Алексей Андриянович Афанасьев 1925 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутарстанри Павлă районĕнчи Тăмпарлă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. 1942 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
1943-1945 çулсенче поэт Совет Çарĕнче пулнă. Ун хыççăн шкулта ĕçленĕ, кайран Пĕкĕлмери учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. 1951-1960 çулсенче Павлă районĕнчи «Знамя» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ — редактор заместителĕ, кайран редактор пулнă. 1960 çулта вăл каллех учитель ĕçне куçнă.
А.Афанасьева III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, медальсемпе, Тутар АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе тата «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа наградăланă.
Çырас ĕçе вăл ача чухнех тытăннă. Унăн малтанхи сăввисем «Пионер сасси» хаçатпа «Хатĕр пул» журналта пичетлвннĕ. Юлашки çулсенче вăл драматурги жанрĕпе те чылай ĕçленĕ.
Писателĕн çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Телей уççи» (сăвăлла юмах, 1944, 1965), «Хура ылтăн» (сăвăсем, 1957), «Сăвăсем» (1959), «Туслăхпа юрату» (сăвăсемпе поэмăсем, 1963), «Пирĕн интернат» (поэма, 1965), «Çĕршывăма мухтав!» (сăвăсем, 1969).
А.Афанасьев 1985 çулта вилнĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...