«Килти» çăмарта
— Канаша ĕçпе кайсан, — каласа пачĕ Евкен кинемей, — пасара кĕтĕм. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕпе кăсăклантăм. Канашра хаксем пирĕн ялтинчен чылай йӳнĕрех мĕн. Ахаль каламан "ялти сутă — Мускав сутти" тесе. Ретсемпе çӳренĕ чух курах кайрăм: пирĕнтен виçĕ кил урлă пурăнакан Хвекла çăмарта туянать, карçинккипех тултарнă. Эпĕ, вăл Канашра йӳнĕрехпе туянса хаклăпа ярăнтарнине илтнĕскер, куçне курăнас темерĕм, пăрăнтăм. Вăл тухса кайсан çеç çăмарта сутнă çĕре кайса пăхрăм. Пĕр теçеткине вун пилĕк-вун ултă тенкĕпе сутаççĕ.
Тепĕр кун район центрне пасара çитрĕм те Хвекла çăмарта сутса ларнине куртăм. Пĕр карçинкка çăмарта.
— Мĕн хакли пултăр, килти çăмарта вĕт, — шапăлтатать Хвекла. — Çирĕм пиллĕкпе сутнăччĕ те, пĕрер тенкине чакарса парăп илетĕнех пулсан... Ара, чăхсене мĕн чухлĕ комбикорм, тулă çитеретĕп. Йӳне лармасть пĕртте...
— Чăхху питĕ йышлă-им? — кăсăкланать çăмарта туянаканни.
— Нумай, нумай. Вăтăртан та ытла. Тăрантарса çитерме çук.
Кӳршĕсенчен илтнĕччĕ: унăн виçĕ чăх та пĕр автан çеç мĕн. Çуркунне Канашран купăста, помидор калчисене илсе килсе хам ӳстертĕм тесе сутнине те пĕлетĕп.
Ĕлĕкрех кун пеккисене "спекулянт" тенĕ, халĕ ăслă çынсем каланă тăрăх, ку сăмаха "предприниматель" текен сăмахпа улăштарнă иккен. Аслă çынранах ыйтса пĕлтĕм-ха. "Предприниматель" тени темле майпа та укçа тума пĕлекен çын тени иккен. Çаплах пулĕ çав. Хвеклан усламĕ мĕльюн тенкĕ мар, калаçмалăх та çук паллах. Вăл та çынсене кура тапаçланать пулĕ çав.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...