Лев-арăсланăма — ывăлăма
Савнă чунăм, çитĕн эсĕ,
Аçуна ан ман.
Вăл путман шыва кĕрсен те,
Вутра та çунман.
Чăн мухтавлă поэт пул эс,
Композитор пул!
Юрру-кĕввӳ янăратăр
Тĕнчипех ун чух.
Вăрçă кунĕсем тискеррĕн
Кĕрлесе иртсен,
Аслă тинĕс пек кӳленнĕ
Чĕрĕ юн типсен;
Пур çĕршыв пĕр пек илемлĕн
Чечеке ларсан,
Тĕнчери мĕнпур этемлĕх
Юрласа ярсан;
Эс ун чух вара асилĕн
Савнă аçуна.
Вăл вĕри чунтан юратнă,
Чунăмçăм, сана!..
Çавăнпа та вăрçа тухнă
Паттăр çапăçма,
Телейӳшĕн, çĕршывушăн
Хăй пуçне хума.
Тен, ун чух сан курас килĕ
Аçун тăприне.
Анчах эс ăна тупаймăн
Вăрçă хирĕнче.
Хăй пулмин те, ячĕ юлĕ
Чул юпа çинче,
Хĕрлисем хаяр арслан пек
Çапăçни çинчен.
Эс унта пырса вулайăн...
Çывăх хушамат
Чĕрӳне кăлтах сиктерĕ,
Ярĕ шухăша.
— Эх, атте, атте, кунта-им
Хунă эс пуçна? —
Тейĕн те хуллен, йăвашшăн
Шăлăн эс куçна.
Ун чухне тискер фашизм
Пулмĕ тĕнчере.
Урнă вăрçăсем çинчен те
Çырмĕç пичетре.
Асăнсан та асăнайĕç
Ылханса кăна.
Манĕç йытă Гитлера та,
Манĕç шуйттана!
Вăхăт çитĕ, мирлĕх çитĕ,
Каймĕ çын килтен,
Садри кайăк пек телейлĕ
Пурăнĕ этем.
Çавăн чух эс аннӳне
Пыр та ытала,
Ман ятпа пĕрре чупту та,
Çакăн пек кала:
— Эх, аннем, аннем, ан çун эс,
Ан тăк куççульне.
Куççульпе нихçан чĕртеймĕн
Паттăр вилĕмне.
Вăл пире чунтан юратнă,
Савнă чĕререн,
Çавăнпа пуçне çухатнă
Вăрçă хирĕнче.
Хăй пулмин те ячĕ пур ун,
Ячĕ пирĕнпе.
Ырă ят вăл, чаплă ят вăл,
Юлĕ ĕмĕре!
Ноябрĕн 11-мĕшĕ, 1941 çул.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...