Çĕнĕ çул
Иртсе кайрĕ Кивĕ çул —
Çитрĕ ĕнтĕ Çĕнĕ çул.
Çĕнĕ çулта çĕн телей
Пур халăха сунатăп.
Çакă çитнĕ Çĕн çулта,
Çут çанталăк шучĕпе
Сивĕ хĕлле иртсессĕн,
Çурхи ăшă килтĕр те,
Юрĕ кайтăр ирĕлсе.
Хĕрӳ хĕвел хĕртнипе
Çĕрĕн пĕвĕ ăшăнса
Ăшă çумăр çутăр та —
Чĕрĕ çеçке чĕрĕлтĕр,
Ыраш калчи ешертĕр.
Ака тырри аксассăн,
Акни çĕре варăнтăр.
Тӳлек çумăр пултăр та,
Тымарланса мĕн акни
Шăтса тухтăр çĕр çине.
Вишни йывăç, улмуççи
Шурă кĕрен чечеклĕ
Тутăр çыхтăр çуркунне.
Хĕрлĕ шурă улмасем
Спас çитнĕ чух, кĕркунне,
Тайса ларччăр турата.
Выльăх-чĕрлĕх апатне —
Сип-симĕсех пусăра.
Пилĕк таран çаранта
Курăк ӳстĕр ешерсе.
Çил-тăвăлтан, сив пăртан
Чипер тăтăр çанталăк.
Вут-кăвартан — хуйхăран
Тӳлек пултăр самана.
Хирте — уйра тырă-пул
Акни харам ан пултăр:
Хăмăль пултăр хăмăш пек,
Тăрри пултăр пăрçа пек.
Çакă çулта этемĕн,
Çула тухсан, çул ăнтăр;
Мĕн пуçланнă ĕç пултăр.
Сăмах-юмах, калаçу,
Сарă çу пек ирĕлсе,
Сиплĕ пулса вырнаçтăр.
Этем ывăль чĕрине
Усал сăмах тивесрен,
Ларан-ӳсен йывăçа
Тăвăл çапса ватасран
Аша ырлăх упратăр.
Хĕвел, уйăх, çăлтăрсем
Хăйсем хывнă çулпала,
Çĕр ырлăхне тивмесĕр,
Чипер çулпах çӳреччĕр.
Çитнĕ çулхи пурнăçра
Савакансем савăнччăр,
Юратнисем юратчăр.
Йăхни пултăр ăнăçлă,
Шăтни пултăр хунавлă.
Чĕрĕ чуна чĕрĕлĕх,
Лару-тăру халăха,
Ырă пурнăç пурне те
Çĕнĕ çулта сунатăп.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...