Чăтăмлăх туптантăр чăнлăхра
Тиркени пулать-и тиркешни?
Кĕрешни те мар вăл, тĕркешни, —
Ахальтен кăна ятне туни
Халь кама-ши кирлĕ? Ял кулли.
Тиркесессĕн — кирлипе тирке,
Кĕрешсессĕн, пултăрччĕ йĕрке:
Сăмаха пустуй кăна çапсан,
Пурнăç хăвăрт ăнасса ан шан.
Кĕрешен тĕк, тăрăшса кĕреш,
Тĕлсĕр чух çĕнме те хĕнтерех,
Чăнлăхшăн вута, шыва кĕр эс,
Унсăрăн мĕнле-ха çĕнтерес?
Чăнлăха шыран тăк — ан хăра,
Чăнлăха памаççĕ халсăра.
Чăтăмлăх туптантăр чăнлăхра,
Чăтăмлăх хăвачĕ — халăхра.
Шухăшсем
Is your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...