Хура кунтсен тĕлĕкĕ
Гипноз... Гипнотизер... Чăвашла каласан, куç пăвакан этем ĕнтĕ. Ăраскалсăр шăпаллисем яланах асамçăсене шыраççĕ. Хăйсен хуйхи-нушине каласа парса çăмăллăх тупасшăн вĕсем. Анчах асамçăн е тухатмăшăн япшар чĕлхипе телей тупнă çынсене халиччен те асăрхаман-ха Мишша. Пурах-ши çавнашкал телейлĕ çын? Пурах пулсан мĕншĕн йăлттин-ялттин сиккелесе çӳремеççĕ вĕсем ял урамĕнче?.. Мишша çывăрса каяймасăр енчен енне çаврăнкаласа выртрĕ. Унтан вырăн çинчен тăчĕ те кантăкран çĕрлехи урама тинкерчĕ. Тулта çил ачисем çеç ӳлесе макăраççĕ, чуна çӳçентереççĕ. Мишша сасартăк кулса ячĕ. Çук, ахăлтатса кулмарĕ вăл. Сасăпа куласран çăварне аллипе хупларĕ. Амăшĕпе Кури шарт сиксе вăранасран хăрарĕ. «Ха! Мишша ухмаха тухнă-çке!» — тесе калĕç тата.
Мишша çывăрма выртрĕ, тарăн шухăша кайрĕ. «Ытла та айван-çке эпĕ! Куç пăвакан пулма ĕмĕтленетĕп! Хамăра, телейсĕрсене, мĕнле чĕлхеçĕ çăтмах тĕнчине тупма пулăшĕ-ши? Мĕнле усал вăй пирĕн çемьене инкек-синкек илсе килчĕ-ха? Куç пăваканĕ кам пулчĕ-ши? Пире тăлăха тăратса хăварчĕ вăл: аттесĕр юлтăмăр! Тĕрмене ячĕç ăна. Хăрушă айăпа кĕчĕ вăл. Хăйĕн пысăк çылăхне пула тамăк çулĕпе утрĕ атте. Çӳлти Турă пире çак хура инкекрен сирсе яма пултараймарĕ...»
Ашшĕ — Куçма — амăшĕпе тепĕр чухне хăр-хар калаçкалани те пулнă-ха. Кăра кăмăллăччĕ. 1911 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ тискер ĕç халĕ те сив чир тытнă пек çӳçентерет Мишшана. Эх! Мĕнле шуйттан пуртă тыттарчĕ-ши ашшĕне кĕрĕст-кĕрĕст сикекен туй халăхĕ умĕнче? Ӳсĕр ашшĕ хăйĕн Пракка пиччĕшне вĕлернĕ хыççăн çемьере ахăр самана пуçланса кайрĕ. Укахви çемьен йывăр кутамккине пĕр-пĕччен йăтрĕ. Хура кунсем килсе тухнăран пӳртре чĕмсĕрлĕх пуç пулса тăчĕ. Инкеклĕ кунăн курăнман чукмарĕ пырса çапнăран Мишша асар-писер шухăшсемпе тăлланса çӳрерĕ.
Ашшĕсĕр юлнă каç çинчен каярахпа ăна Кури шăллĕ каласа пачĕ: «Эх, Мишша! Эпĕ пӳртре çын йынăшнипе вăранса кайрăм. Куçа уçма та хăрарăм малтан. Анне аташса выртать пулĕ тесе шутларăм. Вăл мар иккен. Хăрах куçа уçса пăхрăм та урай варринче кукленсе ларнă аттене асăрхарăм. Пиччĕшĕсем хĕненипе пичĕ-куçĕ шыçăнса кăвакарнă, ыратнипе вăхăт-вăхăт чуна тивмелле ахлатса илет. Унтан ура сырса сăхман тăхăнчĕ. Ман пата утса пычĕ. Эпĕ куçа хупса çывăранçи пултăм. Лайăх сисрĕм: куç илмесĕр пăхса тăрать вăл мана. Тепĕртакран çивиттине тӳрлеткелерĕ те сан патна утса пычĕ. Эсĕ вăранмасăр çывăраттăн. Унтан вăл турăш енне çаврăнса сăхсăхма тытăнчĕ. Вара алăк енне çаврăнса утрĕ. Чарăнчĕ. Анне, хытса тăраканскер, вырăнтан та хускалаймарĕ. «Шăхасана евит тума каятăп. Эпĕ киле урăх таврăнас çук. Ачасене лайăх пăхса усра. Çылăх çук вĕсен», — терĕ те пӳртрен ĕмĕлке пек тухса кайрĕ...»
Шăллĕн сăмахне пĕр сиктермесĕр итлесе тăракан Мишша, хурланса кайнăскер, пуçне çĕрелле усрĕ. «Малтан час çывăрса каяймарăм çав эпĕ, — тӳрре тухнă пек сăмахларĕ Мишша. — Кайран йывăр ыйхă пусса илчĕ те, тĕнчерен уйрăлса кайнă пекех тĕлĕксен шурлăхне путрăм. Çапла, çапла... Нумайччен йынăшса тапалантăм. Туртса кăларакан пулмарĕ. Эх, аттене юлашки хут курса юлаймарăм... Ирхине тăрсан пӳртре атте çуккине асăрхарăм. «Атте ăçта?» — тӳрех ыйтрăм аннерен. «Шăхасана кайрĕ вăл. Хăйĕн айăпне хăвăртрах йышăнма васкать аçу», — тĕксĕммĕн хуравларĕ анне. «Вăл хăçан таврăнать, анне?» — ыйтрăм эпĕ куççуль витĕр. «Темле çав», — хурлăхлăн каларĕ анне. Пире вăл нихăçан та суйса курман. Эпĕ йăпăр-япăр тумлантăм та чӳрече умне чупса пытăм. Асаттесен пӳрчĕ умĕнче виçĕ лаша кӳлнĕ тăрантас тăратчĕ, кил хушшинче страшниксем уткаласа çӳретчĕç. Çӳçенсех илтĕм. Ял урамĕнче çын çӳрени те курăнмасть. Картишне тухрăм.
Ял пуянĕсем — Çтаппан Иванчпа Михаил Иванч — хушнине итлесе анне патне кӳршĕре пурăнакан Насаркка кĕчĕ. Пуянсем вăрттăн та кирлĕ ĕç шанса панăран мĕскĕнскер хăй ăшĕнче ташша çапма та хатĕр пулнă ĕнтĕ вăл. «Кин! Пурттине пытар-ха эсĕ. Малтан юнне çуса тасат тульккăш», — васкаса хистерĕ хайхискер. Унăн сăмахĕнчен пăрăнма пултараймарĕ анне. Насаркка хушнă пекех турĕ. Ылханлă пуртта çуса тасатрĕ те хăмла пахчине кайса пытарчĕ, аттен тăшманĕсем, хурал пӳрчĕ умĕнче пухăннăскерсем, куç сиктермесĕр пăхса тăнă ăна. Тепĕртак тăрсан теçетник килсе çитрĕ. «Упăшкун пурттине ăçта пытартăн?!» — пăвăртма тытăнчĕ хайхискер. Анне тунать. Теçетник вара çăварĕ çурăлса каяс пекех кăшкăрма тытăнчĕ, халех тытса каяссипе хăратрĕ. «Пуртă ăçтине пĕлместĕп. Шырăр, тупăр», — хăйĕннех печĕ анне. Теçетник тухса кайсан аннене уретниксем патне чĕнтерчĕç. Вăл вĕсен умĕнче те тунчĕ пулас. Аттен каварлашса татăлнă тăшманĕсем çухалнă пуртă ăçта выртнине пĕлтереççĕ. Уретниксем аннене пытарнă пуртта илсе килме хушаççĕ. Лешĕ вырăнтан та тапранмасть. Вара аннене вăрттăн сăнаса тăнă çынсем пĕр-пĕрне тĕрткелесе вăл пытарса хунă пуртта илсе килме чупаççĕ. Йăпăр-япăр шыраса тупаççĕ вĕсем ăна. Пӳрте кĕреççĕ. Хăйсем ĕхĕлтетсех кулаççĕ. «Ха! Мĕнле çăмарта тума тытăннă ку ухмах чăх? Тимĕр сăмсаллă, йывăç авăрлă. Пăхсан — кайса ӳкме те пулать», — тет пĕри. «Кунашкал çăмарта тăвакан чăх ырă чĕпсем кăларĕ-ши?» — тет тепри пирĕн енне пăхса. Эпир сывлама та шикленетпĕр. Аннене Шăхасана илсе кайрĕç. Вулăс кантурĕнче виçĕ кун тытрĕç ăна. «Ку пуртта эсĕ упăшку хушнипе пытарнă. Апла пулсан эсĕ те яваплă», — тесе хăратнă мĕскĕне. Çапла, Кури шăллăм, пурнăçăн тӳнтерле сăн-сăпачĕ...»
Салхуллă Кури пиччĕшĕ çине хурлăхлăн пăхса хаш сывларĕ. «Мишша пичче! Чĕрене çĕçĕ пек тăрăнакан асаилӳ мана час-часах шарт сиктерет. Михаил Иванч, ялти çĕрме пуян, вулăсрисене Куçма çемйине ялтан кăларса ямалла тесе хĕтĕртмен-ши вара? Çын аллипе кăвар туртма юратаканскер, яланах хура шухăшпа йăпанса пурăннă ĕнтĕ вăл. Ăна пула виçĕ каç макăртăмăр. Юрать-ха Павăл арăмĕ Марине час-часах кĕркелесе тухрĕ. Ăшă сăмахсем каласа лăплантарчĕ...»
Амăшĕ кантуртан таврăнсан Ушанарти ват куккăшĕ Мирун Яккăльч киле-киле кайрĕ. Çитнĕ-çитмен: «Чун чăтмарĕ те, кĕрсе тухас терĕм», — текелерĕ. Пĕринче вăл çапла каласа хăварчĕ: «Эх, Укахви! Хăвăр тавра çĕлен-калта явăннине пăртак та пулин чухлатăн-и эсĕ? Куçма тăшманĕсем пысăк кавар хатĕрлеççĕ. Унăн ĕçне татах та йывăрлатса сире те сикчевлĕ пурнăçа сĕтĕрсе кĕресшĕн. Эсĕ вара мĕншĕн пуртта пытарма шутларăн-ха?» Хĕрарăм куçне тутăр веçĕпе шăлса илчĕ те каласа хучĕ: «Насаркка сăмахне итлерĕм. Пуртта пытарса хума çав канаш пачĕ мана». Мирун Яккăльч пуçне сулкаласа илчĕ те йывăррăн сывласа ячĕ: «Хытă улталанă сана, Укахви. Куçма инкекĕ сана та пырса тивтĕр тенĕ вĕсем. Судра асăрхануллă пул. Юрĕ, эпĕ кайрăм эппин. Сывă юлăр...»
...Астăвăм çăмхине сӳтсе выртакан Мишша хăйĕн шухăшĕпе амăшĕн ун чухнехи асаплă сăн-питне шырарĕ. Акă, акă вăл! Çĕрлехи сĕмлĕхрен питĕ хуллен, питĕ шăппăн шуралса тухрĕ. «Эх, мăнтарăн! Мĕн чухлĕ тип шар куртăн пулĕ эсĕ...» Амăшĕ Михаил Иванча нихçан та шанманни Мишшашăн вăрттăнлăх пулман. Анчах Çтаппан Иванч пирки нихăçан та усал шутламан вăл. Унăн пысăк йăнăшĕ пулнă ку. Икĕ хура çĕлен пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăм пулма пултарĕç-ха? Амăшĕ çакна пĕрре те шута илмен. Çтаппан Иванч тискер ĕç хăйĕн пиччĕшне мĕнле услам парассине аван пĕлсе тăнă. Вăл 1910 çултах Столыпин саккунĕпе усă курса çĕр лаптăкĕсем туянасшăн пулнă, кайран вара общинăран уйрăлса çав лаптăксене яланлăхах хăй ячĕпе çирĕплетме ĕмĕтленнĕ. Вилнĕ çынсен е ялтан тухса каякансен (тăван-пĕтенĕ пулмасан) çĕрне укçалла илсе хăйĕн анине пысăклатма тăрăшнă. Çавнашкал хура çĕр Çтаппан Иванчăн виçĕ ята çитнĕ. Чи лайăх тата хура тăпраллă çĕр лаптăкĕсем Çтаппан Иванч аллине лекесрен унăн сĕмсĕр шухăш-ĕмĕтне сарлака çулпа вĕçме унччен Куçма çине тăни те чăрмантарнă. Кунашкал хирĕç тăру çинчен Мишша амăшĕ Укахви пĕлсех кайман. Кил-çурт таврашĕнче, уйра пуç çĕклемесĕр ĕçлекен хĕрарăм арçынсен шухăш-кăмăлне чухласа пурăнманни те айванлăх серепине лекме пулăшнă ĕнтĕ ăна. Упăшкин йывăр шăпине çăмăллатас тесе Укахви Çтаппан Иванчпа канашласа пăхма хыпаланнă. Ялти нумай пĕлекен ăслă çын — Çтаппан Иванч — Укахви пынă чухне сĕтел хушшинче хут çырса ларнă. «Килех, — нушана лекнĕ хĕрарăм çине чеен пăхса каланă Çтаппан Иванч. — Килех, килех! Тĕпеле иртсем...» «Хе-хе-хе! — ĕхĕлтетсе кулнă хăй ăшĕнче «тараватлă» кил хуçи. — Айван мулкач упа шăтăкне хăех чупса кĕчĕ-çке». «Мĕнле пурăнкалатăн, Укахви?» — ыйтнă вăл шахвăртса. «Пурнăçăн хӳри пăрнăç пулчĕ çав, Çтаппан Иванч, — хаш сывласа илнĕ хĕрарăм. — Эпĕ Куçма ĕçне кăшт çăмăллатас тесе санпа канашлама килсеттĕм те...» «Пулăшма пулать. Ма пулăшас мар? Анчах нумай пĕлекен ваккат тытма тивет, Укахви. Куçма ĕçĕ — кăткăс ĕç. Кăшт çăмăллатма пулать-и, çук-и — калаймастăп. Çĕрпӳре пĕр ваккат пур-ха, анчах сакăр вунă тенкĕрен кая мар тӳлеме тивет ăна. Хăй ĕçне питĕ пултарать тет çав ваккат. Укçине ăçтан тупăн-ши? Хоспоти помилуй... Укçа чул касать теççĕ. Эх-эх-эх! Укçа пĕрре астарать, тепре пуçа кастарать. Пурнăçăн хӳри чăнах та пăрăнăç пулас. Кĕтмен çĕртен эсĕ те ман пата пăрăнса кĕтĕн, Укахви. Шалтах тĕлĕнетĕп санран: Куçмашăн хыпăнса çӳреме кирлех-ши сан? Пĕр-пĕринпе çав тери япăх пурăннă-çке эсир. Сана вăл çӳпĕ вырăнне те хуман теççĕ...»
Çтаппан Иванчран çакнашкал сăмах кĕтменскер, чӳнĕ кӳтсе килнĕ хĕрарăм ура çине тăнă та кил хуçипе сывпуллашмасăрах тухса кайнă. Çтаппан Иванчăн хура ĕçĕсене тавçăрсах илме пултарайман çав. Хут пĕлекен пуян Çтаппан Иванча «ăсчах» тесе хакланă ял-йыш. Унăн пуçĕнче хура шухăш йăшăлтатнине ăçтан чухлама пултарнă-ши Мишша амăшĕ? Çтаппан Иванч вара Куçма çемйине те ялтан хӳтерсе кăларса яма хатĕрленнĕ, çĕрне туртса илсе ял общинине пама ĕмĕтленнĕ. Кайран ăна укçалла туянма шутланă çак чунсăр çын...
«Чăваш чăваша çиет. Ырă пурнăç таврăнасси çинчен шухăшлама та йывăр», — тарăхса пăшăлтатрĕ Мишша. Вăл вырăнĕ çинчен тăчĕ те урай хăми чĕриклетесрен асăрхануллăн пускаласа кĕнеке сентри патне пырса тăчĕ. Акă вăл куç пăвакан пулма вĕрентекен кĕнеке! Мишша ăна ытти кĕнекесем айĕнчен кăларса илчĕ те хăй çине сăхман уртса ярса картишне тухрĕ. Сивĕ çил вĕрет. Пулин! Пурпĕрех куç пăвакан пулас çук вăл. Намăса çухатнă çынсем куç пăваççĕ. Чыссăрсем! Мишша вĕсене чĕлхепе куç пăвĕ! Çыруçă чĕлхипе çеç уçса пама пулать шухăш-кăмăл вăрттăнлăхне. Хайхи картиш варрине тухса тăчĕ те аллинчи кĕнеке страницисене тата-тата илсе çӳлелле ывăтма тытăнчĕ; Хура тӳпене темĕн чухлĕ шурă кăвакарчăн вĕçсе хăпарнă пекех туйăнчĕ. Кĕнеке страницисем темĕн тĕрлĕ çаврăнса каçхи сĕмлĕхре çухалчĕç. Аллинче хуплашка çеç тăрса юлсан ирĕклĕн сывласа ячĕ те карта урлă кармашса тӳпенелле пăхрĕ. Хытса ларнă юр пĕрчи евĕр сивĕ çăлтăрсем нимĕн пулман пек йăлкăшса çиçеççĕ.
Эх! Мĕн тери аслă иккен çутçанталăк. Мишша аллинчи кĕнеке хуплашкине карта урлă ывăтрĕ те пӳртелле васкарĕ. «Тăм пуç! — тепĕр хут вăрçса илчĕ вăл хăйне. — Пурнăç манран урăхла куç пăвакан чутласа кăларĕ. Хальлĕхе эпĕ пулас ӳкерчĕкри пăнчă çеç!..»
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...