Менельник
Ĕç кунĕ вĕçĕнче ман станок патне Сидоров чарăнчĕ:
— Çитĕнӳсем мĕнле?
— Пыраççĕ-ха пĕр май, — хам тунă детальсем енне пуçпа сулатăп. — Турра шĕкĕр, паянхи норма авă çĕр çирĕм процент!
— Ну, тăрăштаран!.. Паян каçхине çичче пыр ман пата.
— Мĕн вара санăн?
— Менелник.
— Ак тамаша! Ма халиччен шарламарăн? Парни кирлĕ-çке, унсăрăн мĕнле?
— Эй, тупрăн калаçмалли, — шавларĕ малалла утса. — Май килсен, иртерех пыр, тен, манăн телевизора юсаса хăварăн. Юлашки вăхăтра хытах чăхăмла пуçларĕ, йĕркелле кăтартмасть.
— Тăхта-ха, миçе тултаратăн вара — хытах кăшкăратăп. Вăл манăн ыйтăва хирĕç алнĕ çеç сулчĕ, сана мĕне кирлĕ ку тенине пĕлтерсе.
Тем пек хыпалансан та, вечера шăпах пĕр сехет кая юлса çитрĕм. Ĕçрен те часах хăпса тухаймарăм, килте те вăш-вашах пулмарĕ: çăвăнмалла, хырăнмалла, тумланмалла тата апатланмалла та-çке. Парне кĕпи шыраса, ик-виçĕ магазина та çитрĕм, чечек магазинне те кĕрсе тухрăм. Унсăрăн мĕнле-ха?
Эпĕ пынă çĕре хăнасем пăкахчĕ. Пурте çамрăксем. Вечер хĕрсе кайнă вăхăт. Музыка çĕр çĕмĕрсе янăрать, эрех шарлатса юхать. Мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Сĕтел хушшинчи хĕрĕнчĕк хăнасем, пĕрне-пĕри итлемесĕрех, тем çинчен палкашаççĕ, тавлашаççĕ. Иван Петрович Сидоров хăй те лайăхах янă, аванах тăнкăлтатать.
Мана сăтел хушшине лартсан, менелник çыннине çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунса парне тыттартăм. Парне черккисене унпа шаклаттарса сыпрăмăр. Вечерта вăрахах лараймарăм. Пурте пĕр-пĕринпе капаçаççĕ. Хама темле ытлашши пек туйрăм. Икĕ черкке эрех тата пĕр курка сăра ӳпĕнтернĕ хыççăн ыйхăла пуçларăм. Килте васкавлă ĕçсем кĕтеççĕ тесе, тата темиçе минутран тухса шăвăнтăм.
Тепĕр кунне манăн ниçтах та хыпаланмалли çукчĕ. Ĕçе иккĕмĕш сменăна кăна тухмалла. Çапах та яланхи вăхăтрах тăтăм та, Сидоров телевизор юсама ыйтнине аса илсе, ун патне васкарăм. Асламăшĕ унăн урай çăвать — ĕçкă-çикĕ хыççăн пӳрт-çуртне тирпейлет, йĕркене кĕртет. Сĕтелсем çинче çунă савăт-сапасем купаланса тăраççĕ.
— Менелник çынни ĕçе кайни чылай пулать-и? — тетĕп, иструментсене кăларса тепевизор çумне лартнă май.
— Менелник çынни... — пуçне сулласа идчĕ ватă карчăк. — Ĕнтĕ виçĕ хутчен те вăратрăм. Тăрать те сыпать, сыпать те каллех вырăн çине йăванать, паккăç. Çапла чарусăрлансан, вăл паян мар, ыран та ĕçе юрăхлă çын пулаяс çук, намăссăр!
Тепĕр самантран асанне мана пĕр япала пăшăлтатса пачĕ те, эпĕ хам хăлхана чут çеç çăлса ывăтмарăм, Сидоров çамрăк арăмĕпе çывăракан пӳлĕме шаккаса-туса тăмасăрах ваштах чăмрăм. Парне купи çинче хам панине тупрăм та алăкне шартлаттарса хупса хăвартăм.
Тепĕр сехетрен Сидоров асламăшне ырлăх-сывлăх сунса чечек çыххипе пурçăн кĕпе парнелерĕм. Питĕ пултаруллă та сатур карчăк. Çĕр çула çиттĕр! Ара çĕркĕ вăл сакăрвунă çул тултарнă ятпа уяв тунă иккен. Пĕтĕм ĕçми-çимине вăл пенсирен перекетленĕ укçапа хатĕрленĕ. Хăйне... кӳрше кăларса янă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...