Гульям
«Сары-арка». Афишăсем чĕнеççĕ
янтарь пек çуталса тăран зала.
Улмуççисем çилпе шĕпĕлтетеççĕ,
чĕнеççĕ сулхăна ăмăртмалла.
Ара, хĕвел вучахĕнчен тармашкăн
кам хирĕç пулĕ? Çилсĕр те кичем.
Эй, ярханах çил, кил, пăртакçă ашкăн,
ан тустарса çӳре ту хушщинче.
Илтмерĕ çил. Юлташпала ларатпăр
улмуççисем хупланă сак çине.
Çиетпĕр дыня е шерпет сыпатпăр,
сăнатпăр куç илмесĕр тусене.
— Сире кансĕрлеместпĕр-и, каçарăр? —
Казах «газелĕсем» ачаш саспа
вăратрĕç шухăшран, —
Сĕнетпĕр:
— Ларăр
пĕрне-пĕри пăхатпăр хаваспа.
Чупатăп эп джигит пек шухă куçлăн
«мороженăй» илме вĕсем валли.
Хаваслă калаçу пуçланчĕ уççăн —
паллашура нумай калаçмалли.
Юлташăм сисиччен чеен сăнатăп
казах хĕрĕсене: чиперскерсем.
Асамлă вут хыптарнине туятăп
хура куçсем, хура куç харшисем.
— Ăçтан эсир пулатăр?
— Чăвашран.
Паллашăр: ку поэт, — юлташ каларĕ.
— Поэт-и? — тĕлĕнсе ыйтать манран
ăслăраххи. Пăхать вăл ăслăн, тарăн, —
Кунак, эппин, — тесе тытать алран, —
ĕçлетĕп эп çырулăх ĕçĕнчех,
ятран мана Гульям тесе чĕнеççĕ. —
Хура куçсем хĕмленчĕç çийĕнчех, именчĕк
шухăшсем пĕвеленеççĕ.
Пĕви ку хăвăрт кайрĕ татăлса:
Гульям шăрантарма пуçларĕ сăвă.
Итлетĕп эп ăна сума суса,
сăвви сăнарлă, шухăшĕ те йăвă:
«Уйăх шуралать.
Çутăлать-çке тул.
Шăппăн вăранать
аякри аул.
Хăвăртлат, ашак,
хăвăн юрттуна.
Час çитетпĕр ак
Çĕнĕ юртăна.
Ах, çав юртăра
ют акын юрри
илтĕнсе тăрать:
эпĕ — ун чури».
— Мĕнре телей? — ыйтатăп шахвăртса
эп Гульямран. Каларĕ вăл вăлтса:
О, ку сăмахăн авăрĕ пит тарăн.
Телей вăл çăмăлттай тум тăхăнса
çӳремĕ йăнкăл-янкăл та япшаррăн.
Пĕлетĕп эп пĕр çамрăк мăшăра:
иккĕшĕ те вĕсем пĕрер урасăр.
Пĕрин çук сылтăмми. Теприн вара —
сулахаййи: çук, памĕç нăйкăш сасă!
Çӳреççĕ костыльпе вĕсем. Çăмха пек пĕчĕк
ачи ялан чупса пырать малта.
Телей шевли пулса вăл çуттăн кĕчĕ
çак çемьене. Суймастăп, тупата.
...Хускантăмăр. Тӳпе те кăвакарчĕ,
Гульям çырса илет ман адреса.
Хура куçсен ăш хĕлхемне хăварчĕ
чĕре тĕпнех вăл вăрттăн пытарса.
Ак татах Гульям
юррине тасать:
«Чунăм, ан кулян,
савнăçа пăсса.
Теветкел джигит
килчĕ çурçĕртен.
Чунĕ уçă пит,
тухмĕ ĕмĕтрен.
Ман аул тĕлне
вăл тупаймĕ çав.
Юрату шывне
вăл ĕçеймĕ çав».
Магазина кĕрсессĕн, теплерен,
мана вăл пăхрĕ пĕр кĕнекерен.
Сăввисене вуларăм та пăлхантăм,
хура куçсен вăрттăнлăхне ăнлантăм.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...