Аристарх Иванович Дмитриев Етĕрне районĕнчи Улăх Шăмат ялĕнче 1940 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче çар çыннин çемйинче çуралнă, ачалăхне Çĕрпӳ районĕнчи Янтуш ялĕнче ирттернĕ.
Çĕрпӳри вăтам шкултан (1957), Мускаври М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен (1968) вĕренсе тухнă.
1959-1961 çулсенче Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнă, унтан таврăнсан пичет ĕçне кӳлĕннĕ, «Çамрăк коммунист», «Советская Чувашия» хаçатсенче, «Ялав» журналта, Чăваш кĕнеке издательствинче яваплă вырăнсенче ĕçленĕ.
А.Дмитриевăн пĕрремĕш сăвви «Çамрăк коммунист» хаçатра 1956 çулта пичетленнĕ, «Савнисем» поэми 1959 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Сăвă ярăмĕсем хаçат-журналта, «Çеçпĕл çеçкисем» кĕнекесенче нумай тухнă.
Поэт Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккăвĕн, Юрий Сементерĕн, Николай Исму-ковăн, Валери Туркайăн сăвви-поэмине, чăваш халăхĕн «Улăп» эпосне вырăсла куçарнă.
1981 çултанпа — писательсен союзĕн членĕ.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Çеçпĕл Мишши тата К.С.Турхан ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...