Станьял (Никитин) Виталий Петрович 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Сĕнтĕр ялĕнче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Вăл Анат-Кĕнер вăтам шкулĕнчен (1957), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен (1962), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринчен (1972) вĕренсе тухнă. Филологи ăспăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, чăваш халăх ăсчахĕ, аслă шкул вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи.
Студент çулĕсенче (куçăн вĕреннĕ вăхăтрах) республикăри «Çамрăк коммунист» хаçатра куçаруçăра тата литература ĕçлевçинче, Нурăсра ача çуртĕнче (Вăрнар районĕ) воспитательте, Урмаелĕнчи вăтам шкулта (Комсомольски районĕ) вырăс сăмахлăхне вĕрентекенре, институт хыççăн Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнче чăвашпа вырăс сăмахлăхĕсен вĕрентекенĕнче, Шупашкарта «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсен пĕрлештернĕ редакцийĕнче тăрăшнă. 1968 çупганпа РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ.
1977 çулта Виталий Станьяла редакцирен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне студентсене вĕрентме чĕнсе илнĕ, 1993 çулта вăл чăваш патшалăх гуманитари тĕпчев институтне куçнă, литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетне вĕрентме куçнă.
Тĕрлĕ тапхăрта Виталий Станьял студентсен «Çилçунат» литература пĕрлешĕвне, Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашне, Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхне, Чăваш халăх академине ертсе пынă. Вăл вăрах вăхăт «Ялав», «Тăван Атăл» журналсен редколлеги пайташĕ, Чăваш наци вулавăшĕн, Вĕрентӳ институчĕн, тĕпчев институчĕн ăспăлăх канашĕсен членĕ пулнă.
Виталий Станьял чăваш литературипе культурине шкулта вĕренттерес енĕпе пысăк хастарлăх кăтартнă. Вăтам тата аслă шкулсенчи вĕрентӳ валли чăваш литературин программисене, вĕренӳ кĕнекисене, меслет кăтартăвĕсене хатĕрлесе кăларнă, автор ушкăнĕсене çирĕм çул ытла ертсе пынă.
Сăвă кĕнекисем виççĕ: «Ытамлатăн, Çĕршывăм, мана», «Ăраскал тĕпренчĕкĕ» тата «Юрату йĕтесĕ».
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...