Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Защита дурного деяния хуже самого деяния.
(Б. Грасиан)
 

Валери Алексин: Валентина Трифонова: «Театр ман чунра, юнра…»

Валери Алексин27.04.2025 12:13247 просмотров

Иртнӗ эрнекун К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артистки Валентина Трифонова сцена искусствине кӑмӑллакансене пуҫтарчӗ. Юбилей каҫне пултарулӑх ушкӑнӗсем, уйрӑм артистсем, культура ӗҫӗн ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ.

…Экран ҫинче чылай ҫул каялла куракансене пӑлхантарнӑ сӑнарсем пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса пыраҫҫӗ. Акӑ ытарайми Сафия («Алхасуллӑ ҫамрӑклӑх», А. Абдулин), тӳрӗ кӑмӑллӑ, ачаш Ахахпи («Сан ятупа», П. Афанасьев), канӑҫсӑр Майя («Ашшӗ, амӑшӗ, ачисем», Г. Хухавили), ҫемҫе кӑмӑллӑ София («Телейсӗрскер» И. Тоболевич)… Вӗсенчен кашнинех актриса хӑнӑхнӑ меслетсемпе мар, пурнӑҫа лайӑх сӑнаса, автор уҫса кӑтартнӑ самантсене пур енлӗн шута илсе калӑпланӑ, ҫавӑнпа вӗсем тарӑн та ӑнланмалла пулса тухнӑ.

Ҫакна тухса калаҫакансенчен нумайӑшӗ, ку шутра театрӑн директорӗ Елена Николаева та, палӑртса хӑварчӗ.

– 1967 ҫулта эпир, вунсакӑр каччӑпа хӗр, театр ӑсталӑхне вӗренме тухса кайрӑмӑр, – тет Ленинградри театр, музыка тата кино институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Владимир Бурмистров. – Эпир хатӗрленӗ «Аслати» спектакле Ленигградри «Смена» хаҫат тата Мускавра тухса тӑракан «Театральная жизнь» журнал пысӑка хурса хакларӗ. Валенина Трифоновӑн ҫак спектакльти ролӗ пысӑках марччӗ, анчах ӑна Георгий Товстоногов, ҫӗршывӗпе паллӑ режиссер, асӑрхаса ырӑ сӑмах каларӗ.

– Валентина Трифонова 35 ҫул хушшинче калӑпланӑ сӑнарсем халӗ те ман асра, – палӑртрӗ хӑй вӑхӑтӗнче культура министерствине ертсе пынӑ Герольд Алексеев ветеран. – Куракансен ячӗпе ыйтатӑп: таврӑн театра тепӗр хут, сан таланту ҫӗнӗ енӗсемпе ялкӑшма тытӑнтӑр.

Валентина Ивановна ҫак сӗнӗве хӑйне майлӑ хакласа Стихван Шавли сӑвӑҫӑн этемпе вӑхӑта уҫса паракан лирикӑлла ярӑмне вуласа пачӗ.

Юбиляра ҫавӑн пекех ҫывӑх ҫыннисем – мӑшӑрӗ, ачисемпе мӑнукӗсем, кӗрӳшӗ – ӑшшӑн саламларӗҫ, иксӗлми таланчӗшӗн, ырӑ кӑмӑлӗшӗн тав турӗҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики