Тĕлĕкре те канăç çук
Мишшан ашшĕн пĕртăван пиччĕшĕсем виççĕн пулнă: Пракка, Ехрем тата Павăл. Куçман вăталăх пиччĕшĕ Ехрем çав тери юратман иккен шăллĕне. Праккана тăтăшах Куçма çине вĕслеттерсе тăнă. Юхха хĕрарăм пек тĕрлĕ элек-челек пуçтарса Пракка пуçне тăтăшах анкă-минкĕлетнĕ çакскер. Хирĕçӳ тата çапăçу пуçарса яма тĕрлĕ сăлтав тупса панă вăл Праккана. Куçма ăна-кăна чухлайман. Турра шĕкĕр, тавçăрса илес тĕк ун аллинчи пуртă çав кĕрĕс-мерĕс туйра Ехреме вĕлерме те пултарнă. Пракка вара, тен, сывах тăрса юлнă пулĕччĕ. Ку вăл пурпĕрех Мишша ашшĕн сикчевлĕ шăпине улăштарма пултарайман-тăр. Ун асар-писер кун-çулĕ тĕрмерех татăлмалла пулнă ахăр.
Кунпа çĕр пĕрлешсе кайнă пекех пулнă çав йывăр уйăхсенче. Уяр çанталăк та тĕксĕм курăннă, хура кас та ула-чăла сăнсемпе пăлханнă.
* * *
Пĕр ирхине Мишша вырăнĕ çинчен ялт! çеç сиксе тăнă те йĕри-тавра кăн-кан пăхкаласа хăвăрт-хăвăрт калаçма тытăннă: «Тĕлĕк куртăм кĕçĕр! Эх! Тĕлĕксем те чуна ыраттараççĕ. Кĕçĕр курни те çавнашкалах. Каласа парас-и? — килтисене пăхса çаврăннă вăл. — Итлĕр эппин. Янкăр тӳпеллĕ çанталăк кăмăлĕпе киленсе пирĕн атте ыраш уйĕ тăрăх таçталла утатчĕ. Ал туйипеччĕ хăй. Васкаса утать атте! Кĕлетки пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пырать. Эпĕ хыçалтан макăрса чупатăп. «Ан кай, атте! Ан кай!» — тесе йăлăнатăп. Çук, илтмест вăл ман сасса. Утать те утать, çаврăнса та пăхмасть. Эпĕ аттене хăваласа çитеймерĕм. Çилпе чăшăлтатса выртакан ыраш уйĕнче юпа пек хытса тăтăм та ал туйипе вашкăртса утакан атте кĕлетки пĕчĕкленнеçем пĕчĕкленсе пынине сăнаса тăтăм. Юлашкинчен унăн кĕлеткинчен хура пăнчă çеç тăрса юлчĕ. Сăмах пуплевĕ хыççăн лартса хунă хура пăнчă теме те юрать ăна. Юлашкинчен çав пăнча та такамăн курайман алли вăшт çеç сăтăрса пăрахрĕ. Мĕне пĕлтерет ку тĕлĕк?» — Мишша каллех пӳртри çынсене пăхса çаврăннă.
«Тĕлĕк вăл яланах мĕне те пулин систерет. Аçăра тытса хупрĕç ĕнтĕ. Вăл тĕрмерен киле çавранса çитĕ-ши? Шанма йывăр. Сан тĕлĕкӳ, Мишша, тем тесен те çак шухăша тĕвĕлесе кăтартать, — тенĕ амăшĕ пиче тăрăх йăр та йăр чупса анакан куççуль тумламĕсене шăлса. — Анчах шанчăка çухатас марччĕ. Шанчăкне çухатнă этеме пурнăç тума çав тери йывăр».
Амăшне нимĕн чĕнмесĕр шăпăрт итлесе ларнă ачисем. Мишша тĕлĕкĕпе хурланнă кил-йыш темĕнччен лăпланайман. Шухăша кайнăскер, лешĕ тăванĕсене тепĕр хут куçран пăха-пăха çаврăннă та хăвăрт вĕриленсе кайнă: «Эсир, мĕн, эпĕ хамăн тĕлĕке йăлтах каласа кăтартрăм тесе шутлатăр-и?! Йăнăшатăр. Ыраш уйĕнче ал туйипе танкăшса таçта каякан аттене куçран çухатнă хыççăн эпĕ киле чупса çитрĕм те темĕнччен хурланса макăртăм. Килте никам та çук. Сасартăк пӳрт алăкĕ яри уçăлса кайрĕ те, шала усал сăн-питлĕ Михал Иванч ыткăнса кĕчĕ. Кĕсйинчен темĕнле хутсем кăларса ман ума пырса силлерĕ: «Аçăр Пракка пиччĕре вĕлернĕшĕн сире кил-йышĕпех тĕрмене ăсататпăр. Ăнлантăн-и?!» Хăй вара, шăмарса кайнăскер, тап-тап пусса алăкăн-тĕпелĕн уткалать, шăлне шатăртаттарать. Унтан каллех ман пата чупса пычĕ. «Укçа пур-и?! — ыйтрĕ вăл хаяр саспа. — Тен, хам шутланă ĕçе ытлашши шала яма тăхтаса тăма та пулта ратăп эпĕ. Укçа парсан хамăн кăмăла пăртакçă çемçетме те пултаратăп. Илтетĕн-и? Ха! Мĕншĕн пуçна пăратăн манран?! Кам эсĕ манăн умра?! Калас-и? Анчăк çури-и! Вăт кам эсĕ манăн умра! Илтетĕн-и? А-ха! Эсĕ те, аçу хăраххи, путлĕ çын пулаймастăн. Аçу — йытă, Пракка пиччĕшĕн пуçне çинине ял-йыш манать-и?! Çук! Эпĕ те манмастăп. Хăйшĕн чул йăва тупрĕ-тупрех урнă йытă. Халех укçа тупса пар! Ялти ятлă-сумлă çынсен кăмăлне çавăрас тесен манăн эрех ĕçтермелле вĕсене. Пĕлетĕн-и, йĕксĕк? Манăн, мĕн, хам шутран ĕçтермелле-и вара? Э?! Ме! Çакна тытса пăх эппин, анчăк çури!»
Урса кайнă Михал Иванч кукиш кăтартрĕ те усаллăн ахăрса кулчĕ. Хама ăнсăртран çапса ярасран хараса пите сылтăм алăпа хупларăм. «Пирĕн укçа çук, — терĕм аран-аран. — Тăвар илме те укçа çук, Михал Иванч! Ĕненмесен пĕтĕм пӳрте ухтарса тух». Çав тери шиклĕ сасăпа калаçнăран Михал Иванч çемçелнĕ пек пулчĕ. Ман çине куçне чарса пăхкаларĕ те аллине лаш сулса алăк патнелле уттарчĕ. «Юрĕ, — терĕ вăл. — Каятăл-ха, анчăк çури. Хытах хăрарăн-и? Эсĕ, аçу хăраххи, çын çине çемçе куçпа пăхма пĕлместĕн-ха. Вĕрентĕпĕр кирлĕ пулсан, лайăх вĕрентĕпĕр...» Михал Иванч пӳрт алăкне шалт хупса хăварчĕ. Эпĕ темĕнчченех куççульпе çăвăнтăм. Чун хурланчĕ, кăмăл пăсăлчĕ. Хĕвел те хура пĕлĕтсем хыçне кĕрсе пытанчĕ пек. Анчах тӳпери хĕвел куçа йăмăхтарсах кулатчĕ-ха...»
Тепĕр виçĕ эрнерен Çĕрпӳре Куçма ĕçне суд пăхса тухрĕ. Ăна вуникĕ çула каторгăна ямалла турĕç.
* * *
Çын тамăкра та пурăнма вĕренет теççĕ. Çапла пуль çав. Тĕрме тамăкĕнчен Куçма пĕр çыру та ямарĕ килне.
«Мĕн сăлтавпа çапла турĕ-ши вăл? — тăтăшах пуç ватрĕ Мишша. — Хутла пĕлмест ĕнтĕ. Вĕренмен. Çырас çырушăн та çынна тархасламалла çав. Ял çыннисем хăй çинчен ыйтса тĕпчесрен сыхланмасть-ши? Тем тесен те хисепрен тухнă çын хăй çинчен пĕлтермесĕр пурăнма тăрăшать мар-и?..1»
Ашшĕне тĕрмене лартнă çул питĕ йывăррăн иртрĕ. Укахвие Шăхасана чĕнсех тăчĕç. Унтан питĕ каçа юлса таврăнатчĕ вăл. Михала хӳрешкисем тăлăх ачасене пĕрмаях хăрата-хăрата кайнă. «Аннĕре киле ямаççĕ паян. Страшниксем ăна çăварлăхласа хĕненине хамăр куртăмăр. Тĕпчеççĕ ăна! Пĕлетĕр-и çакна, анчăк çурисем?!» — çапла калатчĕç те пăрăна-пăрăна утатчĕç. Ачасем хăранипе макăрма тытăнатчĕç. Амăшĕ таврăнсан çеç лăпланнă вĕсем. Урама тухсан Мишшана яланах Михала ачисем тапăнатчĕç: «Эй! Курăр-ха, курăр! Çын вĕлерекен ачисем ял-йышран вăтанма та пĕлмеççĕ. Урам тăрăх нимĕн именмесĕр çапкаланса çӳреççĕ. Халех, халех тăн кĕртетпĕр намăссăрсене!» Çак сăмахсемпе Михала ачисем ăна килнелле хăвалама хăтланнă. Çĕр ĕçĕ хуйха-суйха сиркеленĕ. Мишшапа Кури купăста, хăяр, çарăк анисене шăварма шыв йăтнă, çĕрулми йăранĕсене те çум курăксенчен тасатнă. Хресчен ачи — хресчен ачиех. Мăн çăварлă хĕл килессине пĕчĕкренех пĕлет вăл. Ал-ура çирĕпленсе çитеймен ачасем çĕр ĕçĕн пĕтĕм нуши-тертне имшер хĕрарăм çинчен сирме пултарайман-ха, анчах ӳркенмен.
Чи йывăрри кĕр аки пулчĕ. Пĕр эрне пуç çĕклемесĕр тырă вырнă хыççăн ял çыннисем çĕртме пуссине ыраш акма тухрĕç. Ку ĕçе Куçма пĕччен туса пынă. Халь вара... çĕртме пуссинче çум курăкĕ çеç ашкăрса ӳсет. Ыраш акас пулсан ăна тепĕр хут сухаламалла! Йывăр ĕçре пулăшса пыма Трахвин Яккăльч йыснăшĕ хапăл тунăччĕ-ха пĕркун. Анчах темме курăнмарĕ вăл. Чăн сăлтавне кайран çеç пĕлтерчĕç: вĕри чирпе аптранăран шăп та лăп виçĕ кун вырăн çинче выртнă иккен йыснăшĕ. Урама тухса та курман. Унăн хăйĕн тыррине те акмалла-çке!
Йĕпе çине сапа тенĕ пекех пулса тухрĕ. Укахви кил картишĕнче нимĕн тăваймасăр уткаласа çӳрерĕ. Юлашкинчен вăрăм сак çине ларчĕ те чуна çуракан сасăпа макăрса ячĕ. Мишшапа Кури ун патне чупса пычĕç. Мишша пĕр сăмах та чĕнеймест, тути чĕтрет. Хăйĕн те куççулĕ талса тухрĕ, анчах ача сасă кăлармарĕ. Куççульне çăта-çăта, макăрса ларакан амăшне ăшă сăмахсемпе лăплантарасшăн тăрăшрĕ вăл. Кун пек самантра сăмахĕсем те тупăнмаççĕ курăнать. «Анне! Эсĕ макăрни пире те хурлантарать. Пите куççуль тапса тухать. Макăрма чарăн-ха, тархасшăн!.. Куççуль тăкса ларнипе усă пулĕ-ши?» Мишша сăмахĕсем амăшĕн хурлăхлă шухăшĕсене вăхăтлăха та пу, лин сирсе ячĕç пулас. «Епле сухаласа тырă акăпар-ха, ачасем? Кам пулăшĕ пире? Трахвин йыснăр та килмерĕ-çке. Çĕр типсе пырать, кайран суха пуçĕпе те касаймăпăр чулланса ларнă çĕре. Эх!» Мишшапа Кури пĕр-пĕрне пăхса илчĕç те харăс кăшкăрса ячĕç: «Хамăрах сухалатпăр, анне! Курса тăр: çын кулли пулмастпăр! Ыранах ана çине тухатпăр!..»
Тепĕр кун ирхине ирех Укахвипе Кури ывăлĕ лаша кӳлчĕç те урапа çине сухапуç, сӳре тата вăрлăх тултарнă михĕсене çĕклесе хучĕç. Ку ĕçе Мишша хутшăнма пултараймарĕ. Каçхине ури ыратма пуçланăран килтен те тухаймарĕ вăл. Чухăннисем хĕрхенсе те илчĕç: «Эх, мĕскĕнсем! Нуша пушши Укахви çемйине пĕрмаях вĕтелесе тăрĕ ĕнтĕ ӳлĕм», — терĕç пĕрисем. Теприсем пуçĕсене çĕрелле усса çапла каларĕç: «Инкек-синкек çынран ыйтса килмест çав. Пурнăç çулĕ пирĕншĕн тумхахлă: яланах пĕр-пĕр сулнăка пыра çапăнатпăр...» Инкекшĕн савăнакансем вара хăйсен хура ăшчикне пытарма пултараймарĕç: «Эй, курăр-ха, курăр! Каттăршнин çемйи те уя тухрĕ-çке?! Хе-хе-хе! Укахви нуша кулачне çисе пăхасшăн курăнать...»
Çак килпетсĕр ушкăнра хута кĕрсе калаçакан çын тупăнмарĕ. «Çапла çав, Укахви! Малашне суха пуç тытнипех кутану тухĕ», — усал сунса тата хăррăн пăхса ăсатрĕ куштан çынсен ушкăнĕ...
Укахви сухапуç тытрĕ, Кури лаша çавăтса пычĕ. Малтанхи суха кассине тухсан кӳршĕри ана çинче Трахвин йыснăшĕ курăнса кайрĕ. Вăл хыпаланса пычĕ. «Виçĕ кун чирлесе выртрăм. Вырăнпах выртрăм, Укахви. Каçар, каланă сăмаха тытаймарăм», — терĕ пăшăрханса. Епле суха тумаллине вĕрентме тытăнчĕ. — Лаши хăех утĕ-ха... Эпир ак çапла тăвăпăр: эсĕ, Укахви, карлав аврине тытса пыр, эпĕ сухапуç тытăп...»
Укахвипе Трахвин ана тăрăх икĕ хутчен каялла-малалла çаврăнчĕç, ана пуçĕнче чарăнса тăчĕç. «Халĕ, Укахви, эсĕ сухапуç тыт, Кури карлав тытса пытăр. Юрĕ, эпĕ хам ана çине каям-ха. Ĕçĕр ăнса пытăр», — тесе Трахвин хăй çĕрĕ çине васкарĕ...
Хĕвел каç енне сулăнсан Укахви, халтан кайнăскер, лĕнчĕртетсе çеç ута пуçларĕ. Кури те карлав авринчен тытса аран-аран çеç сĕтĕрĕнсе пычĕ. Юлашкинчен иккĕшĕ те, йĕп-йĕпе тара ӳкнĕскерсем, урапа сулхăнне ларса кахал апачĕ турĕç.
Хĕвел те анать ĕнтĕ. Анчах уйри çынсем яла таврăнма васкамаççĕ-ха. Тепĕртак тăрсан çеç лашисене тăварма тытăнчĕç вĕсем, килĕсене тăттĕмленсен тин çитрĕç. Хапха умĕнче Мишша кĕтсе илчĕ. Ĕшенчĕк сăн-питĕнче ăшă кулă çуталса илкелет: темĕнле вăрттăнлăх пĕлтересшĕн тейĕн...
Укахвин кил-çурт ĕçĕ каç пулсан та пĕтмест: ĕне сумалла, каçхи апат пĕçермелле. Çенĕке кĕрсен кашта çине çуса çакнă кĕпе-йĕме курчĕ те тĕлĕннипе шак хытса тăчĕ. Мишша Петĕр шăллĕпе пĕрле пĕве хĕрринче хура кĕпе-йĕме çуса килнĕ иккен. «Эй, тамаша! Ман саппуна çуса çакма та ӳркенмен-çке эсă, Мишша!» — терĕ амăшĕ хавхаланса. «Ай-ай, анне! Сан кĕпӳсем шывра çав тери йывăрланса кайрĕç. Аран-аран туртса кăлартăм. Вĕсем çинчи тарпа кирĕк шывра юлчĕ, анне. Ан пăшăрхан. Тăрăшса, вăй хурса çурăм...» Укахви кăмăлĕ улшăнчĕ. Мишша чирлĕ пулсан та ахаль ларманни çав тери савăнтарчĕ ăна.
Лаççа кĕрсен сăмсана вĕри апат шăрши кăтăклантарса ячĕ. Мишша каçхи апат çинчен те манса кайман иккен. Икĕ хуран çакса янă вăл: пĕринче яшка вĕрет, тепринче тинкĕле пăсланса ларать.
Мишша лаша тăварчĕ, амăшĕ ĕне сурĕ. Пурте тулли кăмăлпа каçхи апата ларчĕç. Амăшĕн пит çăмартийĕсем тăрăх куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Хурлăхпа савăнăç куççулĕ пулчĕ вăл. «Эх! — терĕ Укахви. — Тата мĕнле нуша кăтартĕ пире ку пурнăç? Малта тĕлли-палли те курăнмасть». Шухăша кайнă Мишша мăн çын пек каласа хучĕ: «Усал кунсем тухса кайсан ыррисем те çитмелле. Шанчăка çеç çухатас марччĕ». Амăшĕ ачине пуçĕнчен ачашласа илчĕ. Аслă ывăлĕн сăмахĕсем унăн ырса çитнĕ ăш-чикне хытах çăмăллатрĕç курăнать. «Эх, анне! Мĕнле чăтан-ши эсĕ? Пĕрре те ырă кун курмарăн, пĕрре те терт-асапсăр çӳремерĕн. Эх-эх! — ассăн сывласа калаçрĕ Мишша. — Çапах та ан кулян эсĕ, кулянса куян тытакан пулман-ха халиччен. Эпир те ӳссе çитĕнĕпĕр-ха, анне. Вара сан канăçсăр чĕрӳне те телейлĕ кунсем ăшăтĕç...»
* * *
Ашшĕне тĕрмене хупнă çул ăнăçсăр иртсе кайрĕ. Шăрăх çанталăк хирти имшер тырра çĕр сĕткенне памарĕ. Тырри те начар, улăмĕ те сахал. Пĕр теçеттинрен ултă-çичĕ пăт çеç пуçтарса илчĕç. Виçĕ ят çĕрĕ пулсан та усси пулмарĕ. Ана çинчен аран-аран хĕрĕх пăт пуçтарса илнĕ тырă шăл йĕрен выçлăхран епле хăтарса хăварĕ-ши? Пӳртрен çăкăр шăрши çухаласси те куç кĕрет. Куçмашăн мĕн чухлĕ тăкак тӳсме тиврĕ тата! Хĕрĕх пăтран куланай та тӳлемелле, тум-тир те илмелле тата тăранса пурăнмалла. Выльăх-чĕрлĕх усрасси те çăмăл мар. Кӳршĕсем пачах сивĕнчĕç. Кил умĕнчен пăрăнса иртеççĕ. Хутран-ситрен аслашшĕ килкелесе каять-ха. Анчах мĕнле пулăшу пама пултарĕ вăл? Юрать тырă вырнă чухне Ушанарти Мирун Яккăльчпа Трахвин йыснăшĕ килсе пулăшрĕç. Шуркассинче пурăнакан Урине аппăшĕ те вĕсенчен юлмарĕ. Трахвин йыснăшĕ авăн çапма пулăшрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...