Вĕрентекене шырани
Шăнкăрав янăранă хыççăн учитель класа кĕчĕ, урок пуçларĕ. Ачасем шавлаççĕ, вĕрентекене те итлемеççĕ. Унччен те пулмарĕ — учитель таçта кайса çухалчĕ.
— Ăçта-ши вăл? Ăçта çухалнă? — пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ тантăшсем.
— Айтăр, учителе шырама каятпăр, — сĕнтĕм эпĕ вĕсене.
Никам та пырасшăн пулмарĕ, манăн пĕчченех кайма тиврĕ.
Утрăм-утрăм та хĕвел тухнă çĕре çитрĕм. Вăл шăпах ыйхăран вăраннă-мĕн. Малтанах сар хĕвел мана курсан тарма пуçларĕ, унтан чарăнчĕ те çаврăнса манран çапла ыйтрĕ:
— Кам эсĕ? Ăçтан? Мĕн туса çӳретĕн?
Эпĕ ăна пĕтĕмпех каласа патăм.
— Эпĕ таçта та çӳретĕп, тем те куратăп, анчах та сирĕн учителе курман. Уйăхран ыйтса пăх, тен, вăл курнă пуль, — канаш пачĕ вăл мана.
— Манăн ăна ăçтан тупас?
— Çак ту хыçне пытан, вăл çакăнтан тухма кирлĕ, — хуравларĕ хĕвел.
Эпĕ ту хыçне пытантăм. Хĕвел анса вăрман хыçне пытаничченех кĕтсе ларма тиврĕ. Каç пулсан уйăх тӳпене хăпара пуçларĕ, мана курчĕ те:
— Эсĕ ăçта кайма тухнă? — тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна хамăн историе кĕскен каласа патăм та, вăл мана: «Эсĕ ăна тинĕсре тупма пултаратăн, — терĕ.
— Эпĕ нихăçан та тинĕс курман. Унта еплерех çитмелле-ши? — кăсăклантăм эпĕ.
— Çак çулпа кайсан кăвак шыв хĕррине çитĕн, вăл тинĕс пулать. Ун ăшĕнчен кит тухĕ, эсĕ унран ан хăра. Вăл санăн учитель ăçтине пĕлет, хаваспах пулăшĕ.
Уйăх кăтартнă çулпа утрăм та хайхи тинĕс хĕррине çитрĕм, Кит ман пата тухрĕ те:
— Ман çине лар, çирĕп тыт. Эпĕ сана кирлĕ çĕре илсе çитеретĕп, — терĕ.
Кайсан-кайсан вăл чарăнчĕ: «Манăн малалла кайма ирĕк çук», - терĕ.
Эпĕ ăна тав турăм та анса юлтăм. Сылтăмалла пăхрăм та пысăк кермен курах кайрăм. Ун умĕнче пулăсем ишеççĕ.
— Çак кермене епле кĕмелле-ши? — ыйтатăп вĕсенчен.
— Санăн уçă тупмалла, — хуравлаççĕ пулăсем.
— Уçă илес тесен, пире апат çитермелле, — терĕç вĕсем.
Пулăсене çитертĕм те, кермен алăкĕ хăех уçăлчĕ.
Кермене кĕтĕм. Унта пирĕн учитель лара парать, пулăсене ишме вĕрентет.
— Атьăр манпа. Шкула таврăнса ачасене вĕрентмелле, — тетĕп ăна сывлăх суннă май.
— Пымастăп, — турткалашать вăл.
— Каймаллах, уроксене ирттермеллех, — парăнмастăп эпĕ.
Аранах ӳкĕте кĕртрĕм. Кĕçех инçе çула тухрăмăр.
Çавăнтанпа учителе пурте итлеççĕ, никам та шавламасть. Ара, вĕсене вĕрентекенсĕр кичем пулнă-çке.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...