Максим Петрович Арзамасов (Петров) 1853 çулта Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Кивĕ Тĕрлемесре хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççан Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари курсне пĕтерет. Ун хыççăн чылай вăхăт хушши Куславкка районĕнчи Шăнчара тата Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Матакара учительте ĕçлет. Вăл 1919 çулта тифпа чирлесе вилнĕ.
М.Арзамасов сăввисем юлашки вăхăтчен пичетленмен. Сăвăсемпе фольклор материалĕсем çырса хунă тетрадьсем унăн темиçе те пулнă. 1882 çулта вăл «Известия и ученые записки Императорского Казанского Университета» кĕнекере чăваш халăх историйĕ çинчен калакан халапсен ярăмне вырăсла пичетлесе кăларнă («Турхан», «Çураçнă чăваш хĕрĕ», «Хусан хулине пуçласа яни», «Пăлхарсене тутарсем çĕнтерни», «Турхана вĕлерни», «Урасмет», «Анчăк» т.ыт.те). Тепĕр икĕ çултан çав материалсем Хусанта «Известия Общества археологии, истории и этнографии» кĕнекере пичетленсе тухнă.
М.Арзамасов 1880 çулсенче чăваш халăх юррисене пухнă, вĕсем Хусанти университет архивĕнче упранаççĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...