Салтак ывăлне
«Кунçул, тăванăм, пирĕн питсенче
тĕренпелех-ши касăсем хăварнă?» —
тесе супсан та тĕкĕр умĕнче,
пĕтĕмлетӳ туни пĕрре те чармĕ.
Çĕр халиччен курман ĕç-хĕлĕпе
Ӳсет-и çын? Ку пархатарлă тăсăм
Ан чарăнтăр тесе, çĕн ĕмĕтпе
çĕклет пире кунçулăн çирĕп ăсĕ.
Анчах салтак вăл юлнă салтаках:
ӳксен те санăн чĕрӳнте вăл тăрĕ.
Вăранĕ вилĕм ыйхинчен татах:
çĕршыв тăшманĕ сехĕрленĕ, хăрĕ.
Сан умăн утĕ улăп ĕмĕлке,
вăрман та, хир те тăвăл евĕр кĕрлĕ.
Вăл — пуля витĕр тухнă кĕлетке —
хура вăя пĕр шит юлмасăр йĕрлĕ.
Ас-хакăлпа чун витĕр вăл утать,
ăс-хакăлпа чун витĕр — унăн çулĕ.
Çапла, тăванăм, пурнăç тăсăлать,
çапла, тăванăм, вилĕмсĕрлĕх юлĕ.
Салтак утать!
Вăл хăйĕн тивĕçне
пурнăçласа утать килес кунсемшĕн.
Историшĕн утать вăл.
Ывăлне
хавхалану кӳрен çурхи хĕвелшĕн.
Ку тивĕç — йывăр.
Хăв çине ăна
илсе, тупасшăн эсĕ чăн хăюлăх.
Кунçул çеç тĕплĕн тĕрĕслĕ сана —
хална тӳсĕмлĕхре пĕлесшĕн пулĕ.
Çĕр ешерет-и, вĕçтерет-и юр,
ача-пăча вылять-и — ĕнтĕ кур эс! —
Аçу чĕрех! Салтак вилмест. Вăл пур!
Ун пурнăçĕ — вăл хăй сыхланă пурнăç.
Ăна манмасть нихçан та тăван ен,
апла пулсан, ан ирттĕр пурнăç мелсĕр.
Пĕр шухăш пур çапах та çĕр-аннен:
этемлĕхе курасшăн вăл шинельсĕр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...