Шанчăклăскер
Икĕ тус тĕл пулчĕç
Пĕр тăкăрлăкра.
Тем калаçрĕç, кулчĕç
Лăпкă улахра.
«Кун пирки юрать-ши
Калама Тита?» —
Кĕçĕнни хăравçăн
Аслинчен ыйтать.
«Вăрттăнлăх ку пирĕн, —
Тет асли — Трахвин. —
Ăшунта тыт çирĕп!
Тит хăть... хамăр çын».
«Шанчăклă апла вăл —
Калама юрать». —
Кĕçĕнни ал-хапăл
Килĕшсе хурать.
«Палкамасть тăрлавсăр,
Сăмаха тытать. —
Тет асли хавассăн,
Мухтаса Тита. —
Пĕлтĕр хушса панă
Ĕç укçи ăна.
Халь те каламан вăл
Арăмне çавна».
Шухăшсем
Is your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...