Савельев-Сас Александр Сергеевич Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче 1932 çулта авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Район центрĕнче — Толбазăри каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Çтерлĕри пединститутра пĕлӳ илнĕ, виçĕ çул ытла Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. Районти «Ленин çулĕпе», районсене пĕрлештернĕ хыççăн Çтерлĕре тухса тăнă «Коммунизм ялавĕ», районсене каллех пĕчĕклетнĕ хыççăн «Çĕршыв çулĕ» хаçатсенче тăлмач, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 70-мĕш çулсенчен пуçласа тăван ялĕнчи шкулта директор çумĕ пулса вăй хунă, ачасене тăван чĕлхепе литература вĕрентнĕ. Малтанхи сăвви 1955 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. Ытларах шкул ачисем валли çырать. Шупашкарта унăн ултă кĕнеке пичетленсе тухнă. Пушкăрт тата тутар çыравçисен сăвви-калавĕсене куçарассипе те чылай ĕçлет. Пушкăртстан чăвашĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăнни çинчен хăйĕн ентешĕпе Н.Т. Ивановпа «Юратупа юн» роман калăпланă, вăл «Тăван Атăл» журналта 2001 çулта пичетленннĕ.
А.С.Савельев-Сас Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шурă Атăп» литпĕрлешӳ ертӳçи пулнă, Авăркас райадминистрацийĕн Г.Ибрагимов ячĕллĕ, «Çилçунат» журналăн М.Трубина ячĕллĕ тата Пелепей хулипе район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Ăна Пушкăрт АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...