«Али-паттăр» авторĕ çинчен
Владимир Васильевич Бараев 1910 çулта Шăмăршă районĕнчи Виçпӳртре вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренпех халăх сăвви-юррисене юратса ӳснĕскер, вăл юмах-халапсене итлеме те пит юрататчĕ. Анюркка тăхлачă — унăн асламăшĕ — хĕллехи вăрăм каçсенче чăлха çыхса ларнă чух çĕрĕ-çĕрĕпе юмахсем каласа паратчĕ. Ăслă пĕчĕк Тимĕр (тăван ялĕнче Бараева пурте çапла чĕнетчĕç) çав юмахсене тепĕр кунхинех хăйĕн юлташĕсене каласа паратчĕ. Çапла вара вăл юмах яма хăй те пит ăсталанса çитрĕ. Эпир, çамрăкраххисем, унăн юмахĕсене итлесе лараттăмăр. Чăн та ĕнтĕ, ăна пĕр хут итлесе курнă çын тепре итлемесĕр чăтаймастчех.
Кашни чăваш ялĕнче тенĕ пекех, Виçпӳртре те юмах ăстисем нумай. Виçпӳрт ялйышĕ хушшинче çавăн пек юмахçăсенчен чи чапа тухнисем Этюн пиччепе Ванюк пичче пурччĕ. Пушă вăхăтра вĕсем çамрăксене пуппа шуйттан çинчен те, патшапа Иван çинчен те, çĕленпе паттăр çинчен те тĕрлĕ-тĕрлĕ юмахсем хаваслансах каласа паратчĕç. Тимĕр çав халапсене пурне те тенĕ пекех илтнĕччĕ.
Вăл тĕрлĕ юрă-сăвăсемпе такмаксем юрататчĕ. Виçпӳртре çав вăхăтсенче Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» кĕнеке тупăнчĕ. Çавăнта пичетленнĕ ытарайми «Нарспие» Тимĕр пĕр эрне хушшинче пĕтĕмĕшпех пăхмасăр калама вĕренчĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан, В. Бараев Тутар республикĕнчи Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнварти икĕ сыпăклă шкулта вĕренме тытăнчĕ. Унта вăл ăста вĕренетчĕ, темĕн чухлĕ кĕнеке вулатчĕ, пуринчен ытла илемлĕ литературăна юрататчĕ. Пушкин, Лермонтов, Кольцов, Маяковский сăввисене учительсем хушасса кĕтмесĕрех пăхмасăр калама вĕренетчĕ, Тургеневăн прозăлла сăввисене те пăхмасăр калатчĕ. Çак вăхăтра çамрăк Тимĕр хăй те сăвăсем çыркаласа шкулти стена хаçатĕнче пичетлеттеретчĕ.
Унăн «чарусăр» ĕмĕчĕ хула пурнăçĕпе хăвăртрах паллашассиччĕ, çавна пула вăл, Хурăнварти шкултан куçса кайса, Ульяновскинче вĕренме тытăнать. Çĕнĕ юлташсем ăна литература техникине вĕренме пулăшаççĕ. В. Бараев унта хулари пур библиотекăсенче те кĕнекесем вулама тытăнать. «Çĕрĕн-кунĕн кĕнеке вула-вула куçăмсем хĕрелсе кайрĕç, çывăрас вăхăта мана пуçларăм, çапах та мĕн вулани мана сахал пек туйăнать-ха», тесе çыратчĕ вăл çавăн чух, тăван килне янă çырăвĕсенче.
Вăтăрмĕш çулсенче В. Бараев Самар хулине çитет. Унта вăл Планово-экономически института вĕренме кĕрет, чăваш литературинче ĕçлекен Илле Тукташ, Стихван Шавлы поэтсемпе çывăх паллашать. Унăн сăввисемпе очеркĕсем, фельетонĕсемпе калавĕсем çавăн чухне Самарта чăвашла тухса тăракан «Колхозник» хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех пичетленетчĕç.
1934 çулта В. Бараев Шупашкара куçса килет. Малтанхи тапхăрта вăл «Çамрăк колхозник» хаçатра, унтан халăх пултарулăхĕн çуртĕнче, кĕнеке палатинче ĕçлет, пикенсе сăвăсемпе очерксем çырма тытăнать, ытти авторсен сăввисене чăвашла куçарать.
В. Бараев халăх юмахĕсене çырса илет, вĕсенчен нумайăшне хăйне май илемлетсе çырать: «Улăп-паттăр», «Ванькка ухатник», «Ăр-чукмар», «Вахрушка», «Етикканпа Утиккан» тата ыт. те.
Эпир вуласа тухнă «Али-паттăр» юмаха та çав вăхăтсенче çырнă. «Али-паттăра» В. Бараев халăх юмахĕнчен илсе, сюжетла тĕплĕн майлаштарса, сăвăласа çырнă. Чăваш халăх юмахĕсенчен паттăрсем çинчен калаканнисем пит нумай. Чĕлхе вĕçне килнĕ чух çаксене çеç асăнсан та — Улăп паттăр, Юман паттăр, Иван паттăр, Алмас паттăр, Качикруш паттăр тата ыттисем те — çителĕклех. Халăх хăйĕн фантазилле пултарулăхĕ витĕр тĕрлĕ халап-юмах хывса, вĕсене сыпăкран сыпăка, ĕмĕртен ĕмĕре хăй хушшинче сарнă. Хăйне хĕсĕрлесе тарăхтаракан вăйсене — патшасене, сăхă пуянсене, вăрă-хурахсене вăл темиçе пуçлă çĕлен вырăнне хунă, халăхăн Али пек паттăрĕсем çав киревсĕр вăйсене хирĕç кĕрешнĕ. Паллах ĕнтĕ, Али паттăр тенĕ çын тĕнчере пулман, вăл халăх ăсĕ тĕллĕн шухăшласа кăларнă юмахла сăнар. Али пур чăрмавсене те çĕнтерсе паттăра тухни вăл — ĕçхалăхĕ çĕнтерессе шанса тăни пулать.
Кирек мĕнле юмахра та эпир пĕр манăçми шухăш пуррине асăрхатпăр — телей инкеке, çутă тĕттĕме, ырă усала çĕнтерет. Çав юмахсем пире хăйсен ытарайми хăвачĕпе ырăпа ырă чĕреллĕ пулма, тӳрĕпе чăнлăха ялан хисеплеме, юлхавлăха тиркеме, ĕçчен пулма, çичĕ ют тăшмана чунтан курайми пулма, тăван çĕршыва таса чĕре хăвачĕпе юратса тăма вĕрентеççĕ.
В. Бараевăн сăвăллă юмахĕсем пĕр «Али-паттăр» çеç мар, тата та пулма кирлĕ. Сăмахран, вăл Элентей çинчен калакан юмаха трагедилле поэма тума тытăннăччĕ. Çав поэмăна çырса пĕтерме ăна вăрçă чăрмантарчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах вăл фронта тухса кайрĕ.
Вăрçăра В. Бараев офицере тухнă, унăн батарейи паттăрăн кĕрешнĕ. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче Сталинграда хӳтĕленĕ чухнехи историллĕ çапăçура хастарлă çамрăк поэт паттăррăн вилнĕ.
В. Бараев çамрăкла вилчĕ. «Поэт вилмест!» — тенĕ вăл хăйĕн чи юлашки сăмахĕнче. Чăн та, унăн сăввисемпе поэмисене, халапĕсемпе юмахĕсене халăх манмасть. Вăл çырнă кашни йĕркене вуламассерен халăх ăна чи ырă ятпа асăнать, сума сăвать; ун произведенийĕсем вулакансене таса кăмăллă та тӳрĕ чунлă паттăр пулма вĕрентеççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...