Юрату реквиемĕ
1
Тĕксĕмленчĕ тӳпен кăн-кăвак океанĕ,
манăн шухăш çилкеçĕ çул тытрĕ унта.
Эп пĕлетĕп: ялан юлăп сан асунта!
Пирĕн ĕмĕр çути ма ахаль сапаланĕ?
Санпала хам кунсен çурлине пайламан-и?
Антăхсах çинĕрен, çуркаланчĕ тута:
иртрĕ çу — халь кĕр кунĕ çӳрет-çке тулта,
эп пĕрех ун çурхи илемне шыраканĕ.
Кăлăхах-и? Эппин, иккĕлле шухăшпа
каçсерен ма тухас шанчăк кăчăк туртмасăр
сассуна та упран сарлака улăха?
Манăн шухăш силкеçĕ мĕнле тупăшпа
таврăнать-ши тесе эп сывларăм та ассăн,
куртăм хĕрлĕ утрав пек çиçен уйăха.
2
Куртăм хĕрлĕ утрав пек çиçен уйăха:
çĕр çинчи ман тĕнче ун çинех пуль йăлт куçрĕ.
Хăйĕн вăрттăнлăхне çамрăкланнă чун уçрĕ, —
курăнман пусмапа ун патне улăхать.
Халиччен те пĕлсе хакламан туслăха
тупассишĕн чунтан ăнтăлса эпĕ усрăм
йывăрланнă пуçа: кăмăла çеç, тен, хуçрăм?
Сан сассу хускатмарĕ кунти шăплăха.
Эп ăнлантăм вара: аякран çеç, эппин,
ман утравăн асамлă çĕршывĕ хитре-мĕн:
вăл мана ырлăхне тыттармашкăн тăхтать.
Ман тавра çăлтăрсем йăлкăшаççĕ пин-пин:
ман «утрав» та çĕтет куçăмран ак тĕтреллĕн —
ма хĕвел, хĕрелсе, сывпуллашнăн пăхать?
3
Ма хĕвел, хĕрелсе, сывпуллашнăн пăхать?
Хамăн чун утравне эп чăтма çук шеллерĕм.
Ман айванлăх час-час хыптарать йӳçĕ эрĕм,
çăмăлттай ăсĕнчен пĕтĕм çын тарăхать.
Кӳлешӳ курăнман сăннипех-çке сăхать.
Эп çакна темĕнччен ĕненмесĕр тĕпчерĕм.
Эпĕ куртăм сана: иртсе кайрăн, чĕнмерĕн.
Сан куçу ман шăпа ăсĕпе-тĕр пăхать?
Эх, шăпа!.. Сан çинчен çаврака сăмахсем
çуралăççĕ сахал... Çуралсан та — çыруллă:
вĕсенче — сивĕ хĕл. Хĕвеле эсĕ маннă.
Сӳннĕ ешĕл тĕнче, çын утман сукмаксем
канăçа тупайман ăсăмпа халь татуллă:
тăлăх ахрăм кăна янăрать хир-вăрманăн.
4
Тăлăх ахрăм кăна янăрать хир-вăрманăн
халь, хуркайăк сассиллĕ хура кĕркунне.
Ӳпĕнтертĕм ĕçсе эп телей куркине,
Урăлатăп каллех çĕн сим пылшăн аптранăн.
Тултарас-и тесе, манăн кив алкумне
эс тухмастăн паян, пулăшма хыпаланнăн.
Эс туятăн хăвна манпала улталаннăн,
хăвалан асилӳн йывăр-йывăр хумне.
Ман сукмак вĕрене çулçисен çутипе
Çуталать те сӳнет... Хупăнать каç чаршавĕ.
Çил çырать сан çинчен пăшăл-пăшăл çăхав.
Эс çӳрен тахçанхи çуркунне куллипе
манăн шухăшсенче — яш кунсен çамрăк шавĕ:
сӳнтереймĕн чунра тĕлкĕшен тунсăха.
5
Сӳнтереймĕн чунра тĕлкĕшен тунсăха,
вăрламан эп ăна. Çавăнпа çылăх çук-тăр?
Эс, шăпаçăм, кала: ма тивлетсĕр те суккăр
пулкалатăн хăш чух е кулатăн: ха-ха?
Манпала килĕшее, ырă шухăш ал çуптăр,
вăл шыратăр ялан ман чунри чăнлăха —
кун тусанĕпеле витĕнмен сăнлăха,
йăпăлти сăмахсем тупассишĕн ан суптăр.
Эс пăхатăн мана шурă-шурă пĕркенчĕк
айĕнчен кĕçĕр каç та, ăнман юрату!
Татăлас пĕвеллех капланать шухăш манăн:
Эп паян — тăлăх çын — кăмăлпа вĕчĕрхенчĕк:
мĕн тăвайăн, иртмест тахçанхи çухату —
эп ăна çынсенчен пытараймăп, тăванăм.
6
Эп ăна çынсенчен пытараймăп, тăванăм:
вăл — ман пурнăç сасси, çул хунарĕн çути.
Яш кунсен чи сулмаклă, хĕвеллĕ утти —
малтанхи çуркунне, малтанхи çил-тăманăм.
Эс, савни, халь чи ют çынсенчен те ютти...
Эп те саншăн çаплах. Курнăçса ма сăрланăн?
Пĕр-пĕриншĕн эпир, тен, ытла сăнсăрланнă?
Чĕлхери сăмахсем ахаль мар армути!
Пăр хӳме витĕр çеç аякран пĕр-пĕрне
пăхкалатпăр, анчах мĕн тума тĕмсĕлетпĕр?
Çук уççи те хуппи. Кам-ши тĕплĕн ăнланĕ?
Пурпĕрех пĕр-пĕрин паллакан çул-йĕрне
ăнсăртран тĕл пулсан, пурăнать-ха ку тетпĕр:
пуррине çук теме эп йӳтенĕ айван-им?
7
Пуррине çук теме эп йӳтенĕ айван-им?
Пулнă пурте: сан варкăш чечеклĕ кĕпӳ
Чӳхенсен, çуркунне илемне пирĕн пӳрт
шартлама сивĕре те савса упраман-и?
Ман шăпа та ун чух пулнă мар-и ĕмпӳ?
Вăл телей куркине астивмешкĕн васканă,
Чи хитре юрăсем кĕвĕленĕ, хайланă:
тусăм, пĕчĕк пулман ăраскаллă тӳпӳ.
Кун çинчен сулхăн каç уççинче асăнмасăр,
кăмăла пусараймăп: итлеччĕр çилсем!
Манăн чĕмсĕр пӳртре кăранклатмĕ çăхан!
Эпĕ сан мĕлкӳпе алла-аллăн, пĕр сассăр
çӳресе, тепĕр чух чĕнкелетĕп: килсем!
Çын ялан юратать çак сада, улăха.
8
Çын ялан юратать çак сада, улăха:
Туслашать вăл çĕрпе йăнкăрти чăркăшуоăр.
Эп пĕлетĕп: пĕрех ман сĕнӳ саншăн уссăр...
Ман пекех, тен, хăш чух кармашан уçлăха?
Кăн-кăвак тӳпере те çӳретĕн пуль-ха,
канăçна çухатса ман пекех юратусăр?
Юратусăр этем ĕмĕрех пулĕ туссăр,
Çурмалла вăл пайламĕ хуйха та суйха.
Хамăра хамăр çеç юратни вăл сахал:
кун çинчен те пайтах. эс илтсе-тĕр, каçар!
Кукален шухăша йĕвенлеймĕн, тăллаймăн.
Сан валли çеç çунат хушакан сăмаха
чĕпĕсем пек ялан эп усрасшăн — ан чар;
юратма пĕлейсен, тунсăхран хăтăлаймăн.
9
Юратма пĕлейсен, тунсăхран хăтăлаймăн:
вăйлă шухăш чĕппи ăмăрткайăк пулать,
çунатне вăл хăюллăн, сулмаклăн суллать —
вĕçевне нимĕнле меслетпе те чараймăн.
Ăнтăлатăп çӳле: кам пӳлесшĕн çула?
Хам вĕçев инçетне эп виçетĕп сăпайлăн.
Инçетри катара ман пĕчченлĕх юлать:
пирĕн пӳрт вăл. Унта эс кĕрсе ăшăнаймăн.
Пĕр-пĕрин сиввипе хутланса лариччен,
хамăн çамрăк кунсен ăшшине эп шырасшăн:
ан пӳлинччĕ мана икĕ питлĕ ултав!
Эп каллех тӳпене çул тытатăп пĕччен:
тен, унта тĕлĕнтермĕш тĕнче эп тупасшăн?
Кур, епле йыхăрать уйăх — хĕрлĕ утрав?
10
Кур, епле йыхăрать уйăх — хĕрлĕ утрав:
тен, чăнах та унта çĕн хаваллăн та йӳрĕк
шухăш çарĕпеле, тен, турхан пек эп çӳрĕп?
Эпĕ пулăп санран аякра та ютра.
Тепĕр чух, тен, чăнах юратушăн лутра
çут тĕнчемĕр маччи? Ман сăмах пултăр тӳрĕ:
самана саккинче мĕншĕн ларăп эп сӳрĕк?
Юратушăн çунам эп шывра та вутра!
Эп, кĕрхи тӳпери уйăха тинкерсе
çĕр çинчен пăхнăçем, юмахри пикене те
куртăм лайăх, туссем: шăппăн патăм тута.
Çĕр çинчи юмаха хам ăсра ӳкерсе,
уйăх пушă тесен, темшĕн иккĕленетĕп:
кĕвентеллĕ сар хĕр, тен, çӳрет пуль унта?
11
Кĕвентеллĕ сар хĕр, тен, çӳрет пуль унта —
хĕрлĕ уйăх çинче. Ахальтен-им çĕрле те
шыв çинче чӳхенет хĕрлĕ уйăх кунта.
Эп ăна кантăкран куç илмесĕр йĕрлетĕп.
Кĕвентеллĕ хĕрпе калаçса çĕр хута
ларассишĕн юмах сурпанне эп тĕрлетĕп.
Аякри ют пикешĕн парне хатĕрлетĕп:
уншăн сикĕп кайран эп шыва та вута.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ утрав кăн-кăвак океан
варринче ларнăран, эх, ытла та асамлă.
Эс, шалусăр поэт, çак сăнран пăрăнаймăн.
Инçетри илеме сăнамашкăн аван
пулнипе сан тĕнчӳ сарлака, шутсăр анлă:
пĕр самант эс хитре тĕлĕкрен вăранаймăн.
12
Пĕр самант эс хитре тĕлĕкрен вăранаймăн
хăв шыранă сăнар шупкалса çĕтнĕрен.
Эс чунпа çураласшăн тепре, çĕнĕрен:
ĕнтĕ çамрăк кунна тепĕр хут тавăраймăн.
Ку чăнах-ши çапла? Шантарса та калаймăн:
хăвăн чун авăрне эс пăлхатрăн тĕпрен.
Юшкăн тухрĕ нумай: шурлăхлантăм-и, тен,
эп ăс-хакăл тапписĕр? Хурав çеç тупаймăн.
Çук, суя ку! Çулсем хывайман пурнăç хумĕ
лăпланать те пĕтет, ăшăхать чун кӳлли:
хăяхсем çеç çилпе пуçараççĕ шăв-шав.
Сан тавра çил ачи çеç айкашĕ те кумĕ:
«Тутлă тĕлĕк курса çеç пурнаймăн тулли!»
Вăрансассăн — туян: ĕмĕт çеç пулнă çав.
13
Вăрансассăн — туян: ĕмĕт çеç пулнă çав
чĕрӳнте пиеленнĕ манми юрату та.
Чун выççисĕр, эппин, шав çӳренĕ-тĕр тутă:
«Лоторея ан турт. Иртсе кайнă выляв».
«Иртнĕ хăнтăртатса санпала пушă лав!..»
Ку вăл — пурнăç сасси... Имшерленнĕ сан утăм.
Чăмăрна çĕклесе, эс шавлан: «Пурнăç кутăн!»
Кутăнах-ши? Халь тин кирлĕ мар-тăр шырав.
Хăй илемĕ пĕтсен, илĕртӳллĕ юмах та
сăмаха вĕçлесе, пысăк пăнчă лартасшăн,
ун чухне кăлăхах эс чарасшăн: «Тăхта!»
Ĕмĕтпе кăлăхах киленни те шăп çак-тăр?
Черченке ăсĕпе юмахри пек пурнасшăн
вăл ыр тĕлĕк пулса кĕнĕ çак саманта.
14
Вăл ыр тĕлĕк пулса кĕнĕ çак саманта —
теветкеллĕ кунçул пиллекен кăмăл-шухăш.
Эп унпа час-часах, тен, калаçнă пуль шухă?
Пĕр ăспа утманни çеç чуна амантать.
Сивĕ кĕр çилĕпе сăнсăрланнă ката
тепĕр хут та ума ешерсе тухĕ хӳхĕм.
Юратун çĕн юрри те хаваслăн, тен, юхĕ —
хускатаймĕ пире вăл тепре, тупата.
Çамрăк ĕмĕр янра çуркунне пек иртсен,
кĕр ытамĕ сивлеккĕн пире ыталать,
чĕрене тунсăхпа пăчăртать хир-вăрманĕ.
Хĕрлĕ уйăх утравĕ те çĕтрĕ çӳлтен,
ӳсрĕ реквием. Ун кĕввине çил калать,
тĕксĕмленчĕ тӳпен кăн-кăвак океанĕ.
15
Тĕксĕмленчĕ тӳпен кăн-кăвак океанĕ...
Куртăм хĕрлĕ утрав пек çиçен уйăха,
Ма хĕвел халь ăна сывпуллашнăн пăхать?
Тăлăх ахрăм кăна янăрать хир-вăрманăн.
Сӳнтереймĕн чунра тĕлкĕшен тунсăха.
Эп ăна çынсенчен пытараймăп, тăванăм.
Пуррине çук теме эп йӳтенĕ айван-им —
çын ялан юратать çак сада, улăха.
Юратма пĕлейсен, тунсăхран хăтăлаймăн.
Кур, епле йыхăрать уйăх—хĕрлĕ утрав.
Кĕвентеллĕ сар хĕр, тен, çӳрет пуль унта?
Пĕр самант эс хитре тĕлĕкрен вăранаймăн,
вăрансассăн — туян: ĕмĕт çеç пулнă çав,
вăл ыр тĕлĕк пулса кĕнĕ çак саманта.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...