Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Тиек йытти тил тытать,
Тил тытсан та юраймасть —
Эпир ăçтан юрăпăр?
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Пуп кушакĕ пул тытать,
Пул тытсан та юраймасть —
Эпир ăçтан юрăпăр?
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Ула кушак — мыскараç,
Пăр-рис, пăр-рис! тесен те
Çапах тарма шутламасть
Аллисене чарать те
Армак-чармак чавалать;
Шурă хута хуратса,
Кукăр-макăр чăрмалать.
Асаймăçа-карчăка,
Çветтуй юмăç-вĕрӳçе,
Кăтра пупа асăнса,
Çак юмаха çырас пуль.
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Хура вăрман леш енче,
Хура халăх хушшинче
Пуп таврашĕ пурнать, тет.
Кун таврăннă майĕпе
Çавă хура халăхăн
Кăтиклесе чăхăсем
Çмарта тума пуçласан,
Савăнаç, тет, пуп тавраш.
Киккирики автансем,
Хăпартланса авăтма
Хытăраххăн пуçласан,
Хĕпĕртет, тет, пуп этем.
Вĕсен шухăш çапла, тет:
«Лапăстатса чăпар чăх
Йăва çине ухать те
Пире валли çăмарта
Туса хурать çимелли».
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Пуп таврашĕ-тияккăн,
Калăм кунĕ çитсессĕн,
Тырă-пулă акнă пек,
Вăрлăх пурки çакаç, тет:
Сĕрен йăли тунă пек,
Çуркуннепе килĕрен,
Пусахласа çынсенчен
Çмарта пухса çӳреç, тет.
Кам та пулин пупсене
Çăмартасем памасан,
Çавă пупсем çилленсе,
Сиввĕн пăхса каяç, тет.
Пуп мучисем-тияккăн
Çмарта паман çынсене
(Сĕрен йăли майĕпе):
«Ашшин-ывăль ячĕпе,
Чăххи кучĕ çĕлентĕр,
Автан сасси тытăнтăр» -
Тесе, кĕлĕ кĕлтуса,
Вĕрсе сурса каяç, тет.
Çав-çав çĕрте, çав çĕрте
Ыраш улăм хĕлĕпе
Çуркуннепе пăтратни —
Тăвар шывпе çавăрни
Çикелесе ĕнесем
Аран-аран, машлатса
Пăруласа парсассăн,
Çавă çĕрти арăмсем
Шур сĕт сума пуçлаç, тет.
Мăкки-макки макăран
Пăрусене ăш шывпа,
Сĕтпе хушса параç, тет.
Хĕссе-пĕссе шур сĕте
Чашăк-чашăк пуçтарса,
Пĕрер чĕрес йӳçетсе,
Çăмах яшки шуратса,
Пăртак çиме уйрана
Çав арăмсем уçлаç, тет.
Улттă-çиччĕ уçланă
Усламçуран сарă çу
Вучах çинче шăратса,
Пĕчĕк чашăк пухаç, тет.
Хайхи-майхи пупĕсем,
Урам тăрăх карăнса,
Уй чӳк тунă йăла пек —
Çупа кĕрпе пуçтарса,
Килрен киле çӳреç, тет.
Кĕрпе-çăва панăшăн
Çав-çав çĕрти çынсене
Çăтмак пырлă пуп этем,
Хĕреслесе пиллесе,
Кармак-чармак аллипе
Чуппа тума хушаç, тет.
Çав-çав çĕрти арăмсем
Хăшĕ-пĕри пупсене
Сарă çуне памасан,
Выçă пупсем çилленсе,
Уй чӳк тунă йĕркипе,
Тур амăшне асăнса:
«Пире сар çу паманшăн
Ĕни çилли шыçăнтăр;
Мăкки-макки пăрушĕ
Пăявĕпе пăвăнтăр,
Çырлах турă», — тееç, тет.
Хăшĕ-пĕри кĕрпине
Пĕр чĕптĕм те памасан,
Шыçмак пупсем, уншăн та
Çĕлен пекех çилленсе,
Кĕсре пекех шăмарса:
«Пире кĕрпе паманшăн
Ылхан çиттĕр тур умне —
Çакă çыннăн пăрине
Тислĕк ани çийĕнче
Пусса лартăр вутпуççи;
Унăн урпа анине
Çичĕ çĕртен çич шырлан
Çурса кайтăр çурхи шыв», —
Тесе тухса утаç, тет.
Хура çĕрти хурлăха
Çак тĕнчере тӳсмешкĕн
Сӳлешекен пупсене,
Ун вырăнне пĕлĕтре
Рай пахчине кĕртĕпĕр
Тесе врентен пупсене
Çак юмаха вуласа
Кăтартмашкăн çыртăмăр.
Вăрăм çӳçлĕ юмăçсем,
Кăтра пуçлă пуп этем,
Шыçмак хырăм аттесем!
Килемисем-матушки,
Пуп хĕрĕсем-пикесем,
Эпĕ çырнă юмаха
Начар тесе ан калăр.
Сирĕн ырă кăмăла
Çак юмахри шырлăха
Тепĕр чухне сӳрĕпĕр.
Пуп чĕпписем-ыттисем,
Пуп кĕрӳшĕ-таврашĕ,
Лапсăртатса, пуп хыççăн
Сăмса шăлса çӳрекен,
Чан çапакан кустирек,
Çурта хуçи староста,
Халĕ сирĕн кăмăла
Савса сăвă çырманшăн,
Ӳпкелесе ан юлăр,
Пĕррелĕхе ан ятлăр.
Тепĕр чухне чухлăпăр —
Сире катăк тумăпăр.
Пуппа пĕрле сăрасем
Çăра туса ĕçекен,
Мухмăр пуçпа пуппала,
Пуп тутине çыпăçса,
Ыталанса, ял явса
Пупа чуппа тăвакан
Пуп хăйматлăх-хăямат,
Эсир мана çакăншăн
Ан ӳпкелĕр пĕрре те.
Тата урăх йышшисем:
Пĕтĕм тĕнче çывăрсан,
Кашта çинчи кикирик
Авăтнă чух çӳрекен,
Çӳрле ыйăх çуккисем —
Лаша тавраш утланса,
Ĕнесене çавтакан
Унти-кунти юлташсем!
Пупăн куçĕ хĕснине
Çич çухрăмран сисекен
Манăн майлă яхварсем!
Çак юмаха вуласан,
Манран эсир малашне
Ан ютшăнăр пĕрре те.
Кĕвĕç кăмăл ертнипе
Çырма тăрăх сукмакпа
Мал пуçтарса çӳрекен,
Эсир хăвăр çылăха
Пупа текех ан калăр. —
Мĕн çаклатнă пурлăхран
Пая пупа кӳртсессĕн,
Шалти-тулти палăрмасть,
Тунă çылăх каçарнать,
Такăр пулать çул тесе,
Хальччен эсир ĕненнĕ.
Çав ĕненӳ йăнăш вăл.
Хура пупăн вырăнне
Эпĕ сирĕн урапа
Çине ларса çӳресен,
Ытла йывăр пулас çук.
Апла-капла япала
Уйăрмашкăн тытăнсан,
Манăн çăвар пупĕнчен
Сахалтарах çăтмалла.
Хăвăр чухлăр çавăнпа:
Сире наклат пулас çук.
Сăмах-юмах енчен те
Карма çăвар мар эпĕ.
Вăрă йăли-саккунне
Хура пупран кая мар
Муштак пекех чухлатăп.
Эсир çакă сăмаха
Суять тесе ан калăр.
Тĕплĕреххĕн шантарма
Калам сире хам ята:
Эпĕ пулап Эливан —
Вăрă Антун таврашĕ.
Энтри пасар панчисем,
Яка Якку ялĕсем.
Анне мана çылăхсăр
Аттесĕрех çуратнă.
Шаккур тутар яшă чух,
Çичĕ лаша Чĕмпĕртен
Вĕçе-вĕçе кăкарса
Аслă çулпа пынă чух,
Пирĕн патра каçхине
Кĕрсе выртнă çывăрма.
Кукаçипе кукамай
Сăра ĕçме Сĕмĕле
Аппасене кайнă, тет.
Манăн анне Шаккура
Пичке панă пуçласа.
Ӳсĕр Шаккур çавăн чух
Аннепеле çĕр каçнă.
Çавă Шаккур тутартан
Анне юлнă йывăр çын.
Этем ĕрчес майĕпе —
Тăхăр уйăх пулсассăн,
Анне мана вăрманта
Улах çĕрте çуратнă.
Йăх-тĕпрен те куратăр
Эпĕ сире пупран та
Шанчăклăрах пулатăп.
Ĕнтĕ тепре куриччен,
Хамăрӳялсем, сыв пулăр.
Хамăрӳялсем тенине
Хура кăтра пупсăрах
Хамăр эпир чухлăпăр.
Сас-хурасем пулсассăн,
Май килессĕн туйăнсан,
Ламран-лама систерĕр,
Пупсăр пуçнех ĕç пулĕ.
Çав-çав çĕрти сĕм вăрманта
Хашăлтатса хашласа,
Çакă манăн юмаха
Кала, эсĕ, халăха.
Çичĕ юплĕ шухăшăн
Çитмĕл çичĕ сăмахне,
Çак юмахăн сыпăкне,
Çичçĕр çитмĕл татăкне
Халăх тупĕ шутласа.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...