Микул Ишимбай (Николай Демьянович Иванов) Пушкăрт Республикине кĕрекен Авăркас районĕнчи Дадановка ятлă ялта 1952 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Унтах вăтам шкул пĕтернĕ, малалла Меселпуçенчи вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. 1970 çулта Çтерлĕри хими заводĕнче аппаратчик пулса ĕçлеме тытăннă. 1974-1979 çулсенче Ишимбайри «Восход» хаçатра малтан корреспондент, 1978 çултанпа промышленность пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах политехника институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Ишимбайри предприятисенчен пĕринче технолог пулса тăрăшать.
Малтанхи сăввисем Авăркас районĕнче тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра 1967 çулта кун çути курнă. Унтанпа Микул Ишимбай хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» журналсенче, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»), «Урал сасси» хаçатсенче çулсерен кун çути кураççĕ. Çыравçă прозăра та вăй хурать. Вулакансем ун «Шурăмпуç пики», «Çынран катăк мар», «Ĕмĕт», «Чыс» кĕнекисене халăлласа йышăнчĕç.
Автор пушкăрт, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас енĕпе те ăнăçлă ĕçлет.
Микул Ишимбай 2000 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...