Иван Мучи
Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) 1895 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Чуралькасси (халĕ Тойтерек) ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ. Граждан вăрçине хутшăннă. Граждан вăрçи хыççăн Хусанти пĕрремĕш чăваш театрĕнче артист пулса ĕçленĕ. 1922 çулта театрпа пĕрле Шупашкара куçса килнĕ. Пĕр вăхăт «Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. И.Мучи чăвашсен сатира журналне — «Капкăна» пуçласа яраканĕ пулнă. Вунпилĕк çул ытла çак журналăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче И.Мучи Чăваш академи театрне ĕçлеме куçнă. Иван Мучи талантлă артист, чăваш литературинче сатирăпа юмор жанрне пуçараканĕ, ăста прозаик пулнă. Вăл классикăлла вырăс литературине пропагандăлас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. А.П.Чехов произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Писатель 1946 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче сарăмсăр вилсе кайнă.
Иван Мучи 1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă.
Паллăрах кĕнекисем: «Колхоз çулне тухнă чух» (1931), «Калавсем» (1940), «Кĕске калавсем» (1955), «Тавăрпи» (1961); вырăсла — «Комсомольская заутреня» (1924).
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
- Пулӑ ҫурӑмӗ | Кулăшла калав | 1940 | 3 342
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...