Ухливан вутăша улталани
Хĕллехи çĕр вăрăм, икĕ кун тăршшĕ. Ала çăлтăр пуç тăрне ухиччен виç çăпата хуçса, тăваттăмĕшне тавăрса хума пулать. Улахра хастарлă хĕр, ыттисем каччăсем çине пăхса ларнă вăхăтра, икĕ йĕке турахуп çиппи авăрлать.
Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе кӳршĕри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма. Алăкран пырса кĕтĕм те:
— Ман килес, — терĕм.
Мĕтри матки:
— Килех, килех, Ваçка пăяхам, маларах ирт, — тет.
Мĕтри — сӳтсе явса юмахлама юратакан çын. Юмахлама питĕ ăста. Ун патне кӳршĕсем чĕлĕм туртма пухăнкалаççĕ. Халĕ те ун патне ман умĕн Юс Çеменĕпе Такамак Энтри пырса ларнă.
Эпĕ пĕр вăтанмасăр «маларах ирт» тенĕрен кĕреке пуканĕ тĕлнех кĕрсе лартăм.
— Мĕтри ăçта кайнă сирĕн? — теп.
— Выльăхсене хупма тухнăччĕ вăл та, — тет арăмĕ.
Пăртак ларсан Мĕтри кĕчĕ.
— Ваçка пичче килнĕ-çке, — тет.
— Юмахламалла килсе ларас терĕм-ха, — теп.
— Юрать, — тет. Алăк патнелле пăхрĕ те: — Çемен, элле эсĕ аран шăпăр шăтăкне кĕрсе ларман-çке, маларах ирт, сана сĕтре-сĕтре тĕпелерех ирттерме эс таçта хăна хĕр мар. Куç ӳкес çук сана, — тет.
Мĕтри арăмĕ:
— Каларăм та ăна, çапах иртмерĕ вăл, — тет.
Апла каласан тин Çемен пăртак Энтри çумнерех ларчĕ.
Мĕтри:
— Тунă пушăт пурччĕ-ха, илсе кăмака çине ăшăнма кӳртсе хурас, — терĕ те алкумне тухса кĕрсе каланă пек турĕ. Кĕрĕкне хыврĕ, путмар çинчен мунчала илсе çăпата кантри явма пуçларĕ.
— Ваçка пичче юмах яма ăста пулаканччĕ, халĕ пӳртре путек тавраш çук, ярса кăтарт-ха пĕрер юмахне, — тет.
— Эпĕ çитмĕл çичĕ юмах пĕлетĕп, хĕрĕх те пĕр халап, утмăл тăхăр юмах пĕр чара нӳхреп шывĕ ĕçсен аса килет, хĕрĕх те пĕр халап икĕ саккăр, хăрах тăххăр ăскăч пыл шывĕ сыпсан тин чĕлхе вĕçне çитет. Халĕ сире, итлессĕр питех килет пулсан, çитмĕл çичĕ юмахран пĕрне ярса кăтартам, — терĕм.
Пилеш Мĕтри патĕнче янă юмаха, çакă кăнеке çине çапсан, кам та пулсан вулакан пулĕ тесе çыртăм. Çакă вăл юмах.
Ухливан вăрманăн тепĕр енче, çырманăн леш енче пурăннă.
Пĕрре çакă Ухливан хăйсен курăс хутакан кӳлли хĕрне кăвак кĕсрине çитерме кайнă. Ухливан кӳлĕ хĕрринчи çаран çине çитрĕ те сиксе анчĕ кĕсри çинчен, тăлă çук пирки йĕвен аври салтса илет те тăллакаласа ярать кĕсрине. Хăй курăс сулли çине кайса пĕр-ик курăсран мунчала сӳсе илсе ларать çыран хĕрне, кĕлте кӳме вĕрен явма. Явнăçемĕн пĕр вĕçне шыва ярса пырать.
Ухливанăн кăвак кĕсри, чипер çисе çӳрекенскер, хăрт-харт тăвать. Ухливан:
— Мĕскер хартлатса тăран? Çи! — тесе йĕри-тавра пăхрĕ.
Сарлака кӳлĕ, унччен лăп тăраканскер, хум çаптара пуçларĕ. Унтан пулмин Ухливан умне вутăш чĕппи тухрĕ тăчĕ. Çарапакка. Ӳчĕ хура. Ури-алли çăмлă. Сăмси икĕ юплĕ.
Ухливан хăравçă çын пулман. Вăрман таврашĕнче çĕрле пĕччен çӳресе арçури сассине илтсен унăн чĕри пĕрре кăртлатман. Халĕ те çакăн, хăй умĕнче вутăш чĕппине кура та, çан-çурăм сăрлатса кайман.
Ухливан пысăк саспа:
— Мĕн кирлĕ сана, вутăш ачи? Ан кансĕрле мана явма; ас ту, мунчала çине ан пус, — тет.
Вутăшĕ:
— Чăваш пичче, мĕн тăван ку вĕрен пеккине явса? — тет.
Ухливан ăна хирĕç:
— Çак кӳлĕри вутăшсене пулли-пăттипе сĕрсе кăларас тетĕп, — тет.
Çакна илтсенех вутăш чĕппи:
— Ай-яй-яй, эсĕ пире апла кунтан сĕрсе кăларасшăн-çке, пире тĕп авалхи вырăнтан хуса ярасшăн-çке, — тесе кӳлле ялт! чĕвĕнчĕ.
Пырать кӳлĕ тĕпĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ патне те калать:
— Пирĕн кӳлĕ хĕрне килсе ларнă темлескер, — тет, — явать çав темĕн тăршшĕ вĕрен, явнăçем пĕр вĕçне шыва ярса пырать. «Çавă вĕренпе кӳлĕри пулли-пăттине, пире сĕтĕрсе кăларас», — тесе калать, — тет. — Тата вăт унта, çаран çинче шурăскер, тăват ураллă, лапсака хӳреллĕ — ман çине хартлатса пăхса тăрать, — тет.
Вутăшпа карчăкки чĕппине:
— Эсĕ унпа мĕн çинчен те пулсан тухса тавлаш. Вăл çĕнтерсессĕн, ăна мĕн ыйтнине парăпăр, эсĕ çĕнтерсен, вăл пирĕн кӳлĕ хĕрринчен кайтăр, — теççĕ, тет.
Вутăш чĕппи тухать те:
— Ухливан пичче, — тет, — айта иккĕн тавлашса пăхар: çавăнти тĕмеске кутне кам хăвăртрах чупса çитĕ? — тет. — Эпĕ малтан çитсессĕн, эсĕ кунтан кай, пирĕн кӳлле вĕренӳпе ан пăтрат, эсĕ манран малтан çитсессĕн, эпĕ сана мĕн ыйтнă çавна илсе тухса парăп, — тет.
Ухливан:
— Манпа чупиччен манăн шăллăмпала чупса пăх-ха, унран иртсен пиччĕшĕпе тавлашăн, — тет. — Манăн шăллăм çавă шĕшкĕ тĕмĕсем айĕнче пурăнать. Эсĕ унта кай та «ĕшт, ĕшт!» тесе пыр. Манăн вăрăм хăлхаллă шăллăм ялт! сиксе тухĕ те сиккипе чупа пуçлĕ. Эсĕ те ун хыççăн яра пар вара, — тет.
Хайхи вутăш, каланă пек, «ĕшт, ĕшт!» тесе пырать шĕшкĕ тĕмĕсем хушшинче. Сасартăк сиксе тухрĕ мулкач, шĕшкĕ çапсем, тĕмсем, тункатасем урлă ярна пырать. Вутăш та ун хыççăн: «Ан кай-ха, тан тăрса чупар!» — тесе, икĕ уран чупса ырса тăват уран пырать. Мулкач миçен вутăша хăварса пырать. Мулкач кӳллĕн тепĕр енчи сăрт тăрăх, тапкăç ураллăскер, кайăк пек ухса кайрĕ: сăрт тăрне çитсен вутăш чĕппи мулкача куçран çĕтерчĕ, тет.
Вутăш: «Кĕçĕн шăллĕне çитсе пулмарĕ-çке, ку пире пĕтерет ĕнтĕ», — тесе ырнăскер пуçне усса пы-ырать Ухливан патне.
— Э, эсĕ манпа тавлашас тетĕн, шăллăма çитесси пулмарĕ сантан, чĕкре кутран, тата мĕн çинчен тавлашас кăмăл пур? Е аçу-аннӳнтен кĕрсе ыйт та вĕсем, ватăскерсем, мĕн ăс парĕç сана, — тет.
Ухливанăн вутăш тусĕ шыва шампăрт! тутарса чăмса кĕрсе кайрĕ. Ашшĕ-амăш патне пырсан:
— Ай тар-тар-тар! — тет. — Чупмалла тавлашрăмăр. Малтан шăллĕпе чуптарса пăхтарчĕ. «Хампа унтан хытăрах чупан пулсан тин тавлашăн», — терĕ, — тет. — Шăллĕпе чупма пуçларăмăр та кутне те аран курса юлтăм унне, — тет. — Сикмессерен çичĕ хăлаç ывтăнать çавă, — тет. — Атте-анне, халĕ унпа тек чупмалла тавлашса пулмĕ. Япала çĕклемелле тавлашас-ха унпала — хăшĕ вăйлăрах? — тет.
Ухливан патне тепĕр хут тухрĕ çак вутăш.
— Кĕрешсе пăхар-ха, пичче, — тет çак.
Ухливан:
— Манпа кĕрешиччен малтан ман сӳтĕлнĕ асаттепе кĕрешсе пăх-ха, вара мĕн пулĕ унта. Çĕрĕк ватта çĕнтерсен унăн ачин вăйпитти йĕкĕчĕпе (хампа) тин кĕрешсе пăхăн, — тет. — Манăн асатте çавăнта, кĕçĕн шăллăм пурнакан çĕртен икĕ ана тăршшĕнче, юманлăхра, пысăк çĕрĕк çăка тункати кутĕнче, хăмла çырли айне шăтăк чавса выртнă. Ертсе каям-ха сана, малтан унпа кĕрешсе пăх-ха, — тесе, вутăша хулĕнчен тытса танкăлтаттарса кайрĕ ку.
Çитрĕç каланă юманлăха. Ухливан, çырлалăхран пĕр-икĕ ана сарлакĕш аяккарах тăрса, вĕрене турачĕ тыттарчĕ вутăш чĕппине те:
— Эсĕ çав тунката кутне пыр та çакă патакпа тункатана шак-шак! тутар, çап. Манăн асатте тухсассăн, эсĕ ăна ярса ил те лăка пуçла, — тет те хăй юман çумне тăрса юлать.
Вутăш Ухливан каланă пек тусан, çуллахи вăрмантан кайăк чĕпписем, хăмла çырли çисе тăранса выртнă упа машлатса тухрĕ çак. Тухнă пеккĕн вутăш ярса илчĕ упана сăмсинчен те ну лăка пуçларĕ çак; унтан пулмин упа тăчĕ кайрĕ урисем çине, аллисемпе вутăша икĕ уринчен ярса илчĕ те юман кутнерех пырса тăрса, ун çумне çавра-çавра çапать çак вутăш чĕппине.
Ухливан: «Упа мана мĕнле те пулсан ан куртăрччĕ», — тесе, йывăçсем çумĕн, тĕмсем айккăн шăвать хăвăртрах кӳлĕ хĕрне.
Упа вутăша çителĕклĕ тылласан пăр-пар çавăрчĕ те виçĕ çурпилĕк сарлакĕш ывăтах ячĕ. Хăй вăрмана шалалла лап-лап! утса кĕрсе кайрĕ. Вутăш чĕппи пашкаса выртрĕ-выртрĕ те тăрса ларса: «Ыр, ку Ухливанпа хăйпе кĕрешмерĕм, аслашшех çак тĕрлĕ самана кăтартрĕ», — тесе, аяк пĕрчисене, юнлă сăмсине хыпаласа ларать, тет. Йĕри-тавра пăхкалать вутăш чĕппи — Ухливан çук. Тăрать те кӳлĕ хĕрнелле тăкăштатать.
Вутăш хăй паллаканне каллех вĕрен явса ларнине курать. Ухливан патне пырать.
— Эс ма тартăн вăрмантан? — тет.
Ухливан:
— Эсĕ: «Мана аслашшĕпе пĕрле тытса хĕнĕç кусем», — тесе, ман асаттене тытмасть пулĕ терĕм те, çавăнпа манран ан хăратăр ку вутăш тесе килсе лартăм эпĕ кунта вĕрен явма, — тет.
Вутăш чĕппи кĕрсе кайрĕ ашшĕ патне, мĕн пулни çинчен йăлт каласа кăтартрĕ. Вутăш карчăкĕ чĕппин хуçăлнă аяк пĕрчисене, унăн ваннă шăмми-шаккине кӳлĕ тĕпĕнчи тымарсенчен тунă эмел ĕçтерсе тӳрлетет.
— Халĕ ĕнтĕ çакă чукмара илсе тух та çĕклемелле тавлаштарса унта е ывăтмалла тавлашăр. Ытти аслашшĕ-шăллĕ пеккисем патне яхăн та ан кай, хăйпе çеç тавлаш, — теççĕ вутăшпа карчăкĕ чĕппине. «Эсĕ, этем йăхĕ, ку чукмара çĕклеймĕн те-ха», — тесе шухăшласа тухать пулли-пăттине сĕрсе кăларас текен чăваш патне.
Тухса тăчĕ Ухливан умне.
— Кӳр, çакă чукмара ывăтса пăхар: хăшĕ аяккарах ывăтĕ? — тет.
Ĕлĕкхи пекех Ухливан вутăш чĕппи чул ывăтаймасан унăн кӳлĕ хĕрринчен каймалла; аяккарах ывăтсан ăна вутăш мĕн ыйтнине памалла.
Ухливан:
— Куна санне кайран ывăтса пăхăпăр, малтан акă çак çаран çинче çӳрекен ман кĕсрене эсĕ кӳлĕ тавра çĕклесе çавăрăн, вара эпĕ сирĕн кӳлĕ хĕрне ĕмĕрте килсе пăхмăп, сире нихăçан та чăрмантармăп; çĕклесе çаврăнаймасассăн, эпĕ мĕн ыйтнине памасассăн нимпе те каймастăп, — тет.
Хайхи вутăш чĕппи кĕсре айне пĕшкĕнсе кĕрсе вунă-вун иккĕ ярса пуссах ывăнса кайрĕ. Ухливан:
— Элле, эсĕ çĕклесе кӳлĕ тавра çавăрăнаймарăн, эпĕ ăна акă — пăхса çеç тăр — пĕç хушшине хупса, çил пек вĕçтерсе çаврăнатăп, — терĕ те утланчĕ кăвак кĕсри çине, чĕввик-чĕввик! шăхăрчĕ те юртпа ярăнтара пачĕ.
Вутăш чĕппи, пĕççе çапса: «Тĕлĕнмелле ку этем йăхĕнчен…» — тесе шухăшласа пĕтеричченех Ухливан шывсеменче кӳлĕ йĕри-тавра çавăрăнчĕ килчĕ. Çитрĕ те сиксе анчĕ кĕсри çинчен, йĕвенне хыврĕ те лашине каллех çаран çине ячĕ.
— Халĕ ĕнтĕ сан чукмарна ывăтса пăхар, — тет.
Тăратса тăракан авринчен тытрĕ те пĕлĕт çинелле пăхса тăрать. Вутăш:
— Ма çӳлелле пăхса тăран эсĕ, Ухливан пичче? — тет.
— Тăхта пăртак, вара калăп, — тет. Ухливан тăрсан-тăрсан: — Ак-ак-ак-ак, çакă пуç тăрринчи хура пĕлĕт çине ывăтас чукмарна, — тесе, çатăр-çатăр-çатăр сас кăларать.
— Ухливан пичче, Ухливан пичче, ан хăтлан, аврине хуçан, — тесе, аран тытса илет Ухливанран вутăш. — Ку чукмара пире мăн асатте пиллесе парса хăварнă. Пĕтеретĕн вĕт эсĕ чукмара, — тет.
Ухливана çакă çеç кирлине юмах итлекен те пĕлет.
— Эсĕ, манпа тавлашса шăллăма хуса çитеймерĕн, асаттене çĕнеймерĕн, кĕсрене çĕклеймерĕн, чукмарна ывăттармарăн — илсе тухса тултар пĕр шлепке ылтăн. Памасассăн сирĕн валли вĕрен хатĕр — акă унта явса хунă, — тет чăваш.
Вутăш кӳлле кĕрсе кайса, мĕн пулнисене йăлт каласа парса тĕлĕнтерсе хăратать ашшĕ-амăшне. Ухливан, вутăш чĕппи кӳлле кĕрсе кайсанах, пĕр паспа (рычагпа) пысăк чул хăйăрса кăларать те ун вырăнĕнчи шăтăк çине шлепкин тӳпине шăтарса лартать. Çĕклесе тухрĕ вутăш пĕр хутаç укçа.
— Ăçта шлепкӳ, тултарса парам сана, — тет.
Ухливан:
— Чăваш шлепки пĕр хутаçах пулмасть вăл, — тет.
Пырса ячĕ ку вутăш — укçа чăнкăр-чăнкăр! туса аршăн çур тăршшĕ анчĕ кайрĕ. Ухливанĕ пилĕке тытса кулкаласа çеç тăрать хăй вутăша улталанинчен. Тăватă хутаç илсе тухса ячĕ вутăш — мĕн пурĕ те шлепке тĕпне аран çитрĕ. Пиллĕкĕмĕшпе аран тултарать.
— Пирĕн укçана шлепкепе илсе çӳремеççĕ, такмакпа çакса çӳреççĕ. Киле йăтса кайма çитмĕл çичĕ кукăль, çитмĕл çичĕ хуплу, икĕ саккăр хăрах юсман кĕрекен сăран такмак илсе тух, — тет чăваш.
Вутăш чĕппи шывсеменче ыйтнине илсе тухса парать. Ухливан:
— Эсĕ ĕнтĕ шлепкери укçана такмак çине тултар, эпĕ кĕсрене кайса тытам-ха, — терĕ те лаши еннелле кайрĕ. — Хăвăрт тултар, эпĕ киле кайма питĕ васкатăп, — тет.
Вутăш чĕппи укçана такмака тултарнă çĕре Ухливан кĕсрине утланса тапăртаттарса та пычĕ. Вутăша:
— Киле çĕклесе çитерсе пар! — тет.
Çавăрчĕ лашине кил еннелле те уттара пуçларĕ. Вутăш та ун хыççăн, такмака каçан çине аран çавăрса хурса, çĕклемĕ йывăррипе мекĕрленсе çеç пырать. Пыраççĕ-пыраççĕ çулпа, авăрса ларакан шыв арманĕ кураççĕ. Вутăш чĕппи:
— Мĕскер ку, çакă халтăртатса лараканни? — тесен Ухливан:
— Манăн вăталăх шăллăм çурчĕ ку: ампарта кин çăмах çăрать, халтăртатни унăн чара тирки сасси, — тет.
Пĕр пысăк арман чулĕ выртать. Вутăш ăна курсан:
— Ку мĕн? — тет.
Ухливан:
— Манăн асаннен йĕрĕлчи вăл, — тет.
Татах пыраç-пыраç — арман пĕви хĕрне çитрĕç. Унта ватă юман вулли выртать. Вутăш:
— Ку мĕн? — тет.
Ухливан:
— Асанне йĕки ку, — тет.
Пырсан-пырсан çаксем пĕр пасара сӳре сутма каякана тĕл пулаççĕ. Вутăш чĕппи, халиччен çĕр çинчи çутă çанталăка тухса курманскер, пур япаларан та тĕлĕнет. Сӳресем çине кăтартса каллех кусем мĕскеррине ыйтать. Ухливан:
— Пирĕн ăру пуçне турать çакăнпа, — тет.
Ухливан хапхи арне çитсен вутăша:
— Эсĕ пăртак тăхта, эпĕ арăма кĕрсе йăпатам. Мана сана илсе килнĕшĕн ан вăрçтăр, питĕ хаяр вăл ман мăшăр, — тет.
Пӳрте кĕрсен Ухливан маткине:
— Эпĕ: «Апат пĕçерсе пар-ха: вутăша çитерсе ярар», — тесен эсĕ: «Çакă вутăш чĕппин пуçне пĕçерес-и, чĕрипе путекине пĕçерес-и?» — тесе кала, — тет.
Маткине çапла ăс парса хăварсан вутăша картишне илсе кĕрет те укçана такмаккипех нӳхрепе пăрахтарать. Вара вутăш чĕппипе иккĕш те пӳрте кĕреççĕ.
Ухливан:
— Матка, мĕн те пулсан пĕçерсе пар-ха, иртенпе çăвара пĕр хĕлхем те илмен, хырăм питĕ выçрĕ, — тет.
Апат çинчен аса илсен вутăшăн пĕтĕм сĕлекисем ĕненни пекех юхса анчĕç çав. Ухливан матки:
— Çак санпа килнин пуçне пĕçерес-и, чĕрипе путекине пĕçерес-и? — тесе шăл витĕр хаяр сасăпа кăшкăрса ячĕ тет çав.
Куна илтсенех вутăш чĕппи сехри хăпнипе хăпăл-хапăл алăка уçать те карта урлă, хӳмесем урлă сике-сике каçса çул çине тухсан икĕ ура кĕллине купарчине тивертсе чупать.
Ухливан пичче ĕлĕк-авал вутăша çапла улталанă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...