Çул юппинчи куккук
Шур хумсем чуптарать шур чечеклĕ уçланкă,
авăтать пĕр куккук, çул шутне шутласа-тăр.
Кур: вылять кӳлĕре йăпăр-япăр уланкă,
пытанать те — каллех çут тĕнче лăпкă, сапăр.
Янăрарĕ куккукăн сасси çеç пит тăлăх —
тăрăшать пуль çулсен хиоепне вăл тупасшăн?
Ман бухгалтер пулма шухăшланă вăл кăлăх:
хам çулсен хисепне хам саспа эп шутласшăн.
Эп пĕлместĕп: ман ĕмĕр кĕске-и е вăрăм?
Халлĕхе сиккипех-ха чупать çилçунатăм.
Кам унта йăпшăнса, вăрăлла пăхрĕ хăррăн?!
Кирлех мар-тăр пĕлме — кăмăлна çеç хуçатăн.
Çул çине чул хурса хăварсан та — чĕнӳллĕн
ялкăшса сарăлать манăн ĕмĕр çуначĕ.
Эй, усал ĕç, усал ĕçӳпех эсĕ пӳлĕн:
касса татĕ пĕрех чĕлхӳне чăнлăх-хачă.
Çилçунатăн çилхи вĕлкĕшет çиле майăн,
ку ӳкерчĕк куçа курăнать шухăш витĕр.
Тен, ваклантăм та пуль тепĕр чух пайăн-пайăн?
Хапхуна çеç халех, килес кун, эс ан питĕр!
Тепĕр хут йыхăрса илес çук ниепле те
хам хыçри кунсене. Ав, хĕвеллĕн, тĕтреллĕн
çухалаççĕ вĔсем. Таврăнмаççĕ — пĕлетĕп:
çухалаççĕ хуллен шуйхашуллă эртелĕн.
Ма сана халь, куккук, сахалланнă çул шучĕ
кирлĕ пулчĕ? Чĕнмест вăрманти бухгалтери.
Юлашки хут чуна, тен, шăпаçăм вут хучĕ?
Кун çинчен хыпарне вăл мана пĕлтермерĕ.
Шур хумсем чуптарать шур чечеклĕ уçланкă...
Пĕр куккук çеç çулсен хисепне пит тупасшăн
вăтать тăрăшса — уссăр ĕç вăл пуçланă:
хам çулсен хисепне хам саспа зп шутласшăн.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...