Крымран таврăннă çынпа эпĕ калаçни
Ман лайăх паллă тăран çын пур.
Кăçал вăл Крыма, Ялта хули патне, ĕçлеме кайрĕ.
Крымра çĕр чĕтреннĕ тесе хаçатсем çине çыра пуçласан, вăл чипер çӳрет-ши тесе эпĕ чылай шухăшларăм.
«Сывă çӳретне?» — тесе эпĕ ун патне çыру та ятăм.
Хама çыру калла килменрен чылай шухăшларăм ун çинчен, чипер çӳрет-ши тесе.
Вăл ман писмене1 илеймен-мĕн. Тăватăмкун Крымран килнĕ вăл. Сывах таврăннă. Курса калаçрăм унпа.
— Çĕр чĕтреннипе Крымра çынсем нумай аманман, çуртсем чылай ваннă, хăш-хăш çĕрте çурăлкаласа пĕтнĕ, — тет.
— Çĕр чĕтреннипе Крымра çынсем питĕ хăраса ӳкнĕ, çуртсенчен тара-тара тухнă та çăр чĕтренни лăплансан та çынсем хăйсен çурчĕсене калла кĕме хăраса тăнă, — тет. — Тĕреклĕ, тимĕрсемпе лайăх тытăнтарса тунă çуртсем ним те ванман, çурăлман, — тет.
— Кушаксем, йытăсем çĕр чĕтрене пуçланине çынсенчен маларах сиснĕ, вĕсем килтен (çуртсенчен) малтан туха-туха тарнă, — тет. — Çĕр кисренни лăплансан тин кушаксем-йытăсем 2-3 кунтан киле таврăннă.
— Çĕр кисренни, çынна хăма çине тăратса, хăмана кала-мала турта-турта илнĕ пек, — тет. — Ура айĕнчи çĕр унталла-кунталла кайнăран çын сулланать, — тет.
Унпа нумаях калаçса ларма вăхăт пулмарĕ ман.
Крымра çĕр чĕтренни ытла хăрушă япала мар. Сиен чылай пулнă пулин те правительство, общество, профсоюзсем пулăшнипе вăл сиенсене тӳрлетсе пĕтереççĕ.
— Малашне Крымра çĕр чĕтреннипе ишĕлми (Японири пек) çуртсем тумалла. Пирĕн Союзра ытла та хăрушă ниçта та çĕр чĕтрес çук. Пирĕн тăрăхра çĕр чĕтреннине никам та астумасть, пирĕн тăрăхра çĕр чĕтренес çук, — тесе лăплантарчĕ вăл мана.
Çак эп палла тăран çын çĕр таврашĕ çинчен, профессорсем пек, питĕ нумай вĕреннĕскер.
Эпĕ вара хамăр яла: «Пирĕн тăрăхра çĕр кисренес май çук, пирĕн тăрăхра çĕр чĕтрес çук; кӳршĕ-аршă, ял-йыш, хурăнташ-пĕлĕшсем, çĕр кисренĕ тесе ан шикленĕр, — тесе, — сыв пулăр», — тесе, киле çыру çырса ятăм атте патне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...