Алексей Милли
Алексей Прокопьевич Милли (Прокопьев) 1884 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Вăрнар районĕ) Нурăсра (халĕ Калинино) çуралнă.
Малтан кӳршĕ ялта (Шурутра) пуçламăш пĕлӳ илет, тепĕр çултан Хурăнварти икĕ класлă шкулта вĕренет. 1912 çулта Хусанти тĕн семинарине кайса кĕрет. 1917-1918 çулсенче вăл — «Хыпар» хаçат редакторĕнче вăй хурать. Хаçат тухма чарăнсан А.П. Прокопьев (эпир ăна ытларах Милли ятпа пĕлетпĕр) сулахай эсерсен ретне куçнă. Граждан вăрçй вăхăтĕнче А.Прокопьев Хĕвелтухăç фронтĕнчи 5-мĕш çар политпайăн органне — чăвашла тухса тăнă «Чухăнсен сасси» хаçата редакцилет. 1919-1921 çулсенче вăл Чĕмпĕрти чăваш педтехникумĕнче вĕрентет, кунта музей йĕркелет. 1922 çултанпа этнографи ĕçĕпе ытларах вăй хума тытăнать, экспедицисене нумайлăха тухса çӳрет, пуян материал пухать. Çав тапхăрта вăл чи вăйлă публицист пулнă тесе каласан та йăнăш пулас çук. 1920-1921 çулсенче вăл Чĕмпĕрте литераторсен пĕрремĕш пĕрлешĕвне — «Чăваш çыраканĕсен ушкăнне» ертсе пынă, «Атăл юрри» журнал (2 номер) кăларнă.
1922 çулта Алексей Прокопьевич Шупашкара килнĕ, архив пуçлăхĕ пулнă. Чăваш çĕршывне сăнакансен ушкăнне кĕнĕ. Чăваш наци музейне тата наци библиотекине экспонатсем пухса парса пуянлатнă. 1923 çулта вăл Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх выставкинче чăвашсен йăла-йĕрке выставкине йĕркелет, уншăн Хисеп дипломĕ илме тивеçлĕ пулать. 1924 çулхи кĕркунне Халăх пĕлĕвĕсен тĕп музейĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме тытăнать. А.Прокопьев СССР хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурине тĕпчекен комитет аспиранчĕ пулса тăрать.
Литература ĕçне 1917-1920 çулсенче тытăнать. Сăвăсем çырнисĕр нуçне, вăл куçару енĕпе те ĕçленĕ: 1914 çул тĕлнелле А.С. Пушкинăн «Чикансем» поэмине куçарнă, 1919 çулта революци юррисен пуххине уйрăм кĕнекен кăларать т.ыт.те.
А.П. Прокопьева 1938 çулхи çурла уйăхĕнче арестленĕ. Унăн кун-çулĕ инçетри çурçĕрте 1942 çулта выçă чире пула татăлнă.
Хайлавĕсем
- Чикансем | Куçару | 1914 | 21 657
- Чăвашсен марсельесĕ | Сăвă | 1917 | 1 315
- Çурçĕр иртсен | Сăвă | 1917 | 1 287
- Сад пахчине лартрăм панулми... | Сăвă | 1917 | 1 274
- Тантăша | Сăвă | 1917 | 5 785
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...