Шурă роза
5
Ахмета çав кунах çăмăл автомобильпе Хабаровск хулине ăсатрĕç. Çар госпиталĕнче вăл мĕнпурĕ те виçĕ эрне кăна выртрĕ. Икĕ эрнеренех ура çинче çӳрекен пулчĕ, виççĕмĕш эрнинче тухтăрсене госпитальрен кăларăр тесе йăлăнма тытăнчĕ. Ватă тухтăр, витĕрех темле эмелсен шăрши çапнăскер, юлашки хут обход турĕ те Ахмет мĕн каласса катаранах сиссе ăна хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Ну, тусăм, паян сана кăларатпăр. Тав ту ватă тухтăрна! — терĕ вăл ăна çемçе аллипе хулпуççинчен лăпкаса.
Ахмет пĕчĕк ача пек савăнса кайрĕ, палатăри юлташĕсемпе алхапăллăн сывпуллашрĕ, докуменчĕсене илме вĕçтерчĕ. Госпиталь начальникĕн кабинетĕнче пилĕк минут хушши ларни уншăн пилĕк сехет ларнăн туйăнчĕ. Начальник алă пуснă хут типсе çитичченех вăл ăна тытса илсе аялти пӳлĕмре хăйĕн тумтирне илме васкаса анма пуçларĕ. Пусма картлашкисем тăрăх чупса анма кăна пуçланăччĕ, хыпаланнипе пĕр шур халатлă хĕрарăм çине çитсе çапăнчĕ.
— Ерипен, ерипен, юлташ. Сăлтавсăрах суран тума пултаратăн, — терĕ ăна йăваш та çемçе сасă.
— Каçарăр, — терĕ те Ахмет пуçне çĕклерĕ. Вара çавăнтах сулахай аллине хĕрарăм еннелле кăнтарса хаваслăн çухăрса ячĕ: — Лена-а! Эсĕ-çке ку. Вăт епле тĕл пултăмăр!
— Ахмет, Ахмет! — икĕ аллипе те унăн мăйĕнчен уртăнчĕ Лена. — Епле лекнĕ эс кунта?
— Куратăн пулĕ... — бинтпа пиеленĕ хулпуççийĕ çине куçпа тĕллесе кăтартрĕ Ахмет. — Эсĕ тата епле майпа килсе лекнĕ?
— Эпир Чăваш республикинчен вăтăр комсомолка килтĕмĕр.
— Хăçан çитнĕ эс апла?
— Ĕнер кăна çитрĕм. Ĕнерех кунта ĕçе ячĕç. Анчах хваттерпе аппаланса паян та ĕçе тухаймарăм-ха акă...
— Вăт ку — тĕлпулу!
— Ну, мĕн эпир кунта пусма çинче калаçса тăратпăр çак. Атя хăвăртрах ман хваттере. Пырса кур чăваш хĕрне Инçетри Хĕвел тухăç епле йышăннине.
Вăл ăна сывă хулĕнчен тытрĕ те госпиталь картишĕнчех ларакан пысăк вăрăм çурта илсе кĕрсе кайрĕ.
Лена Ахмет умне хаçат-журнал хурса пачĕ, хăй васкаса чей лартма, апат-çимĕç хатĕрлеме тухса канрĕ. Ахмет куç тĕлне пулнă пирвайхи хаçата уçса хучĕ те шăлт тĕлĕнсе хытса кайрĕ: малтанхи страницăн çӳлти сылтăм кĕтессине унăн темĕн пысăкăш портретне пичетленĕ.
— Ак тамаша! Ăçтан пырса лекнĕ ман портрет хаçата? — кăшкăрса ячĕ вăл. Унтан портрет айне çырнине васкаса вуласа тухрĕ. Унта çапла çырнă:
«Пограничник Ахметуллин Ахмет; ăна Совет çĕршывĕн чиккине сыхлас ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса наградăланă».
Пĕр савăннипе, пĕр хумханнипе Ахмет çак самантра нимĕн тума аптраса тăчĕ. Вăл хаçатри кĕске сăмахсене тата тепĕр хут вуласа тухрĕ те, пит-куçне хĕвел пек йăлтăртаттарса, хытă сасăпа кăшкăрса ячĕ:
— Паттăрлăх! Ку мар чăн-чăн паттăрлăх. Кирлĕ чухне эпир кунтан çирĕм хут, вăтăр хут, çĕр хут ытларах паттăр пулăпăр! Тăван çĕршывшăн пурнăçа та шеллемĕпĕр.
— Тĕрĕс! — çирĕплетрĕ ун сăмахне алăкран кĕрекен Лена. — Награда илнĕ ятпа чĕререн саламлатăп сана, тусăм...
* * *
Каçхине, сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларнă чух, Ахмет Ленăна çапла ыйту пачĕ:
— Эс мана тахçанах юратса пурăннă тетĕн. Усратăн-и-ха ху эп çырса панă сăввăма?
— Усратăп кăна мар, халĕ те пăхмасăр кала-ма пĕлетĕп:
Ирхине эп тăтăм,
Хĕвел куртăм.
Ман çĕршывăм çавă
Пулĕ терĕм,
Чунăм — хура куçăм!
— Эсĕ ху тата усратăн-и-ха манăн парнеме? — ыйтрĕ Лена тусĕн куçĕнчен ăшшăн пăхса.
— Усратăп, — тавăрчĕ Ахмет. Вара вăл васкасах кăкăрĕ çинчи сулахай кĕсье тӳмине вĕçертрĕ, пĕчĕк шурă пурçăн тутăр ăшĕнчен виçĕ сăмахлă шурă хут татăкĕпе типнĕ шурă роза çеçкисене кăларса Ленăна тыттарчĕ.
— Ахмет! Ахмет! — Вăл, хăйĕн савăнăçне ниçта кайса хурайман енне, пăлханса, именсе ӳкрĕ. — Тавах сана, тавах, Ахмет! Халĕ сана тата тепĕр роза паратăп. Анчах шуррине мар, йăмăх хĕрлине, — терĕ Лена вăрăммăн сывласа илсе. Çак вăхăтрах вăл сĕтел çинчи чечек çыххинчен чи шултра чечекне суйласа илчĕ те Ахмет кăкри çине тирсе хучĕ.
— Çынсем çав чечексен тĕсĕ тăрăх этемĕн кăмăлне уйăраççĕ тенине илтнĕ эпĕ, — терĕ Ахмет тусĕн парнине çепĕççĕн шăлса илсе. — Пĕлместĕн-и эсĕ, Лена, мĕне пĕлтерет вăл хĕрлĕ роза? Мĕнле кăмăл уççи вăл?
— Вăл-и? Вăл... — Лена калас сăмахĕнчен именнипе хăй те роза пекех хĕрелсе кайрĕ, çапах та тусĕнчен хăйĕн кăмăлне пытарма шутламарĕ: — Вăл акă мĕне пĕлтерет, кур!
Тунсăхласа çитнĕ хĕр пограничника мĕнпур хĕрӳлĕхпе ыталаса илчĕ те тутинченех хыттăн-хыттăн чуптурĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...