Каçхи мыскара
Ялтисем ăна Кашта Кули теççĕ. Ку ят аслашшĕнчен тухнă пулмалла. Вал хӳме урлă пĕççисене перĕнтермесĕр сиксе каçма пултарнă теççĕ. Куля вара пуринчен те вăрăмрах, пĕшкĕнсен тӳрленме çур кун кирлĕ. Çӳллĕскерне, илемлĕ пит-куçлăскерне хĕрсем килĕштереççĕ.
Хĕсметрен таврăнсан Куля хĕрсене вайăран сахал мар ăсатнă. Купăс ăста каланăран ун тавра çамрăксем ялан явăннă. Кӳлепипе, илемĕпе тата вăйăçă таланчĕпе Куля пĕлсе усă курнă. Çапах та чĕрере пĕртен-пĕрре Уйкас хĕрĕ Такана Ульки пур. Юмахри пек иртнĕ каçсене Куля тĕлĕкре халь те курать, анчах... Тем пек пĕрлешес тесен те Улька Тăванкасри Сантăра суйласа илчĕ. Ĕмĕтленни сая кайрĕ, юрату сӳнчĕ. Мĕн тăвайăн? Куля хăй айăплă — çулталăк тĕнче касса çӳрерĕ. Яла таврăннă çĕре хĕрĕ качча тухнă! Пĕчĕк пепке те ӳсет иккен Улькан. Сантăра хĕнес шут та пурччĕ Кулян, шухăшларĕ те — мĕн усси? Куля ялта шоферта ĕçлеме тытăнчĕ. Каярахпа авланчĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Пурте пур пек, пурте çитет пек...
Ял çынни пĕр-пĕринпе тĕл пулатех. Малтанхи юрату та ĕмĕр асра юлать. Уявсенче Куля купăсĕн сассине илтсен Улькан чунĕ тепĕр хут хĕмленнĕ, вăл картишне тухса вăрттăн сахал мар йĕнĕ. Хăйне Сантăрпа тулли телейлĕ туйман-ши? Е ют арçын илĕртӳллĕрех туйăннă-ши? Ăнланса пĕтер-ха юрату вăрттăнлăхĕсене. Ялта ĕç çукпа пĕрех. Арçынсем ирĕксĕрех ушкăнпа пуçтарăнса ют хулана укçа тума каяççĕ. Хăш чухне мĕнле те пулин мыскара пулса тухатех. Акă, Пăра Кирли хыççăн вырăс майри вĕçтерсе килнĕччĕ. Арăмĕпе çуçрен тытса тӳпкелешнине çынсем курнă. Чалăш Лявукĕ, авланман пулин те, паян кунчченех алимент тӳлесе пурăнать. Çапла вĕсем — "шапашкă" çулĕсем.
Сантăр та, платник ĕçне чухлаканскер, юлташĕсемпе "шапашка" çӳрет. Пĕррехинче Улька упăшки кайнине Куляна вăрттăн пĕлтерет. Хĕрарăм ăшшăн пăшăлтатнипе хĕмленнĕ Куля каç пуласса аран кĕтсе илет. Тĕттĕмленсен ял тăрăх Улька пурăнакан урамалла васкамасăр утать. Капла хирĕç пулакансен умĕнче нимĕнле вăрттăнлăх та çукки паллă. Юратакансемшĕн вăхăт шуни те сисĕнмест. Пепки канлĕ ыйхăра. Аслисемшĕн ирĕк, пыллă самант!
Сасартăк... Çак "сасартăк" сăмах юратакансемшĕн яланах питĕ ытлашши те... Кил умне çăмăл машина çитсе чарăнать. "Сантăр çитрĕ пулас, тар хăвăртрах!" — пăшăлтатать Улька. Ку Куляшăн çăварне хыпнă пыла туртса илнĕ пекех пулса тухрĕ. Чи çӳллĕ туйăмсен ытамне кĕрсе те ĕлкĕрейменччĕ вĕт! Тумне тытса картишне вирхĕнет вăл. Маттур хĕрарăмсем ку самантра та çухалса каймаççĕ. "Мĕн, ĕç тухмарĕ-и? Усăсăр çил хăваласа çӳретĕн!" —хăтăрать Улька упăшкине.
Куля картишĕнче ĕнтĕ. Ăçта тарас? Хапхаран Сантăра хирĕç тухаймăн. Малтан картиш урлă карса хунă пралука тăрăнчĕ. Ăна кĕпе типетме Улька çакнă ахăр. Каялла ывăтăнса , чутах Сантăра çапăнатчĕ. Юрать, ват çын мар, вăйĕ пур, самантрах пĕшкĕнсе малалла вирхĕнчĕ. Пахча хыçне выльăх карти урлă тухса тарасшăн шашулккана хыпашлать, лешĕ пӳрнене лекмест. Хыпаланать, пушшех аташать. ""Мĕнле конструкци ку?!" — вăрçать ăшĕнче. Унта-кунта сикет, йĕри-тавра çӳллĕ хӳме. Читлĕхе çакланнă арăслан тейĕн Куляна. Вăрăмăшĕ те çăлаймасть вĕт! Мĕн тумалла? Телее, чикмек куç умне лекет. Ун тăрăх хăпарса утă ăшне чакаланса кукленет. Сывлама та шикленет.
— Мĕн ку? — илтĕнет ал кум енчен. — Çил те çук, картишĕнчи кабель чӳхенсе тăрать? — тĕпчет Сантăр. Куçĕсем тĕттĕме хăнăхнă пулас.
— Эй-яй-яй! Ара, тин кăна ĕне суса кĕтĕм вĕт! Кĕтӳрен юлса таврăннăччĕ, — тет тавçăруллă арăмĕ.
— Ну-ну, — текелет Сантăр тĕттĕмелле тинкерсе.
Унтан-кунтан илткеленĕ-ха арăмĕ Куляпа калаçкаланине. Çавăнпа чунĕ вырăнта мар.
— Атя, кĕр пурте, мĕн ӳсĕр пуçупа анрашатăн? — чĕнет упăшкине Улька.
— Пастай, пастай, чикмек ăçта? — сасартăк тытса чарать Сантăр арăмне.
— Эк-кей! Ара, сунă сĕте илсе кĕнĕ чух урапа пырса перĕннĕччĕ, йăтса петĕм çӳле! — çухалса каймастъ арăмĕ.
Сантăр картишĕнче утса çӳрет, чунĕ вĕчĕрхет. "Маттур та Улька, ман майлă вĕт, ай, маттур, ăслă!" — ăшĕнче савăнать Куля.,
Кĕтесрен шăнкăр-шăнкăр! туни илтĕнет. Сантăр кĕреçе-сенĕксене хускатать иккен. Унччен те пулмарĕ, тахăш самантра сенĕк йĕпписем Кулян хăлхи çумĕнченех вăшлатса иртрĕç. Малтанах Куля хăраса та ĕлкĕрейменччĕ, самантран вара чĕри тапма чарăнчĕ тейĕн, çурăмĕ сивĕ тарпа йĕпенчĕ. "Кăравул!" — тесе чутах кăшкăрса яратчĕ. Аялта каллех кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ. Сенĕк Кулян сăмси умĕнченех вăшлатрĕ. "Вçо, тепри шăп кутран тивет!" — сехĕрленет арçын. Типĕ утă кун пек чух çăлăнăç мар!
— Мĕн сенĕкпе перкелешетĕн унта, спортсмена тухасшăн мар пулĕ те? — сехĕрленет Улька, анчах сасси çирĕп.
— Профилактика валли, — хуравлать лешĕ. Кăштахран мăшăр пӳрте кĕрет. Мĕн чухлĕ
ларнă Куля çӳлте, ас тумасть. Пулаççĕ вĕт самантсем пурнăçра! Шăппăн йăпшăнса анать Куля, хальхинче шашулккана тӳрех уçма май килет, вирхĕнет çырма урлă килелле. Тĕлĕнмелле, шывлă-шурлăхлă çырмара пушмакĕсене те йĕпетмен! Унта ĕне путаканччĕ, Куля епле "вĕçсе" каçнă? Чĕтрене ернĕскер кĕрет килне, тупать виçĕ четвĕрт сăмакун. Илсе тухса урамри пĕрене купи çине вырнаçать. "Эй, тĕнче, эй, уйăх!" — тесе, хăй сывă юлнине ĕненмесĕр, тулли курка ӳпĕнтерет. Кăштахран, хаш! сывласа, тепĕрне янклаттарать. Чĕтрекен чĕр куççисене ытаклать. Мĕн шуçăмччен ларать çапла. Те кулмалла, те йĕмелле Кулян. "Ку шухă ратнерен тухни пит чаплах мар иккен!" — тесе мăкăртатать.
— Мĕн пĕччен сăмакун лĕрккетĕн, ĕçе епле кайăн! — кăмăлсăрланать арăмĕ.
— Шăл сасартăк аптăратрĕ-ха, ниçта кайса кĕме çук, — пăрăнать Куля.
Çавăнтанпа Куля — ялта чи лăпкă арçынсен шутĕнче. Юратнă купăсне те сайра тытать. Самай вĕрентрĕ ăна çав каçхи мыскара!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...