Ӗлкӗртӗмӗр.Кая юлса пулин те ҫитрӗмӗр.Хулапа киленсе ҫӳреме вӑхӑт юлмарӗ. Яла ҫӳрекен автобус ир ӳинче те килмерӗ, каҫхине те каймарӗ.- " Мӗн тума ухмахланса шӑнса ҫӳретӗн-ши?"-тесе ыйтаҫҫӗ манран.-"Хам хыҫҫӑн Ҫӗр ҫинче ырӑ ят хӑварма!"Фантази конкурсне класри 8 ачана та хутшӑнтартӑм, иккӗшӗ иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ,класпа пӗрле ҫырни - электронлӑ сасӑлавра малти вырӑн йышӑнчӗ! Чыслав кӑмӑла кайрӗ. парне хуҫисене пурне те, уйрӑмах Николай Плотникова,чунтан тав сӑмахӗ калас килет. 2009-мӗш ҫулта ирттерекен конкурс пирки шутлама пуҫларӑмӑр та ӗнтӗ. Пирӗн тавралӑх пирки Штанашра ҫуралнӑ Василий Лебедев "Чӑваш халапӗсем пурнӑҫа ҫывӑх"ятлӑ халап 1848-мӗш ҫултах пичетлесе кӑларнӑ.Мӗн ҫӗннине шыраса тупмалла -ши?
"Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫланать",-теҫҫӗ ваттисем. Тен, ачасене Шупашкара Ҫӗнӗ Ҫул уявне илсе кайӗҫ?
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.