Хĕл килнине курни
5 çулта
Пийĕн умйа паян юй çунă.
Юй пĕйчисем пĕйемĕк пек.
10 çулта
Анне,
шур лĕпĕшсем вĕçеççĕ,
лери тăвайккине лараççĕ,
ман çунашка çулне тăваççĕ.
16 çулта
Пĕрремĕш юр,
пĕрремĕш юрату.
Пĕрремĕш çул,
пĕрремĕш çухату.
20 çулта
Юр пĕрчисем юрла-юрла юртаççĕ,
шур учĕсем пыраççĕ пуç ухса.
Тухса пăхсам, савниçĕм, курса юл,
хура кĕре качча илсе каяççĕ.
25 çулта
Çĕн çуна çул хыврĕ çĕн юр çийĕн,
пĕр çăвать те юрĕ, - ирĕлет.
Еплерех хывас-ши Пурнăç Çулĕ,
Шартлама та сивĕ хĕл килет.
30 çулта
Кĕр çитсен çĕр тăхăнать те кĕрĕк,
ултă уйăх тунсăхлатăп эп.
Хальлĕхе хĕл хĕрĕсем çеç çитрĕç,
пучахри пек хаклă пĕрчĕсем.
40 çулта
Шурă-шурă шухăшсем вĕçеççĕ
шурă юр пек шуххăн шăвăнса.
Те çĕн юр шуратрĕ тăнлава,
те шур шухăшсем пуль, пырса ларчĕç.
60 çулта
Тыр-пул пĕрчи пек теççĕ пурнăçа,
пĕр пĕрчĕрен пулатпăр пин.
Тыр пуласси килет юр-çумăртан,
этем шăпи – пĕр хамăртан кăна.
Юлашки хут
Мăнукăм кур-ха шур юра,
ун пĕрчисем пĕремĕк пек,
шур лĕпĕш пек, шур евчĕ пек,
тăнлав çинчи шур шухăш пек.
Кăвак хуппи хупăнасса
хыпарлакан хыпарçă пек…
Тап-тап-тап чупса кайрĕ мăнукĕ çĕнĕ юр тăрăх. Ун хыççăн ура йĕрĕсем юлчĕç, пĕчĕкçеçĕ ура йĕрĕсем.
Ан кулян, кукаçейĕм! Çунă юра хытарма, хăвăн çулна çĕнетме çĕнĕ урасем çитĕнеççĕ. Вĕсем çĕр çинче тĕрек тупаççех.
3.11.1973.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...