Гаврил Алексеевич Кореньков 1884 çулхи акан 5-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районĕ) Кивĕ Тĕрлемесре вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1892-1895 çулсенче ялти шкулта, унтан 1903 çулччен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран вăл ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн тăван ялĕнче учительте ĕçлет.
Поэт литература ĕçне 1901 çулта тытăннă. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче «Çамрăк сăвăçсен ушкăнĕ» йĕркеленĕ, пĕр вăхăт хушши алçыру журналĕ кăларса танă, унта вырăсла та, чăвашла та çырнă.
1901-1907 çулсенче сăвăç çĕр алла яхăн сăвă-юра, юмах-поэма хайланă, чăваш халăх юмахĕсене чылай сăвăланă. Унăн лирикинче гражданлăх, философи, пейзаж, юрату темисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Г. Кореньков А.И Крыловăн юптарăвĕсене, А.С. Пушкинăн «Пулăçăпа пулă юмаххине» чăвашла куçарнă. Унăн хăш-пĕр сăввисемпе куçарăвĕсем 1906-1907 çулсенче «Хыпар» хаçатра тухнă, нумайăшĕ халиччен пачах пичетленмен.
Поэт Октябрьти революци хыççăн та сăвăсем çырнă, вырăсларан куçарнă. 1920-1940 çулсенче вăл шкул кĕнекисем хатĕрлес ĕçе те хутшăннă. Çутĕçĕнче нумай вăхăт хушши пархатарлă ĕçленĕшĕн вăл Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ, ăна Ленин орденĕ парса чысланă. Поэт 1949 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...