Тăван Çĕр планетăшăн
Ку ĕç 8 январьте пулчĕ. Раççей правительстви Ģĕр планетăна сыхлама чи вăйлă, ăслă, хастар çамрăксене пуçтарать. Ку командăна эпĕ, Антон Варанов, Виктор Калушев, Лида Михайлова тата Дмитрий Кашин лекрĕмĕр.
Шăп çулталăкран пирĕн станцине Нептун çинчи роботсем Çĕр планетăна пĕтерме хатĕрленни çинчен сигнал килчĕ. Унти роботсемпе Тимĕр-Тăмăр лорд хуçаланать. Инкеке сирсе ярас тесен Нептун тĕшшинчен 2 çухрăмра вырнаçнă управлени станцине сирпĕтме тивет. Паллах, ку ĕçе пире шанса пачĕç. Планетăри чи чаплă оборудованине, тумтире, хĕç-пăшала, космолета пире пачĕç. Çула тухрăмăр. Иллюминатортан метеорит çумăрĕ куртăмăр, çулăмлă шарсене сăнарăмăр.
— Аванах çитрĕмĕр. Кунта лăпкă, — терĕ хаваслăн Дмитрий. — Савăнма иртерех-ха, ман шутпа, пире асăрхарĕç, — хирĕçлерĕ те Антон кĕтмен хăнасене пеме пуçларĕ. Роботсем тĕпсĕр шăтăка ӳкрĕç. Эпир Тритон ятлă Нептун спутникĕ çинче чарăннă, иккен. Вулкансем шĕвĕ азот сирпĕтеççĕ.
— Мĕн пăхса тăратăр, кантрасене çыхăр та управлени пульчĕ патне анар! — çирĕппĕн каларĕ Виктор.
Йĕри-тавра кăвак çутă, вăйлă çил вĕрет, сывлама йывăр. Сасартăк куçа çиекен çутă çуталса кайрĕ, тем шартлатса илчĕ.
— Ак тамаша! Пире хирĕç Тимĕр-Тăмăр лорд хăйĕн çарĕпе килет.
— Мĕн тумалла-ха? Вĕсем нумайăн… Парăнма юрамасть! Çĕр чăмăрне пĕтерме пултараççĕ! — çиçĕм пек вĕçсе иртрĕ шухăш.
— Ха-ха-ха, сире çав-çавах пĕтеретпĕр, Çĕр чăмăрне çухататпăр!» — илтĕнчĕ киревсĕр сасă.
— Çапăçăва! — харăссăн роботсене петĕмĕр. Хĕрӳ çапăçу пуçланчĕ. Роботсене ниепле те пĕтерме май килмест.
— Лидăпа Антон тата Костя, управлени станцине вĕçтерĕр! Хăвăртрах! — хушрĕ Виктор.
Акă вăл пирĕн чи хăрушă тăшман! Виçсĕмĕр те система блокĕ çине çиллессĕн тинкертĕмĕр.
— Айтăр, харăс перер, — терĕм эпĕ васкаса.
— Çук, çĕмĕрме çăмăл та тума хĕн. Хăшпĕр пайсене улăштарса пăхас. Тен, эпĕ шутласа кăларнă меслет кунти роботсене те ырăлăх енне çавăрĕ. Май килмесен вара… ĕлкĕрес пулать, — терĕ те Лида системăри вĕт пайсемпе ĕçлеме пуçларĕ.
— Лида, асăрхан! Роботсем! — асăрхаттартăмăр та роботсене пеме пуçларăмăр. Анчах та вĕсем чылайăн, çывхарсах пыраççĕ. Антона амантрĕç. Манăн та сылтăм хул калакĕ, сулахай ура пĕçертсе илчĕ. Пуç çаврăнса кайрĕ, аялалла тĕшĕрĕлсе антăм. Унччен те пулмарĕ шав чарăнчĕ. Роботсем пире ура çине тăма пулăшрĕç. Хăйсен патне хăнана чĕнчĕç.
— Маттур, Лида, ĕлкĕрчĕ! Хăрушлăх пĕтрĕ! — шухăшлама ĕлкĕртĕм эпĕ.
…Çĕр çинче пире чыспа кĕтсе илчĕç. «Хастарлăхшăн» медальпе, 100 000 доллар укçа парса чысласшăн пулчĕç.
— Пире нимĕн те кирлĕ мар. Эпир — Тăван Çĕр планетăшăн! — терĕмĕр те пурте пĕр сасăпа хамăрăн тăван станци еннелле утрăмăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...