Халăх монологĕ
Пуçтартăм эпĕ юрă-кĕвĕ
Хитре чечек суйланă пек.
Ăна упрарăм хĕлĕн-çĕвĕн
Чун хӳттипе, чун ăшшипе.
Мĕн чухлĕ ĕмĕр сыхă тăтăм
Таса сăпкийĕ умĕнче.
Тăшман юрра ан сăхтăр вăрттăн,
Ан вилтĕр юрă çынсенче.
Суранлăран тута-çăварăм
Хăш чух асапсăр уçăлман.
Çапах та çепĕç сасă-çаврăм
Манран пĕрре те уйрăлман.
Вăл чĕтрени суранăм тăрăх
Куçатчĕ çал таппи пекех.
Юнпа пĕвеннĕ ăшăм — шăрăх,
Эс çеç сиплеттĕн тек-текех.
Мана сĕнетчĕ çĕнĕ кĕвĕ
Вăрман та, улăх та çырма,
Йăлт реквием юрланă евĕр
Асилтеретчĕç шăпама.
Таçта лере арканнă килĕм
Час-час курнатчĕ тĕлĕкре.
Урсах йĕрлетчĕ сивĕ вилĕм
Ялăмсене кĕре-кĕре.
Анчах ман юррăм — ман чĕремçĕм —
Вилмерĕ. Эпĕ те унпах.
Пĕтмерĕ ытарми чĕлхеçĕм,
Пĕрлешрĕ юрăпа сăмах.
Çĕн самана ман кĕввĕме те
Вăй-хал пиллерĕ çĕр çинче.
Чăваш сăмахĕн илемне те
Яланлăх упрĕ çут тĕнче.
Ман туйăмсен хĕрӳллĕ хумĕ
Ялта е хулара шăвать.
Илемлĕ кĕвĕ — халăх сумĕ,
Кун-çулĕнчи таса хăват.
Пуçтартăм эпĕ сăвă-юрă
Хирти чечек пек суйласа.
Вăл ĕмĕр-ĕмĕр сывă пулĕ.
Ăна тытатăп уяса.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...