Выçă аптранăскерсем
Кукашшĕне итлесе
Ларать ача сак çинче.
Хăйă çунать ташласа.
Хура пӳрте çутатса.
Ватти тăвать çăпата
Хăй юмахне çаптарса.
Юмах юман тăрринче.
Халап хапха тăрринче.
* * *
Пурăнаттăн пит аван.
Курайманччĕ виç куна.
Анчах, тăванăм, паян
Апат лекни çăварна?
Ларса хырăм тăранмасть,
Мĕнле шухăш шухăшлан?
Ĕç шырарăн — тупăнмасть,
Ăçта каяс тен паян?
— Илĕп çĕçĕ, пурттăма,
Чĕнĕп пĕрер юлташа.
Кайăп юта, вăрлама...
Ан асăнăр чăваша.
* * *
Иван пичче пӳртĕнче
Выçă ларнă виçĕ кун.
Анкă-минкĕ пуçĕнче
Çапла шухăш пулнă:
«Тата пăртак ларсанах
Апат килĕ тухĕ ак!»
Ак тамаша: çавăнтах
Вĕçсе кĕчĕ пĕр курак!
Леш, выçăскер, куракне
Пăхса-туса тăмарĕ,
Мĕнле апат иккенне
Авантарах пăхмарĕ:
«Апат килчĕ» терĕ те.
Ячĕ илчĕ çавăнтах...
Курак пуçĕ пĕтрĕ те,
Курак пиçрĕ вутсăрах.
* * *
Çӳлте пĕлĕт кăн-кăвак,
Ура айĕ — шурă юр.
Хирте çӳрет выç тукмак.
Унăн пурăнăç — хĕн-хур.
Çӳрет тукмак кăнтăрла,
Çӳрет тукмак çĕрĕпе,
Пырса кĕрет ялалла —
Çын хăратать йыттипе.
Анчах апат тупăнмасть,
Унăн выçă вилмелле...
Тукмак ӳкнĕ, хускалмасть,
Пăхрĕ вилĕм килнелле.
* * *
Пĕтерчĕ те юмахне
Ватти хушрĕ сăмахне
— Çапла, ачам, выçăхсан,
Çын тухать çав ухмаха.
Хăшĕ, çиме пулмасан,
Тухать вăрă-хураха;
Хăшĕ, Иван ухмах пек,
Курак çиет аташса.
Хăшĕ, сăрă тукмак пек,
Вилсех каять выçăхса.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...