Çутçанталăк илемĕ
Яла канма таврăнсан, тепĕр кунне ир-ирех Çарăмсана пулă тытма кайма шут тытрăм. Çак кун çитессе хула шавĕ-пăчăхĕнче нумай асăннă эпĕ. Тепĕр тесен, сĕтел айĕнчен утса тухма пуçласанах мана кӳршĕри мучи пулла çӳреме вĕрентнĕ.
Тухăçа шурăмпуç карса илсенех сывлăмлă сукмакпа шыв хĕрринелле уттара патăм. Тĕрĕссипе, уттара патăмăр, манпа пĕрле Тузик те пырать. Ăçта унсăр...
Эх, еплерех савăк çуллахи ирпеле! Пуринчен ытла Çарăмсан таврашĕнче! Вырăссен паллă çыравçи Аксаков та, чăваш халăх сăвăçи Шелепи те ахальтен мар ку таврара киленсе çӳреме юратнă, ун çинчен хавхалануллă сăмахсем çырса хăварнă... Чăнах та, кунта сывлăш çав тери уçă: шерпет ĕçетĕн тейĕн. Вăштăр-вăштăр нӳрек çилĕ, аннен çепĕç алли евĕр, питрен лăпкаса ачашлать. Чечексен ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксен юрри-кĕвви тата! Еплерех çепĕççĕн кĕвĕлет шăпчăкĕ — çутçанталăк юрăçи. Тăри хĕвел еннелле çӳле хăпарнă та пĕр вырăнта вĕçи-вĕçми тăрать. Тен, вăл темле асамлă кашта çине ларнă та капăр тӳперен хăйĕн кĕввине таврана салатать? Чарлансен чăр-чар! сасси, шыв патшисем кунк-кунк! тени, пулăсем чăмпăлт та чăмпăлт! сикни... Çаксене пурне те питĕ ăста эрешленĕ симфони темелле. Пĕлесчĕ: хăшĕ вĕсенчен дирижерĕ? Тен, тӳпери тăриех мар-ши?
Эпĕ кăна мар, мĕн тесен те, çак илемлĕхе манăн Тузик та туять. Чарăнкаласа курăк-чечексене шăршлакаласа илет, пуçне пăркаласа, хăлхисене чăнк! тăратса темĕн итлет. Ара, вăл тăтăшах сăнчăрта-çке.
Паллах, кашни пулăçăн хăй кăмăлланă вырăнĕ пур. Манăн вара хам суйласа илни мар, кӳршĕри мучи халалласа хăварнăскер. Мана ку вырăн мучин нумай тĕрлĕ халапĕсене аса илтерет, çутçанталăк илемне курма май парать, кăмăла уçать. Çавăнпа та, яла таврăнсан, кашнинчех çакăнта килетĕп.
Пула тытмалли вырăна çитеспе Тузик малалла тапса сикрĕ, хам-хам! вĕрсе ячĕ.
— Чарăн! — илтĕнчĕ çыран хĕрринчен.
Мана хирĕç сĕт пек шурă та çăра тĕтре витĕр карттус курăнчĕ, унтан çынни те ишсе тухрĕ. Эпĕ ăна çавăнтах палласа илтĕм: вăл Якку кукка, мĕн колхоз пуçланнăранпах агрономра ĕçленĕскер. Пĕлтĕр ăна тивĕçлĕ канăва ăсатнă, орден та панă.
— Кукка, эсир манран та малтан çитнĕ иккен? — терĕм эпĕ ăна сывлăх сунса.
— Миçе сехет халь? — явап вырăнне ыйту пачĕ кукка. — Ну, вĕренӳ мĕнле пырать?
Кукка çыран хĕрне хăпарчĕ.
— Эпĕ сехет илсе тухман, — терĕм.
— Манăн смена улшăннă вăхăта çитмелле.
— Эсир пенсире-çке?
— Çук, тăванăм, канма иртерех-ха. Хам ытла паха ĕçлеймен те пулĕ, тен, халĕ ак уй-хир пахалăхĕн комиссине суйласа хучĕç.
— О-о! Аваннисене лектернĕ! — йăтса пăхрăм унăн хăва вулли çине тирнĕ пуллисене.
— Çитет.
Кĕсъерен пирус кăлартăм та ун еннелле тăсрăм.
— Çук, туртмастăп! — татăклăн каласа хучĕ кукка. — Пăрахрăм. Чăрмантарать.
Эпĕ астăвассах вăл çăварĕнчен чĕлĕмне кăлармастчĕ-çке.
— Чим-ха, — кăсăклансах ыйтрăм унран. — Мĕн-ма чĕлĕм туртни пулă тытма чăрмантартăр?
— Эсĕ ху туртакан пулнă ĕнтĕ. Курăн-ха! — терĕ вăл. — Манăн каймалла. Хăнана пырса кур!
Çыран хĕрринелле утнă май, эпĕ шухăша путрăм: мĕншĕн-ха вăл çапла каласа хучĕ? Ăçтан-ха вара пулă чĕлĕм туртакантан пистĕр?
Мелленсе кăна вырнаçса лартăм. Чи малтанах пирус тивертсе, тĕтĕме çăвартан ункăн-ункăн кăларатăп. Унтан ăмана вăлта çине тиртĕм те вĕсем çине суркаласа: «Лектĕр пысăкки те, пĕчĕкки те», — тесе çырма варрине çитиех вăркăнтартăм. Кĕтетĕп. Нумай та вăхăт иртме-рĕ — хулкка сике-сике те илчĕ. «А, хайхи куккан сăмахĕ-юмахĕ кăлăхах! Лекрĕ!» — култăм ăшра. Вулла хытах туртрăм. Нимĕн те. Татах вăлтана тĕрĕслесе шыва пăрахрăм. Тимлĕн кĕтетĕп, анчах та лăпкă шыв тĕкĕрĕ çинче хулкка пĕр хускалми выртать. Вăхăт шăвать те шăвать. Пысăкки мар, печĕкки те лекмест. «Чим-ха, — тетĕп, — ăнсăртран кукка каланиех тĕрĕс мар-ши?»
Пируса çаран еннелле петĕм. Алăсене хăйăрпа сăтăрса, шывпа лайăх çуса тасатрăм. Шăршласа пăхатăп. Çук, нимле шăрш та çук: пырать-ха эпĕ чĕлĕм туртма пуçланăранпа ик-виç кун кăна иртнĕ. Вĕреннĕ чухне те туртманччĕ. Яла таврăнас умĕн кăна чиксе тухрăм. Пӳрнесем табак сĕрĕмĕпе шăршлансах çитеймен...
Вăлтана та тасатрăм. Вара сурмасăр, темле сăмахсемпе пулăсене илĕртсе каламасăрах вăлтана çав вырăна пăрахрăм. Мĕн тейĕр эсир? Пăртак та вăхăт иртмерĕ, тин çеç тухса сарăлакан хĕвелĕн пайăркисем çинче пулăсем ылтăнăн-кĕмĕлĕн йăлтăртатса илеççĕ. Черетре тăраççĕ тейĕн. Пĕрне туртса кăлартăм, теприне... Курăсăрччĕ эсир мана çав вăхăтра!..
Анчах та манăн ăнăçлăха Тузик тусăмах татрĕ. Хулкка шыва путнăччĕ кăна, йытă вĕрни таврана çурса ячĕ. Унччен вăл çыран тăрăх темĕн шăршлакаласа-шыраса чупкăлатчĕ. Ун çумĕнче ман ĕç çукчĕ, унăн — ман çумра. Йытă вĕрсе ярсанах, чарлансен чăр-чар! сасси темле хаяррăн илтĕнсе кайрĕ. «Ку манăн ахальтен вĕрес çук пулĕ», — тесе, эпĕ йытă вĕрнĕ енелле васкарăм.
Тузика чăнкă çыранпа шыв хĕрринче шыраса тупрăм. Мана курсан, вăл хӳрине пăтраткаласа илчĕ те нăйкăшма пуçларĕ. Унтан, пĕшкĕнсе, ури айĕнчен темĕн йăтса ман енелле пуçне тăсрĕ. Сăнасарах пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: Тузик çăварĕнче чĕпĕ. Йытă ăна хăрах çунатĕнчен хыпнă. Чĕппи ниçта кайса кĕрейми тапаланать, ип-ип-ииип! тесе йĕрет... Унтан чупса пырса, васкасах алла тăсрăм. Тузик чĕппе ман алă çине хучĕ. Эпĕ ăна сиен кӳресрен хуллен кăна тытрăм. Сап-сарă çăварлă, çара пакарталлă чĕппĕн чĕри сиксе тухас пек тапать. Чеппе ик алăпа хупласа ăшă сывлăшпа вĕретĕп. Пăртакран чĕпĕ лăпланчĕ.
Шутлатăп: ăçтан тухса ӳкнĕ-ха ку? Çыран хĕрринче шăтарса тунă йăвасем шутсăр нумай. Кунта чĕкеçсен те, ытти тĕрлĕ кайăксен те пур.
Хăйсен йăвисем патне кĕтмен «хăна» пынăран чарлансем те, шыв чăххисем те, чĕкеçсем те — пурте пĕрле пухăннă, хăйсен патшалăхне сыхлама кар тăнă. Ман çирен çуначĕсемпе пуçран лектерес пекех çуйăхса вĕçсе иртеççĕ чарлансем. Чĕкеçсем сывлăша хĕç пек сураççĕ.
Çак мĕскĕн чĕппе шăтăкне ярас та кунтан хăвăртрах каясчĕ тесе, çыранран шуса антăм. Авă пĕр шăтăкран тепĕр чĕпĕ курăнчĕ. Вăл та сап-сарă çăварне карнă çуйăхать: ашшĕ-амăшĕ апат илсе килессе кĕтет пулĕ. Ак ку, алăри, ытла та хĕррине тухса персе аннă.
Чĕппе хăйĕн йăвине яма алла тăснăччĕ кăна, сисмен хутран чĕпĕ пăрр! турĕ те çĕре ӳкрĕ, кусса анса, хăмăш ăшне пытанчĕ. Тузик, эпĕ мĕн тунине сăнаса, кайри урисем çинче пĕр хускалмасăр ларатчĕ. Чĕпĕ ӳксен вăл шыва сикрĕ, часах чĕппе ман еннелле тăсрĕ.
Йăва патне кармашнă чухне пĕр хăюллăрах чарланĕ манăн шлепкене пуçран сирпĕтсе ярас пекех çывăхран вĕçсе иртрĕ. Чĕпĕ шăтăка тарса кĕрсенех, Тузика чĕнсе хамăн вырăна васкарăм.
Малашне пулă тытасси пĕтрĕ ĕнтĕ. Хĕвел те тухса сарăлчĕ, шăв-шавĕ те пулăсене сехĕрлентерчĕ. Чăнах та, тен, вĕсем те çавăн чухлĕ шăй-шай илтмен пулĕ.
Эпĕ, кайăксене лăплантарас шутпа, кушеле йăтса килелле çул тытрăм.
— Акă сире кучченеç, — тесе кушелри пулăсене çыран хĕррине пăрахатăп. Малтанах, хăраса пулĕ, кайăксем аяккалла вĕçсе кайрĕç. Унтан курăк çунче сиккелекен пулăсене асăрхарĕç пулас. Чарлансем вĕсене йăта-йăтă илсе кайма пуçларĕç,
Çакăн пек шăв-шав çинче эпĕ Тузика, çав мыскарана пуçаракана, мансах кайнăччĕ. Пăхкалатăп, ниçта та курăнмасть.
— Тузик! Тузик! — чĕнетĕп ăна.
Ман сасса илтсен, пĕр тĕмĕ хыçĕнчен унăн пуçĕ курăнчĕ.
... Килелле таврăннă чухне Тузик манран пĕр шит те юлмасăр пычĕ. Хăш чухне вăл мана тĕрткелесе те илет: атя хăвăртрах тесшĕн пулĕ. Кайăксем çав-çавах пирĕн çинчен вĕçе-вĕçе иртеççĕ, чĕкеçĕсем тата чут çеç урасем айĕнчен тухса каймаççĕ. Вĕсен сасси те паçăрхи пек çуйăхуллă мар, темле урăхла, кăмăллăрах темелле. Тен, вĕсен йăвинчен тухса ӳкнĕ чĕппине хăтарнăшăн, тен, хăйсене апатпа чысланăшăн тав тăваççĕ.
Тузик пырсан-пырсан кушиле те сăмсипе тĕксе илет.
— Çук унта нимĕн те, — тетĕп ăна.
Чăнах та манăн кушил пуш-пушах. Пултăр, ара! Анчах та манăн кăмăл туп-тулли.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...