Пурах-ши вăл?
Вăрмантан пуçтарăнкаласа тухнă çĕре кун каç енне сулăнма та ĕлкĕрчĕ. Кунĕпе хĕртнĕ хĕвел ывăнчĕ пулас, вăрман хыçне кайса пытанчĕ. Акă вăрман хĕрринче ӳхĕ ӳхлетсе илчĕ. Таврана каçхи сĕм çапрĕ. Кутамккари кăмпа сисĕнмеллех аялалла туртать. Пырсан-пырсан кутамккана çурăм çине меллĕрех вырнаçтарса хуратăп. Анне çырса пĕлтернĕччĕ çав кăçал кăмпа нумай пулма кирлĕ тесе. Çапла кăмпа вара вырăнĕ-вырăнĕпе çавапа çулса илмелĕх те пур.
Ытти çулсенче кану вăхăтĕнче юлташсемпе тинĕс хĕрринче хĕвелпе хĕртĕнсе ирттерекенччĕ. Кăçал вара анне сывлăхĕ начарланнипе яла таврăнтăм. Эх, анне, анне! Шухăшламан та çапла ватăлса халсăр пулан тесе. Çапла ĕнтĕ, çитмĕлтен иртсен лайăххине кĕтмелли çук. Йывăр пулсан та пире çын пулма, ура çине тăма пулăшнă. Атте вăрçă хыççăн киле таврăнсан нумаях пурăнаймарĕ. Суранĕсем хытă аптăратнă. Атте пирĕн питĕ те ырă кăмăллă çынччĕ. Пире вăрçăра пулнă мыскарасем каласа паратчĕ, халапсем те питĕ нумай пĕлетчĕ. Эпир вара çăварсене карсах итлесе лараттăмăр.
Çулсем майĕпен малалла шурĕç. Эпир те ӳссе çитĕнсе каччă шутне кĕтĕмĕр. Çуллахи вăхăтра колхозра утă пухнă çĕрте, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă. Ĕç хыççăн ывăннă пулсан та урама вăййа тухаттăмăр. Çамрăк çамрăках çав.
Тăван ялăм... Еплерех илемлĕ вырăнта вырнаçнă эсĕ. Сип-симĕс тӳрĕ урамсем, хитре кӳлĕ хăйĕн парка та çӳллĕ йăмраллă çыранĕсемпе яла илем кӳрсе тăрать. Ял çумĕпе çĕлен евĕр авкаланса Сĕнче ятлă юханшыв юхса выртать. Çуллахи шăрăх кунсенче ача-пăча сасси мĕн хĕвел аниччен лăпланмасть. Хамăр та ĕç хыççăн çакăнта шыва кĕрсе уçăлаттăмăр.
Яла кĕрес умĕн çырма хĕрринче ватă йăмра саркаланса ларать. Çак вырăнта пирĕн кукаçин çурчĕсем халапри пек курăнса ларатчĕç. Шел пулин те халĕ çук ĕнтĕ вĕсем. Ун вырăнĕнче ем-ешĕл çаран сарăлса выртать. Çак халапри пек илемлĕ ялта Ефрем Васильевич Еллиев писатель-салтак çуралса ӳснĕ. Утă вăхăтĕнче утă çулса пиçĕхнĕ хыççăн çак Сĕнчере шыва кĕрсе ӳт-пĕве тасатнă. Хĕлле йĕлтĕрпе уй-хир тăрăх шутарнă. Эх, çамрăклăх, çамрăклăх... Аса илмеллисем тупăнсах пыраççĕ. Пĕрремĕш юратăва та çак ялтах тĕл пултăм-çке-ха. Пĕрремĕш хут пиçсе çитнĕ çĕр çырли пек пылак тутусенчен чуп тунă, йăмра айĕнчи сак çинче çуллахи ăшă каçсенче шурăмпуçа кĕтсе илнĕ вăхăтсем ăçтан асран тухĕç-ха? Аса илме тытăнсан чун ирĕксĕрех çав вăхăтсем патне таврăнать. Ытла та пĕр кĕтмен çĕртен хамăрăн пысăк юратăва çухатрăмăр çав. Салтака ăсатнă чух ял çумĕнчи йăмра айĕнче пĕр-пĕрне татса каланă сăмахсем кăлăхах пулчĕç пулмалла. Ăсатма ăсатрăн та, анчах кĕтсе илме Турă хушман пулас. Çыру çырнă чухне çинçе, вăрăм пӳрнӳсемпе мар, куççульсемпе çырнăн туйăнатчĕ. Питĕ илемлĕ, чуна пырса тивекен сăмахсемпе çыраттăн. Инçетре, чикĕ хĕрринче хуралта тăнă чух санăн çырăвусене темиçе хут та вуласа тухаттăм. Санăн çырăвусем мана Тăван çĕршыва тимлĕрех сыхлама, юратма пулăшатчĕç. Çакăн пек çырусем кăлăхах çыртăн пулас. Аса илсен чун хурланать, ирĕксĕрех куçсем шывланаççĕ. Ăçта-ши эсĕ халь? Камăн чĕрине вутпа çунтаратăн-ши? Çапла вут-хĕмле çунакан юрату кĕрхи кăра çилпе сивĕнсе вĕçсе кайрĕ...
Шухăшсемпе пăтрашăнса пынă май умра утса пыракан этем çине чутах пырса тăрăнаттăм.
– Эй, молодой человек, куда путь держишь, куда так торопишься?– тесе хăйĕн вăрăм мелкипе ман çула пӳлсе те хучĕ. Ара, ку мана калать-çке. Темле аван мар пулса кайрĕ хама. Вара :«Аван-и?» – тесе пĕр çитмĕлелле çывхаракан мучи умне пырса алă патăм. Каçхи сĕмлĕхре малтан уйăрса та илеймерĕм. Ара, ку Лисур мучи пулчĕ-çке-ха? Калатăп сасси темле палланă çыннăнни пек.
– Аван-ха, аван, хăвăр вара ăçтисем пулатăр, ăçталла çул тытатăр,– тесе хăйĕн çуркаланса пĕтнĕ аллисемпе ман алăран чăмăртарĕ.
– Паллаймарăн апла, Лисур мучи, эпĕ Вĕçелис аппан ывăлĕ Ванюш.
– Чим-ха, чим, молодой человек, Вĕçелис куман ывăлĕ тетĕн? Тем, манпа, ват çынпа, шахвăртса калаçмастăн пуль тетĕп. Ара, Вĕçелис куман ывăлĕ çухални пилĕк çул та иртрĕ пулмалла. Кумана курмассерен: «Эх, Лисур кум, Ванюша курмасăрах çĕре кĕретĕп пулас»,– тетчĕ. Шывланнă куçĕсене тутăрпа шăлкаласа çул çине пăха-пăха илетчĕ. Питĕ кĕтетчĕ çав сана, ара, ватлăх пусса пырать-çке, сывлăхĕ те хавшать. Эй, мĕн калăн ĕнтĕ, хамăн та сывлăхсем тĕрĕс-тĕкел мар. Куçсем те япăх кураççĕ, урасем çине те çамрăк чухнехи пек çирĕппĕн пусаймастăп. Мĕн каламалли пур унта ватăлсан...
– Эх, мучи, эпĕ те вун саккăрти Ванюш мар ĕнтĕ, ху каларăшле «за сорок перевалил».
Лисур мучи вырăс сăмахĕсене хутăштарса калаçма юратать.
Çапла, çулсене утса мар, чупса та хăваласа çитме çук. Сĕнчери шыв пек юхать те юхать. Шăкăл-шăкăл калаçса пырса яла çитсе кĕнине те сисмерĕмĕр. Лисур мучин çурчĕ ял хĕрринчен иккĕмĕшĕ. Çамрăк чух пулкаланă кунта.
– Акă эпир çитрĕмĕр те, тавах Турра,– сăхсăхса илчĕ мучи,– Ванюш, иртсе ан кай ĕнтĕ, «уважь старика».
Лисур мучине кӳрентерес мар тесе ун хыççăн чĕриклетсе уçăлакан алăка уçса тĕттĕм пӳрте кĕрсе тăтăм. Малалла тĕпелелле иртрĕм. Мучи çутă çутса ячĕ. Пӳрт ăш-чиккине тирпейлĕ, таса тытса тăрать. Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ.
Кăштăртатса çӳресе мучи сĕтел çине килте тунă чăкăт, кăлпасси, ыхра, çăкăр касса хучĕ, Тур кĕтессинчен илсе кĕпе çаннипе шăлкаласа сĕтел варрине «килтине» кăларса лартрĕ.
– Ан çиллен ĕнтĕ, Ванюш, пĕччен пурнăç пурнăç мар, ху чухлатăн. Крахьян аппуна пытарнă хыççăн пурнăç та тамăкри пек, кичем те салху. Пӳртре шăрчăкпа иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Кушак тавраш темшĕн юлашки вăхăтра ĕрчемерĕ-ха. Илсе килетĕп те кăшт пурăнкаласан таçта кайса çухалаççĕ. Кичем килте. Ну, Ванюш, Крахьян аппуна асăнса тата тĕл пулнă ятпа, – тесе мучи пĕр сывламасăр «килтине» ӳпĕнтерсе хучĕ. Ăна кӳрентерес мар тесе эпĕ те тутанса пăхрăм.
– Çак «сиплĕ шĕвеке», Ванюш, юри тытса тăратăп-ха, юхтарма та хамах вĕренсе çитрĕм. Лавккинче шутсăр хаклă, ăна илме манăн пенси те çитес çук. Шăм-шаксене çемçеткелеме тесе «килтисĕр» пĕртте тăман. Хăш чухне ытларах та каять пулас. Вара хуткупăса тытатăп та карчăк юратнă юрра ĕнĕрлесе ларатăп.
Лисур мучин манран аслăрах икĕ ывăл пулмалла-ха, вĕсем çинчен пĕр сăмах та хускатмасть темшĕн. Кӳреннĕ пулас. Хĕрне пĕлетĕп-ха, çамрăк чух ăсаткаланисем те пулкаланă, ун çине ăшшăн-ăшшăн пăхкаланă. Ман шухăшсене мучи «под расчет» илчĕ пулмалла.
– Çапла, Ванюш, эпир те Крахьян аппупа икĕ ывăл та пĕр хĕр ӳстерсе вĕçтерсе кăларса ятăмăр. Ватăлсан вара вырăн çинче выртсан та пĕр кашăк шыв илсе килсе паракан çук. Час-час килсе çӳреймеççĕ ачасем. Хĕре амăшĕ юратса Сернюк тесе чĕнетчĕ. Амăшне пытарнă хыççăн вăл та кил тĕлне манчĕ ахăр. Качча кайсан та пурнăçĕ ăнмарĕ унăн, упăшки, кĕрӳ, ĕçке ерчĕ те уйрăлчĕç вара. Çитĕ кун çинчен. Эсĕ мана ан çиллен ĕнтĕ, «килти» чуна çемçетсех ячĕ пулас.
Çапла шăкăл-шăкăл калаçса алăк уçăлса хупăннине те сисмен.
– Ман килес, мĕнле сывлăхсем, атте? Ара, паллаймарăн-им, хирĕç сăмах та чĕнместĕн?
Мучи сасăран палласа илчĕ пулас:
– Ара, хĕрĕм, эсĕ-и-ха ку, ирт, мĕн алăк умĕнче тăратăн?
Сернюк курткине пăта çине çакса малалла иртрĕ. Сĕтел умне пырса:
– Э-э, сирĕн кунта ĕçкĕ пырать иккен.
Сернюк сумкине сĕтел çине хурса кучченеçсем кăларма пуçларĕ. Юлашкинчен «шуррине» кăларса лартрĕ.
– Ку сире ытлашши те пулать пуль-ха? Юрĕ эппин, эпĕ килнĕ ятпа пултăр.
Ăнсăртран пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Вăл тĕлĕнсех кайрĕ. Унта-кунта чупкаланипе мана палламан та пулас.
– Ан çиллен, Ванюш, паллаймарăм.
Сернюк килнĕ ятпа пĕрер черкке пушатнă хыççăн тата та нумайрах калаçма пуçларăмăр. Лисур мучи урăх лараймарĕ, çывăрма кайрĕ.
– Ну, Ванюш, каласа пар, мĕнле пурăнатăн? Мĕнле çăмăлпа ялта?
– Анне чирлекелесе тăрать, кану вăхăтне ялта ирттерес терĕм. Ĕç питĕ нумай пуçтарăнса кайнă. Эсĕ мĕнле çăмăлпа ялта? Эпир пĕр-пĕрне курманни пĕр пилĕк-ултă çул та пур пуль?
– Çапла. Ял ялах çав. Вăл хăй патне туртать. Тата атте те, ху куратăн, пĕр-пĕччен. Шыв ăсса кĕрсен те усă пулнă пулĕччĕ. Пахчара та çум пусса илнĕ. Курăпăр-ха унта. Ну, Ванюш, тĕл пулнă ятпа. Пĕлетĕп, эсĕ ку шĕвекпе туслă маррине. Эпĕ те çаплах. Анчах та турткаланса ан тăр. Калаçмаллисем те нумай-ха.
Иксĕмĕр те тултарнă черккесене тĕппипех ĕçсе ятăмăр. Пирĕн куçсем каллех тĕл пулчĕç. Çулĕсем пулсан та чиперех-ха Сернюк. Тутисене писевпе сăрланă, куç харшисем çурла евĕр, куçĕсем çунса тăраççĕ. Кĕлеткипе те пĕр-пĕр çамрăк хĕртен ирттерет.
– Ванюш, астăватăн-и, пĕр вунă çул каялла эпĕ сана хамăн юрату çинчен пĕлтернине? Анчах эсĕ хирĕç пĕр сăмах та каламарăн. Эсĕ куçусене те манран тартрăн. Тен, эпĕ санран аслăрах пулнипе эсĕ манран вăтантăн? Хуп-хура куçусем мана канăç памастчĕç. Сана кĕтнĕ каçсем те нумай пулнă. Хуткупăс сассине илтсенех урама тухса итлесе лараттăм. Эсĕ питĕ хитре калаттăн. Манăн куçсем шывланатчĕç. Темиçе хутчен те тĕл пулса чунăмри вутла çунакан туйăмсене, хамăн ĕмĕтсене каласа парас килетчĕ сана. Яланах кая хăвараттăм, тем кĕтеттĕм. Пĕррехинче каçхи вăйăран таврăннă чух Таньăпа иксĕре çуммăн ларнине куртăм та ним тума пĕлмесĕр киле чупса кĕрсе вырăн çине выртса йĕтĕм. Каярах мĕн пулнине эсĕ хăвах пĕлетĕн пулĕ. Качча тухрăм, анчах та ăраскалăм пулмарĕ. Упăшка ĕçме пуçларĕ. Чăтаймарăм. Уйрăлтăмăр. Эсĕ вăл вăхăтра таçта Çĕпĕрте ĕçе вырнаçнă терĕç. Санăн та Таньăпа пурнăç пулмарĕ. Мĕнле-ха капла? Иксĕмĕрĕн те пурнăçсем ăнмарĕç. «Санăн та çук, манăн та çук киле ăсатаканни»,– тесе юрламастăмăрччĕ-и-ха çамрăк чухне?
– Çапла, тĕрĕсне калатăн пуль, Сернюк. Таньăпа эпир пĕр-пĕриншĕн çуралман пулмалла. Кăмăллаттăм эпĕ ăна, тен юратнă та пулĕ, анчах вăл мана ăнланмарĕ пулас. Мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснĕ, пĕрле тусанлă урамсемпе чупнă, яланах унпа пĕрле пулма тăрăшаттăмччĕ. Ачалăх туйăмĕсем кăна пулчĕç пулмалла пирĕн хушăмăрта. Салтакра чухне унăн çырăвĕсене темиçе хут та вуласа тухаттăм, питĕ те илемлĕ çыратчĕ вăл. Пурах-ши вăл юрату çак тĕнчере? Тен, вăл пĕр-пĕрне çывăх курни çеç?
Пукан çинчен тăрса Сернюк патне пырса тăтăм. Унăн шывланнă куçĕсем ман çине тем кĕтнĕн, хурлăхлăн пăхаççĕ.
– Ванюш, эпĕ сана халĕ те чунтан-вартан юрататăп.
Вăхăт иртсен те туйăмсем сӳнмен, икĕ чĕре, икĕ чун тинех пĕр-пĕрне тупрĕç...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...