Тĕшмĕш чăпти
Сасартăк Ухливан хăй çамкине çат! çапса илчĕ.
— Ах, эсрелĕ, — тет вăл, — ку пуп пулчĕ-иç? Ĕç пулчĕ-и-ха вăл? Пупа тĕл пулсан, нихçан та телей пулмасть, теççĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Те каяс, те каяс мар?..
Ухливан лашине тăратса шухăша кайрĕ. Лаши, мĕншĕн-ха мана тăратрĕ тесе, каялла, Ухливан çинелле, пăхса илчĕ, анчах нимĕн те пĕлеймерĕ. Хӳрипе вăрт-варт тукаларĕ те тапратрĕ çӳллĕ ӳссе кайнă хурхухсене çиме. Çулти курăк пит те тутлă çиме, — пуринчен ытла хуçаран вăрттăн çинĕ чух. Ӳпресем тапăнаççĕ. Вĕсене хăвалас тесе, лаши ӳпресем ларнă тĕлти тирне те чĕтретсе илет, хӳрипе те çапса пăхать, — ӳприсем çав-çавах хăрамаççĕ.
Ухливан, сасартăк пушшине сулса ярса, лашине çат! çапрĕ те тилхепине сулахаялла туртма пуçларĕ. Вара лашине çавăрчĕ те вĕçтере пачĕ каялла. Лаши капла тунинчен тĕлĕнчĕ пулмалла: малтанах каясшăнах марччĕ те, кайран, кил еннелле кайнине туйса илсен, хаваслансах юртма пуçларĕ. Çул çинче пĕр мужик тĕл пулчĕ, — çав ялсемех.
— Ăçта кайрăн? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Кайрăм-ха, — терĕ те Ухливан урăх нимĕн те чĕнмерĕ.
* * *
Империализм вăрçи пуçланиччен пĕр çул малтан, çула май, Ухливан патне кĕрсе тухма тиврĕ мана. Ухливан мучи ватăлса кайнăччĕ; карчăкĕ, пичĕсем ытларах пĕркеленнĕ пулин те, çав-çавах вăйпитти çӳретчĕ-ха. Вĕсемпе эпĕ ун чухнехи ĕçсем çинчен, çĕр хĕсĕкки çинчен калаçса кайрăм.
— Манăн лайăх ананах ĕмĕтсĕр Кăрлик Павăлĕ çул урлă туртса илчĕ те, пĕр ятран та катăкрах çĕр çинче ăçтан çимелли çителĕклĕ тума пулĕ ĕнтĕ, — терĕ Ухливан, хаш! хуйхăрса ярса. — Судĕнче хам пулаймарăм. Хам пулнă пулсан, унăн айнех пулас çукчĕ те... Хăçанта пулсан шалчи тулĕ-ха харам пырăн, пирĕн алла кĕрĕ-кĕрех! — тесе, пӳрнипе юнаса илчĕ.
Ухливан мучи ун чухне те хăйĕн тĕшмĕшленсе пурăнас йăлине пăрахманччĕ-ха. Пӳрт тăрăх утса кайнă чухне вăл такăнчĕ те:
— Ир такăнсан, каçченех такăнмалла пулакан ĕнтĕ, — терĕ хуйхăрса.
Мана тăварпа çăкăр çитерсе ячĕç. Карчăкĕ:
— Тăварпа çăкăрах çитерем-ха. Тăварĕ кăштах йĕпеннĕ те... ăшатасса пулин анчах. Лар-ха, лар, — тет. Вăйпах сĕтел хушшине туртса лартрĕ.
Аван çынсем.
Вĕсен йытти пурччĕ. Саккул ятлă. Саккулĕ эпир апат çинине куçран пăхса ларчĕ те, карчăкĕ ăна тапса илчĕ. Эпĕ кăна ăнланаймасăр карчăкĕ çине пăхрăм та, вăл мана:
— Йытă апат çинĕ чухне куçран пăхсан, хырăм тăранаймасть, — тесе тăнлантарчĕ.
Тырă-пулă çинчен калаçрăмăр. Тĕшмĕш чăпти — Ухливан мучи:
— Кăçал тырă ятламаллах мар пулчĕ те, килес çул темле пулĕ, — тет. — Унтри шăллăм шăрчăк мăян çинине курнă кăçал. Чăн-чăнах курнă пулсан, килес çул тырă пулаймасть. Темле. Çынсен пулмасан та, хамăн пулатех пулĕ тетĕп те-ха, мĕншĕн тесен ака тунă чух ман суха касси шалалла кĕрсе пĕтрĕ. Апла пулсан, тырă лайăх пулать тетчĕç ваттисем... Темле ĕнтĕ?.. — тет вăл.
Ухливанпа унăн карчăкĕ патĕнче эпĕ шăп пĕр çĕр каçрăм та тепĕр кунне ирех хуланалла тухса вĕçтертĕм.
Ухливанпа карчăкне çавăнтанпа урăх кураймарăм вара. Иккĕшĕ те империализм вăрçи хĕрсе çитнĕ вăхăтра пĕр çултах вилнĕ вĕсем. Ухливан вилес умĕн:
— Чунăм тăвăрланса çитрĕ. Кăрлик Павăлĕ çине тарăхни чĕремре çĕçĕ пекех тирĕнсе тăрать. Вăл тарăхăва хампа пĕрле илсе каятăп. Сывă пул, ялйыш! — тесе çеç каларĕ, тет.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...