Алма-Ата пасарĕ
Темле асамлă курăну пăлхатрĕ пек ăша:
умра вуншар чĕлхепеле калаçакан пасар.
Тем тĕрлĕ çимĕç шăршипе пылланнă сывлăша
рехетленсе сывлатăп эп: çăтмах та кирлĕ мар.
Илекене тавар сĕнсе, сутуçă куллипе
туртать пек кăчăк пур çĕртен шăв-шавлă павильон.
Казах, уйгур, узбек, тутар е кăркăс çыннипе
вĕркет пек, тусăм, ку тĕлте халь тепĕр Вавилон.
Ара, чăнах та ку çапла: чăн туслăх ӳсĕмне
кунтах пĕр нимĕç вырăса пĕлтерчĕ ал тытса.
Ăçта эп? Тен, Европăра? Иккĕленӳ сĕмне
казах хĕвелĕ сириччен тăратăп кăшт хытса.
Эп — Азире!..
— Аш каниччен ĕç кăмăс эс, жолдас,
тутан сар уйăх пек çавра дыньăсене, хак пар.
Пиçсе çитет кăвар пекех вĕри шашлык та час,—
сăйлать казах каччи мана пит йӳрĕк те вăр-вар.
Çĕршер карттус та шĕлепке, чалма та тӳпеттей
умра пĕрмай мĕлтлетнĕрен куçпуç та чарăлать.
Çак самантра тĕнче çути юмахринчен тетте,
вăл йăрăм-йăрăм арбузсен пылакĕпе тулать.
Ак хĕрлĕ питлĕ, чăмăркка панулмисем çине
пăхатăп та, çак илеме ăс-кăмăл парăнать.
Тытса пăхма та тепĕр чух ал темшĕн çӳçенет:
тин татнăран-тăр, вĕсене пас тытнăн туйăнать.
Чие те иçĕм е урюк пăхатăп тутанса:
хĕвеллĕ Ази çимĕçпе пуян çав, тарават.
Эй, улма ашшĕ! Хĕвелӳ, хăш чух шума манса,
ырлăхупа пуль киленсе, ту тăрринчех ларать.
Сан пасарун хĕвĕшĕвне кĕретĕп те тепре,
эп савăнатăп шӳчĕпе ахăрттаран çынпа.
Кив тӳпеттей тăхăннăскер, вăл маншăн хисепре:
тĕл пултăм мар-и чăнласах эп путĕш Касымпа?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...