«Интернационал» вĕрентнĕ пек
Икĕ ватă тус - Пал Захарчăпа Никăн Иванч - Шупашкарта пĕр уйăх ытла пулмарĕç. Иккĕшĕ те яла кайса тăванĕсене çĕр улми кăларса тирпейлеме, пахча çимĕç пухса кĕртме пулăшрĕç. Вăл-ку ĕçе тума вăй çитмерĕ-ха вĕсен, çапах та тăванĕсем ана çинче ĕçленĕ чухне килти вак-тĕвек ĕçсене турĕç, выльăх-чĕрлĕх пăхрĕç, мăнукĕсемпе аппаланчĕç. Кунсăр пуçне ял-йышпа, хăйсем пекех ватăсемпе тĕл пулса çамрăк чухнехи вăхăта аса илчĕç, хальхи пурнăç кăларса тăратакан ыйтусем пирки калаçрĕç.
Халĕ ак Шупашкара таврăнсан вĕсен пĕр-пĕрне пĕлтермелли темĕн чухлех.
— Ас тăватăн-и, Никăн Иванч, пирĕн колхоз пĕтĕм республика умĕнче мухтанмалăх сысна самăртмалли комплекс туса лартнине? — çак ыйтуран пуçларĕ сăмахне Пал Захарчă калаçса татăлнă пекех хула паркне кĕмелли арка айĕнче тĕл пулсан.
— Ас тумасăр, лайăх ас тăватăп. Миçе çул çырмарĕç пулĕ ун çинчен хаçатсем. Телекуравпа та кун сиктермесĕр кăтартатчĕç. Кино ӳкерни çинчен те илтнĕччĕ.
— Ӳкернĕ, ӳкернĕ, — тусĕн сăмахĕпе килĕшрĕ Пал Захарчă. — Ӳкермелли пурахчĕ ĕнтĕ. Мĕн тĕрлĕ çурт туса лартмарĕç пулĕ ун чухне. Кашни ĕç-пуç валли наука вĕрентнĕ пек уйрăм çурт: амасене çăвăрлаттармалли, çăвăрсене пăхса çитĕнтермелли, самăртса аш тума хатĕрлемелли, апат упрамалли çуртсем. Ку çеç те мар. Выльăх пăхакансене пурăнма, вĕсене канса вăхăта усăллă ирттермелли уйрăм çуртсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене комплекс терĕç.
— Комплекса курса килнипе мухтанас терĕн-им? — терĕ Никăн Иванч хĕрӳленсе кайсах калаçакан юлташне пӳлсе.
— Каккуй мухтанма! Леш, хайхи, реформа тени, пирĕн тăрăха килсен, пысăк комплекса тытса тăма вăй çитмест тесе ун ертӳçисем ăна ваккăн сутма тытăннă. Кашни çурта уйрăм çын аллине парсан, фермерсем туса хурсан ĕç ăнмалла тенĕ.
Çапла кашни çуртах кам туянас тенĕ çавна сутса янă.
— Çуртсем туянса фермерсем пулса тăнисем пуйса кайнă пулĕ ĕнтĕ?
— Пырса курасчĕ сан, Никăн Иванч, вĕсен пуянлăхне. Витĕрех курăнать çав пуянлăх, çуртсен вырăнĕ халĕ çап-çара. Фермер текеннисем пĕр-ик çул аппаланса пăхнă: пĕри хур-кăвакал ĕрчетнĕ, тепри пахча çимĕç çитĕнтернĕ, тата тепри пĕр çуртĕнче лавкка уçнă, тепринчен кафе туса хунă, сăра завочĕ тума хăтланакан та пулнă. Кайран ĕç тухмарĕ тесе пĕрин хыççăн тепри çуртсене сутса янă. Туянаканнисем çуртсене пĕр кирпĕч юлмиччен таçта илсе кайса пĕтернĕ.
— Никăн Иванч, ас тăватăн пулĕ, ĕлĕк «Интернационал» юрлаттăмăр, пусмăр тĕнчине тĕппипех ишсе тĕп тăватпăр теттĕмĕрччĕ.
— Сысна самăртасси пусмăрла ĕç тесе пулĕ чаплă комплекса тĕппипех пĕтерсе хунă. Чим-ха, çав юрăрах çĕнĕ тĕнче тăватпăр тени те пурччĕ вĕт. Аркатни вырăнне халĕ çĕнĕрен тăвас темеççĕ-ши?
— Тăвасшăн çав. Шăп эп ялта чух политкун пулчĕ. Çав политкунра çапла каларĕç: пĕчĕк хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх пăхса çитĕнтернипе халăх валли аш-какай кирлĕ чухлĕ туса илме май çук-мĕн. Çакна асра тытса малалла шултра хуçалăхсем тăвас пулать.
— Апла леш «Интернационал» çыраканнисем тĕрĕс каланă: ишĕлтеретпĕр те вататпăр, унтан çĕнĕрен тăватпăр та пуятпăр, тенĕччĕ вĕт.
— Эппин, ишсе-ватса тĕп тунă комплекс та çĕнĕрен çавнашкалах хăвăрт ӳссе ларĕ-ши? Пурăнса çитесчĕ çав вăхăта. Çитейĕпĕр-ши, тăванăм?
Ватăсем тарăн шухăша путса килĕсем еннелле ерипен утрĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...