Чĕлĕм
Чĕлĕмçĕ юрри
Тĕтĕм ашшĕ,
Ырă чĕлĕм,
Мухтав сана,
Кукăр пуç.
Тутан ашĕ,
Çăвар тути,
Чĕрен çăвĕ,
Тавтапуç.
Тутлă апат
Çинĕ хыççăн
Эпир сана
Тытатпăр.
Санăн кĕлне
Шакка-шакка
Хатĕрленсе
Тăратпăр.
Сан илемлĕ
Сăнна пăхса,
Тасалăхна
Сăнатпăр.
Çутă сăнлă
Шлепкӳ айне
Ырă табак
Хуратпăр.
Чунтан-вартан,
Пур кăмăлтан
Сана савса
Чĕртетпĕр.
Куç хупахне
Усăнтарса,
Тута тăсса
Ĕметпĕр.
Пиртен тухнă
Сарă тĕтĕм
Ункăн-ункăн
Çаврăнать.
Çынсен ăшне
Кĕре-кĕре
Чыхăнтарма
Тытăнать.
Çапла пирĕн
Кукăр карчăк
Эпир пурне
Палăртать.
Тутă хырăм
Çинчен туртса
Кăмăлсене
Тултарать.
Чĕлĕм, эсĕ
Тĕслĕренех,
Санăн ят та
Хисепсĕр.
Тĕнче сана
Туман пулсан,
Эпир хальччен
Пĕтетпĕр:
Шухăшлă çын
Çăварĕнче
Ăсĕнчен те
Пахарах.
Хуйхăллисен
Тутисенче
Хуйхинчен те
Маларах.
Хăш чух санран
Вут-хĕм тухса
Ялĕпеле
Çунаççĕ.
Хуйхă тесе
Çынсем вара
Каллех сана
Тытаççĕ:
Чĕлĕм лайăх,
Табак хаяр —
Туртас», тесе
Пуплеççĕ.
Пуçа чиксех
Тутисемпе
Пăккин-паккин
Ĕмеççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...