Ĕмкĕч
Район центрне темиçе йӳтĕмпе килсе ĕçсене татрăм та автовокзала çитрĕм. Билет туянса автобуса кĕрсе лартăм. Салон тулнăпа пĕрех, манпа юнашарти вырăн çеç пушă. Каймалли вăхăт та çитрĕ, автобус çаплах тăрать-ха, алăкĕ те, такама кĕтнĕн, уçă. Часах салона хашкаса-пашкаса вăтам çулсенчи тăпăлкка кĕлеткеллĕ хĕрарăм вирхĕнсе кĕчĕ.
– Тавах, Турра! Ĕлкĕртĕм иккен-ха, – пырса ларчĕ манпа юнашар. Çав самантрах автобус та тапранчĕ. Ман çулташ арçын пулĕ-ха, унпа сăмах вакласа çула «кĕскетĕп» тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Халь ĕнтĕ çак хĕрарăм йăнкăртатнине итлесе пыма тӳр килет. Хĕремесленсе кайнă пичĕ тăрăх тар юхнине курас мар тесе пуçа кантăк енне пăртăм. Ахалех пулчĕ çак хăтлану, чăтмаллаччĕ.
– Ырă çынсем, пăхăр-ха çак апăршана! Мана тиркесе пуçне пăрать. Черкке параççĕ-шим ăна ман çине пăхиччен урама пăхнăшăн? – кĕрлет ман кӳршĕ. Кама тивеççĕ-ши çак сăмахсем тесе пуçа хĕрарăм еннелле пăратăп.
– Сана тивеççĕ ман сăмахсем, сана, – шухăша вуланăн пат татса хурать кӳршĕ. – Мĕн тăмана кролик çине пăхнăн шăтаратăн мана? Эпĕ ытти хĕрарăмсенчен нимĕн чухлĕ те кая мар, – вашт сиксе тăчĕ ури çине. – Тем поле мана нихăш арçын та пилорама витĕр кăларнă хăмапа танлаштараймĕ, – кăлт-кăлт тĕксе илчĕ малалла кăнса тăракан кăкăрĕсене аллисемпе. – Хыç енчен те эпĕ хăма мар, пилĕкĕм те пур, – ларчĕ хăй вырăнне кӳршĕ. Пĕр авка вăл шăпăрт пычĕ, унтан кӳлепипех ман еннелле çаврăнса:
– Кӳршĕ-кӳптĕрме, ан çиллен. Атя-ха, паллашар: мана Крахьяна теççĕ. Упăшкана килĕшмест çак ят: «Сан яту кукрăç-макрăç, вĕçне тухиччен чĕлхе хуçăлать», – терĕ те «Крахь» сыпăкне ятран кăларчĕ ывăтрĕ, Яна теме тытăнчĕ. «Яна, кашăк ăçта? Яна, çиес килет. Януç чунăм, ĕнерхи хыççăн пуç шавлать, мĕн тумалла-ши?» Пĕлмест имĕш вăл мĕн тумаллине. Мана Януç тесе йăпăлтатса черкке кăларттарать. Пыра киле хама та килĕшме пуçларĕ кĕскетнĕ ят, паспорта улăштарма вăхăт çитсен ятăма Яна тесех çыртаратăп. Хăйне, упăшкана, Митрофан тетчĕç. Туятăн-и, чăваш ячĕ мар. Мана Яна туса хунă хыççăн эпĕ ăна хамăрла, чăвашларах Митрюха теме тытăнтăм. Халь пĕтĕм ял ăна çапла чĕнет. Сана мĕнле мăшкăлаççĕ-ха, ятне-шывне пĕлмен çынпа вăрманти тункатапа калаçнăнах туйăнать мана.
Тăманапа танлаштарчĕ ĕнтĕ, тункатана çаврăниччен хăвăртрах хуравлас терĕм.
– Мирун эпĕ, Мирун...
– Аха, Мирун, пăхкалать ун-кун... Эсĕ те ман Митрюха пек йăпăлтататăн пуль-ха арăмупа мухмăр кастарнă чух?
– Эпĕ мухмăрчченех ĕçместĕп...
– Чăнах-и?! Вăт çветтуй çын. Ман Митрюхана та хурламалли çук. Аллисем ун ылтăн. Мĕн ăсталать, вăл тетте пек вылять куçра. Кресло-качалка туса пачĕ. Лавккаринчен пĕртте кая мар. Кĕрсе ларатăп та хама патша майри пекех туятăп. Ылтăн ман Митрюха, ылтăн! Пĕр кăлтăк çеç пур унăн, – тутисене чăмăртаса мăйне ман еннелле тăсрĕ Крахьяна-Яна. Çынсем умĕнчех, упăшки пур çĕртех мана чуп тума кармашать пуль тесе вĕлт çеç султăм пуçа автобус кантăкĕ енне. Юрать-ха кĕленчи саланмарĕ, пуçăма аванах ыраттартăм.
– Вăт тăмсай, сана чуп тума кармашатăп терĕн-и? Пит кирлех. Эпĕ Митрюха кăлтăкне сана хăлхунтан пăшăлтатса каласшăнччĕ...
– Шан-ха сана. Чĕлхӳне те сана Турă ытла çивĕччине çакса янă, шухăшусем те, тен, вичкĕн...
– Пурпĕрех тай пуçна, хăлхунтан çеç калатăп, ну!
Пăш-пăш турĕ хăлхаран икĕ сăмах. Пуçа тӳрлетрĕм те кăнн! пăхрăм кӳршĕ çине.
– Çывăрнă чух харлаттарать?!
– Эй, тĕнче! Чараксăр çăвар. Эпĕ хĕрарăм пулсан та санпа разведкăна каймастăп. Митрюхана хур тăвас мар тесе эпĕ ăна вăрттăн калатăп, вăл пур пĕтĕм салона ахăрать.
– Мĕн вăрттăнлăхĕ пултăр-ха çын çывăрнă чух харлаттарнинче? Вăрлани мар, ют хĕрарăма та пусмăрламасть.
– Эсĕ ху харлаттаратăн-и?
– Пĕлместĕп, çын çывăрнă чух харлаттарнине туймасть, арăм та шарламасть. Апла-тăк, харлаттармастăп.
– Вăт еплерех телейлĕ сан арăму. Атя, Мирун, улшăнар: эпĕ пĕр эрне санпа çывăрап, сан арăму – ман Митрюхапа.
– Эпĕ ăсран тайăлман-ха хальлĕхе. Çывăр атя Митрюхупа хăвах.
– Çывăратăп çав ĕнтĕ. Митрюха выртсанах куçĕсене хупать те ик-виç çеккунтранах пӳрт стенисем, чӳрече кантăкĕсем чĕтренме тытăнаççĕ. Эпĕ йĕп çинчи пек: унталла та, кунталла та çаврăнатăп. Хăлхана мамăк пăкă чикни те пулăшмасть. Ирпе ирех ферма ĕнисене сума ӳсĕр пек утатăп. Вун пилĕк çул çапла тарăхатăп. Тухтăр патне те мăшăрăма илсе кайрăм, пурте йĕркеллĕ терĕç. «Сан упăшкун çывăрнă чух чĕлхи çăвар маччине перĕнсе тăрать, аяккисем усăнса тăраççĕ пулас – купăс чĕлĕхĕсем пек. Ӳпкерен сывлăш тухнă чухне чĕтреççĕ те çак аяксем. Шел, ку тĕлĕшпе эмел шутласа кăларайман-ха», – терĕç. Ман çав харăлтатăва мĕн виличченех итлемелле-шим?
Шеллерĕм эп Крахьянăна. Больницăра выртнă чух кӳршĕ хăрăлтатнипе эпĕ, манпа пĕрле тата сакăр çын тертленни аса килчĕ те çӳç-пуç вирелле тăчĕ, ăна çăлăнăç канашĕ парас килчĕ.
– Ара, чим-ха, Яна, урăх пӳлĕм çук-им килĕрте?
– Пур. Пĕрре кайри пӳрте тухса выртрăм. Çĕрле Митрюха вăраннă, вырăна хыпашлать – эпĕ çук. Самантрах персе тухрĕ кайри пӳрте. «А! Эсĕ кунта. Пушар Ваççине кĕтсе выртатăн пуль-ха?..» Кӳлешет.
– Кӳлешет-тĕк, юратать. Мĕнле пулăшмалла сана – пĕлместĕп... Э! Чим-ха, эсĕ ăна ĕмкĕч хыптарса пăх...
– ...?!
– Çук, çук. Ним чухлĕ те кулмастăп сан тертĕнтен. Хам та чăтса курнă вăл нушана. Тухтăр каланă вĕт-ха – Митрюхан чĕлхи çывăрнă чух çăвар маччине перĕнсе тăрать пуль тесе. Ĕмкĕчпе перĕнеймест.
– Ах Тур, килĕшĕ-ши Митрюха ĕмкĕч хыпса çывăрма? Килĕшсен, харăлтатма пăрахсан сан сывлăхушăн чиркĕве кайса çурта лартатăп...
Унтанпа виç-тăват уйăх та иртрĕ. Крахьяна çинчен те маннăччĕ. Темле праçникре ваттисене асăнса çуртасем лартма ял чиркĕвне тухса утрăм. Турă çурчĕн крыльци патне çитейменччĕ, чиркӳрен хĕрарăм тухрĕ. Сăн-пичĕ хĕвеллĕн çиçет. Ман тĕле çитрĕ те тăпах чарăнчĕ.
– Тавтапуç сана, Мирун, сан канашу мана çĕр çинчи тамăкран хăтарчĕ. Сан ятупа çурта лартма сан ялнах килтĕм акă...
Ман умра Крахьяна тăрать. Вăл телейли сăнĕнченех паллă. Пысăк юрату вăл темле йывăрлăх урлă каçма та хăват парать, тем те тутарать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...