Çанталăк
Çанталăк пĕр килмест çав. Уяр та пулать çанталăк, йĕпе-сапа та пулать.
Юман вăрман, тĕллĕн-тĕллĕн çăка та пур кунта. Вăрман çумĕнче Тĕрлемес станци. Пысăк станцă мар ĕнтĕ вăл.
Тĕрлемес, Муркар, Туканаш, ытти ялсем — пурте чăваш ялĕсем.
Шуршу сали, Куславкка — вырăс ялĕсем.
Атăл сарăлса юхать.
Атăл леш енче — хыр, чăрăш вăрманĕ, аслă вăрман.
Сĕм вăрманта — уçланкăсем, уйсем. Унта çармăс ялĕсем.
Кавал пасарĕнчен инçе мар — Кармăшкасси, Йăвăнчă, ытти ялсем — тутар ялĕсем.
Тутар, чăваш, вырăс, çармăс çав таврара авалтан пĕрле пурăнаççĕ.
* * *
Чăваш Республикин тĕп хулине — Шупашкара — тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçпе каяс-килес пулсан инçетрен чугун çулпа Тĕрлемес станцине пыраççĕ, лашапа, хăшĕ çуран Куславккана çитеççĕ; унтан пăрахутпа Шупашкара каяççĕ, таврăнăçла та çав çулпа çӳрекенсем сахал мар*.
Этем çул çӳрет хăшĕ. Этем пĕр-пĕрне курать.
Этем пĕр-пĕринпе калаçать, сăмахлать, пуплет этем.
* * *
Çанталăк пĕр пулмасть çав. Йĕпе-сапа та пулнă-çке.
Çул çӳреме тухсан чăваша мăшкăлласа, йĕкĕлтесе, тăрăхласа хурлантарнине кам ас тумасть? Ĕлĕкхи мăшкăлпа хурланса вăрттăн макăрнине хăшĕ халь те манман-ха.
Çавăнпа та пуль, мăшкăлпа тарăхса йĕнĕрен те-и, тен, чăвашсен куç-пуçĕ чылайăшĕн пăсăк, трахомлă чăвашсем сахал маар, çав авалтан, мăшкăл саманаран юлнă чиртен пирĕн куç-пуç халĕ те тӳрленсе çитеймест-ха.
* * *
Ялан йĕпе-сапа пулмасть.
Уяр çанталăк, тӳлек çанталăк та пулать.
Çула-йĕре тухсан чугун çулпа, пăрахутпа çӳренĕ чух халĕ чăвашран тăрăхласа кулакансем çук ĕнтĕ.
Ĕлĕкхи самана йĕркине хăйсен ăшĕнче тытакансем кăна чăваш ĕç халăхĕ çине сивĕ куçпа пăхса илеççĕ пулас-ха халĕ те, улахрах вырăнта вĕсем чăваш çине ал хума та хăтланаççĕ пулас та — çук ĕнтĕ, халь самана ĕлĕкхи мар, халь уяр çанталăк, халь ăшă çанталăк. Ăшă çнаталăкра вырăс, чăваш, тутар, çармăс ĕç халăхĕ пĕр-пĕрне тăван вырăнне хисеплеççĕ.
* * *
Тĕрлемес. Станцă. Юман вăрман. Çуртсем. Ыраш пусси. Чугун çул. Вакунсем. Калла-малла пăравус çӳрет кăшкăрса. Тĕрлемес çил арманĕ авăрать.
Вишни, хăмла çырли, квас, сĕт сутаççĕ тутар ачисем, чăваш ачисем.
Машин килет, машин ларать, машин каять — халăх çӳрет.
Станцăран инçе мар — пĕр пӳрт, чей ĕçтереççĕ унта. Пуплесе, калаçса лараççĕ.
Вăтăр пиллĕке çитнĕ пуль вăл. Вăтам çын, ăшă кăмăллă çын, çапла сăмахлать:
«Аттерен уйрăлса тухнăччĕ. Пӳрт, кĕлет, сарайсем лартнăччĕ. Лаша, ĕне пурччĕ. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăшĕ те арча вĕллеччĕ.
Ухмах пултăм эпĕ кăçал. Çĕпĕре кайрăм. Çĕр пăхса килтĕм. Лашана, ĕнене, хуртсене пур пек тыр-пула сутрăм. Çемйипех вара Çĕпĕре куçса кайрăмăр. Çĕпĕрте вырнаçса пурăнма вăй çитмерĕ. Килмелле пулчĕ хамăр ялах.
Пӳртпе кĕлете, ыр, сутса хăварман. Лашасăр, ĕнесĕр, хуртсăр юлтăм-çке. Çĕпĕре кайса çӳрени, расхут кăларни харам пулчĕ.
Тепĕр хут пурнăç тума йывăр ĕнтĕ мана.
Тыр-пул, ут-улăм сахалтан, çĕр хĕсĕкрен, вăрман, вут-шанкă инçерен Çĕпĕре кайнăччĕ те çул çӳрени вырăнлă пулмарĕ çав», — тет вăл çын.
* * *
Алăк патĕнче тепĕр çын ларать, хура хутаç çакнăскер. Ик аллине туя тытнă. Ыйткалакан вăл.
Çак ыйткалакан çапла сăмахлать:
«Çул çӳресе хăшĕ нушта кураççĕ. Таçта вăрçăра аманса, уксах-суккăр пулаççĕ, тăлăха юлаççĕ.
Килте тулăн-шалăн çӳресех, лайăххăн Кавал пасарне те çитсе курмасăрах суккăр, сĕм-суккăр пултăм эпĕ.
Малтан куç шывланса çӳрерĕ ман, вара чикекен пулчĕ, куç тĕк таттартăм. Лекаре кайма хушрĕç. Куç çути çухалсан тин кайрăм лекаре. Тухтăр мана хăй патне пырах тăма хушнăччĕ. Тухтăр патне çине-çине каяймарăм.
Хама хам ĕнтĕ сĕм-суккăр пулса лартăм. Ĕçлейми пултăм. Пурнăç юхăнчĕ. Килте арăм та, ачасем те суккăр лараççĕ.
Çапла ĕнтĕ хамăра хамăр пăха пĕлмесĕр, çынсен ыр сăмахне итлемесĕр суккăр пулса лартăмăр çемйипех.
Çанталăк уяр пулмалла — ăшшăн тивет хĕвел çути; ăшă, уяр çанталăк ăшшине эпир те сисетпĕр-çке те.
Тĕнче илемне, тĕнче ырлăхне, çут çанталăк савăнăçне курса савăнма çук пирĕн. Куçпа курса алла ĕç тытма çук çав пирĕн. Куçа-куçăн пăхса этем кăмăлне пĕлме çук ĕнтĕ.
Суккăр çын сукмакĕ тикĕс мар, суккăр çын çулĕ — пылчăк-сулăнчăклă.
Ним тăвайман енне алла туя тытатпăр. Туя вĕçне çитсен пурнăç мар вара вăл. Хутаçа çакса ыйткаласа çӳретпĕр. Татăк-кĕсĕк пуçтарнипе пурнăç малалла каяс çук ĕнтĕ», — тесе пуплет суккăр çын.
* * *
Унта-кунта çӳрекенскер пулмалла, пĕр вăтăр-хĕрĕх çула çитнĕскер сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларать. Çавă çапла сăмахлать:
«Çапла ĕнтĕ, çĕр сахал пулсан тыр-пул ытлăн-çитлĕн тума çук, ут-улăм та çителĕклĕ пулмасть апла. Тепĕр чхне уяр çанталăкпа акнă тыр-пул та типсе каять.
Ытла ватă пулмасан та хам ĕмĕрте çӳресе курнă эпĕ. Тыткăнра та ултă çул пурăнтăм. Тĕрлĕ çĕр-шыв курнă эпĕ, темиçе тĕслĕ халăх курнă.
Тинĕс пек аслă çĕр-шыв пулсан та, çĕр ĕçне йĕркеллĕ ĕçлеме пĕлмесен çĕр ĕçлени этеме усăллă мар вара. Усси пулсан та — сахал усă.
Балти тинĕс хĕрринче Финлянди патшалăхĕ пур. Унта финн ятлă халăх пурăнать. Чăвашсеннинчен те сахал вĕсен çĕрĕ, çĕр хĕсĕк вĕсен. Çĕр начар: чуллă, хăйăрлă тăпра вĕсен. Анчах чул çине тăпра сарса та пулин вĕсем çимĕç лартса тăваççĕ.
Тыр-пул, пахча-çимĕç тухăçлă, аван пулать вĕсен. Çулсем, сукмаксем тăрăх финсем улмуççи, тĕрлерĕн çырла лартса чĕртнĕ.
Финн халăхĕ таса сывлăхлă. Финн лаши вăйлă, ĕнисем — шултра. Финăн пĕр ĕни пирĕн пилĕк ĕне чухлĕ сĕт парать.
Хăйсен пурнăçне финсем нумайранпа ăслăлăх кăтартнă пек туса пыраççĕ. Çавăнпа финн халăхĕн пурнăçĕ тĕреклĕ.
Швеци, Норвеги, Дани, Голланди çыннисем епле пурăнни çинчен илтнĕ ĕнтĕ эсир. Çĕр ĕçне вĕсем пурте машинпа ĕçлеççĕ, тĕрлĕ им-çампа, тислĕкпе çĕре çĕнетсех тăраççĕ.
Куславккапа Тĕрлемес хушшинче ыраш пусси, çур тырри пусси, хура пусă. Куславккапа Тĕрлемес хушшинче виçĕ пусăра та уя паранкă лартни улт-çичĕ вырăнта кăна.
Тиркеме çук чăваш ĕç çыннине, çĕр ĕçне пит тăрăшса ĕçлет-çке те вăл. Ытти халăхсем тыр-пула çавапа çулаççĕ. Чăваш тыр-пула миçе ĕмĕр ĕнтĕ пилĕкне хуçса çурлапа вырать. «Пĕр пучахне те ана çине тăкса хăварас мар», — тет ĕнтĕ вăл чăваш. Чăваш хресченĕсем те ку саманара тыр-пула машинпа выра пуçларĕç те. Машин тыр-пула аван вырать, час вырать, тăкак пулмасть, асап сахал, пилĕк-çурăм аманмасть.
Çӳрес тесен, каяс тесен, таçта та çитме пулать, çутçанталăк аслă, çĕр çаврака, тĕнче вĕçне-хĕрне тупма çук.
Эпĕ хам та нумай çӳрерĕм, таçта та çитнĕ пуль, килте хусах юпа та лартман эпĕ.
Ниçта та ĕçлемесĕр, тĕплĕ, йĕркеллĕ, ăслăлăх кăтартнă пек ĕçлемесĕр, ыр пурнăç пулмасть çав. Унсăрăн пурнăç мар, асап кăна пулать.
Чăваш ĕç халăхĕ çуррине яхăн трахомпа, куç пăсăкĕпе асапланать. Трахом сĕм-суккăр тăвать, ĕмĕре кĕскетет, çынна трахом çамрăклах ватăлтарать.
Тепĕр çĕрте чăвашсенчен кашни çĕр çынтан сакăр вуннăшĕ трахомпа чирлени те пур. Чăваш ĕçхалăхĕ трахомран юсанма хăй вĕренмесен, чăваш ĕç халăхне трахомпа кĕрешме хăйне вĕрентмесен, суккăр пулатпăр вара пурсăмăр та.
Суккăр пурнăç — пурнăç мар вара вăл», — тет сĕтел хушшинче ларакан çав çын.
* * *
«Çапла ĕнтĕ, чăнах та, кăшман лартса тухăçлă тума, паранкă лартса тума тăрăшу, хастарлăх, ăслăлăх, сывлăх кирлĕ çав.
Суха пуçне тăварса, сулхăна тăратмалла пулать пуль, тимĕр ака пуç кӳлмелле пуль, трактор çине ларма та юрать пуль те.
Эх, çурла, çурла тус, çич çĕр çитмĕл çичĕ шăллă вичкĕн çурла!
Шĕвĕр вĕçлĕ кукăр çурла, йĕс тăпсаллă çаврака авăр, ал сыппи тăванĕ, пилĕк-çурăм ылханĕ — тимĕр çурла, хурçă шăл!
Эх, çурла! Çурла тус! Миçе ĕмĕр, çурла, эсĕ чăваш пилĕкне амантса пурăнатăн. Тыр выракан машин, жнейка, хăçан эсĕ, шĕвĕр çурлана çĕнтерсе чăваш ĕç халăхне пăртак канлĕх парăн çак?
Жнейка çинчен шухăшласан та чăваш ĕç халăхне совет йĕрки ӳпкелессĕн туйăнмасть-çке», — тесе пуплеççĕ Тĕрлемесре ларакан чăвашсем.
* * *
Çанталăк пĕр килмест çав. Йĕпе-сапа, асаплăх, мăшкăл пулнă. Чăваш ĕç халăхĕ ĕлĕк хурланнă, макăрнă. Вăл вăхăт иртрĕ ĕнтĕ.
Халĕ урăх çанталăк. Ĕç халăхне кирлĕ, тӳлек çанталăк ĕнтĕ.
Çак çанталăкшăн, çак саманашăн Тĕрлемес çĕр-шывĕ те хĕç-пăшалпа касăлнă, Тĕрлемес, Муркар уй-хирĕ те çак саманашăн тăкăннă юна сăхнă.
Тĕрлемес вăрманĕнче те, ĕç халăхне кирлĕ телее вăрçса пулемет, тупă сасси кĕрленĕ.
Апла пулсан хамăр пурнăçа хамăр çителĕклĕ, телейлĕ тăвасси — хамăрта ĕнтĕ. Хĕсĕк çĕре тухăçлă тăвасси те хамăртах. Суккăр, сĕм-суккăр пулса ларасран сыхланасси, трахомран тасаласси те хамăртах çав.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...