӗ кӗске, хакӗ виҫеллӗ. Чуна хурса, пурнӑҫа йӗркелес, ҫынсене ырӑ тӑвас тесе ирттерчӗ Елена Сергеевна хӑй ӗмӗрне. Пурӑннӑ чухне ҫавна курма пӗлместпӗр пулинех эпир. Халӗ вара нумай пулӑм аса килсе тӑрать.